Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Аслă Аксура Чей кунӗ

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксăва «Таса шыв» Президент программипе шыв кӗнӗ ятпа августăн 19-мӗшӗнче Чей кунӗ иртрӗ. Ялти Культура çурчӗ умне лартнă сăмавар палăкне уçрӗç. Сăмаварӗ паттăрскер, шывӗ те юхать! Çак пысăк пулăма тавра ял халăхӗпе пӗрле пухăнса паллă тума йышăннă аксусем. Кӳршӗллӗ ял хутлăхӗсен администрацийӗсем те хаваспах килчӗç Чей уявне....

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксăва «Таса шыв» Президент программипе шыв кӗнӗ ятпа августăн 19-мӗшӗнче Чей кунӗ иртрӗ. Ялти Культура çурчӗ умне лартнă сăмавар палăкне уçрӗç. Сăмаварӗ паттăрскер, шывӗ те юхать!

Çак пысăк пулăма тавра ял халăхӗпе пӗрле пухăнса паллă тума йышăннă аксусем. Кӳршӗллӗ ял хутлăхӗсен администрацийӗсем те хаваспах килчӗç Чей уявне. Пӗрремӗш хут иртет-çке районта! Официаллă церемоние район ертӳçисемсӗр пуçне ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, ТР Газификаци фончӗ çумӗнчи капиталлă строительство управленийӗн ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Вӗсем яла шыв кӗртес ӗçре палăрнă çынсене Хисеп хучӗсемпе Тав çырăвӗсем пачӗç тата кăçал 1-мӗш класа каякан ачасене ранецсем парнелерӗç.

Кашни ял хăйӗн сăмаварӗпе, пылӗ-кукăлӗсемпе килсе çитнӗ. Çак кун Панулми Сăпасӗ пулни праçнике тата хаваслатрӗ. Çынсем пӗр-пӗрне техӗмлӗ чейпе хăналаççӗ. Тӗрлӗрен курăк чейӗ пӗçермелли меслечӗсем те кашнин хăйӗн. Тӗслӗхрен, Чăваш Çӗпрел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Виталий Землемеров мухмăртан уçăлмалли чей те туса парать. Çӗнӗ Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Ярухин хăй сӗтелӗ патне тин çеç уçласа илнӗ çӗнӗ пылпа илӗртет. Хурăнвар Шăхаль ялӗсем чăвашла тумланса килнӗ, сӗтел çинчи хӗрлӗ панулми пекех тумӗсем. Саплăксем юрласа хăналаççӗ, хулаçырмисем тӗрлӗ çырла варенийӗсемпе, çӗнйӗлмелсем чее уçăлтаракан пӗтнӗк курăкӗ ярса шăрăхран хăтăлма пулăшаççӗ. Аксусем хăйсен сӗтелӗ çине икӗ комфоркăллă плитка лартнă та икерчӗ пӗçереççӗ. Пӗри метрӳшке чейӗ туса килнӗ, тепри чапăрпа...

Уяв тахçанхи тус-юлташсене пӗр çӗре пухать. Куракансем валли тӗрлӗрен сиплӗ курăк типӗтме çакса хунă, вӗсен ячӗсене çырнă. Хăçан мӗнлине, мӗн чухлӗ ямаллине каласа тăраççӗ. Варени дегустацийӗ пырать, çавăнтах улма-çырлапа хăналаççӗ. Инçех мар турпаспа вӗретекен «йӗс пупсен» мăрйисенчен тӗтӗм йăсăрланать. Культура ӗçченӗсем те, ахаль çынсем те пӗр-пӗрне ылмаштара-ылмаштара юрăсем юрлаççӗ: «Чей ӗçесчӗ пылпала, хамăр тус-тăванпала...»

Сăмавар - ӗлӗкрен сӗтел хуçи, çемьене, тăван-пӗтене кӗреке хушшине пуçтаракан символ пулнă. Августăн 19-мӗшӗнче те сăмавар Çӗпрел районӗнче пурăнакан юлташсене пӗр çӗре пуçтарса, сывă пурнăç йӗркипе пурăнма чӗнсе тутлă чейпе хăналарӗ.

Уява хатӗрленсе пьедестал çине речӗре лартса тухнă йӗс сăмаварсен куравӗ кăна мӗне тăрать, вӗсен хушшинче патша вăхăтӗнчисем, 6-7 медальлисем те пур. Хӗвел çинче йăлтăртатса тăраççӗ хăшӗсем, калăн ӗнер кăна заводран тухнă, 100 çул вăхăт иртмен те. Ахальтен каламан иккен ӗлӗк: «Лайăх кил хуçин сăмаварӗ çутатса, арăмӗ çуталса тăрать»,- тесе.

Çакăн пек кăмăллă, эрех-сăрасăр иртекен уява йăлана кӗртсе хăварас килет ял-йышăн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев