Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Арçынсем кăна мар Акатуй паттăрӗсем

Кире пуканӗ те çӗр çинче лăпкăн выртмарӗ çак кун. Ăна çӗклекен вăйпитти хӗрарăмсем те тупăнчӗç.

Çапла хăй йӗркипе тăсăлчӗ шавлă Акатуй. Вăл хӗвел çинчи сăмавар йӗсӗ пек хӗрнӗçем хӗрсе пычӗ. Акă кашăк çине çăмарта хурса чупакансем ăмăртаççӗ, вӗсенчен инçе мар турник çинче янах хуракансен рекорчӗсене хисеплеççӗ. Шерте вӗçӗнчи хутаç та хăйӗн паттăрӗсене кӗтет. Кире пуканӗ те çӗр çинче лăпкăн выртмарӗ çак кун. Ăна çӗклекен вăйпитти хӗрарăмсем те тупăнчӗç уявра. Çын шутне илес пулсан, 3-4 пинрен кая марччӗ-тӗр халăх. Кам кӗрешнине пăхать, кам юрланине. Кам хăй хутшăнать ăмăртусене. Ак Упинчи Сердцевсем чӳлмек çӗмӗрессинче хутшăннă. «Тӗлӗнмелле, – тет кил хуçи. – Куçа хупса чăн-чăн чӳлмеке çӗмӗрнӗшӗн чăн-чăн чӳлмекех параççӗ».

Çӗпрелсен Акатуйӗсенче юланут чуптарнине сайра куратăн. Ун вырăнне мотоблокран «паравоз» туса ярăнтараççӗ ачасене. Сăмах май, ачасен вăййисем валли нумай вырăн уйăрнă. (Австор тата Р. Фатхуллов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев