Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрел Акатуйӗн тӗп парни Матак каччинче!

(Ирина Трифонова). Вырсарникун иртнӗ Çӗпрел район чăвашӗсен Акатуйӗнче спорт ăмăртăвӗсем те хӗрсех пычӗç. Татами çинче Акатуй тӗп парнишӗн - такашăн, волейболпа футбол уйӗсенче малти вырăншăн пикенсех тупăшрӗç. Волейболпа çӗнтерӳçӗ команда ятне кивӗçӗпрелсем йышăнчӗç. Футболпа пӗрремӗш вырăна чăвашçӗпрелсем тухрӗç. Кире пуканӗ йăтассипе чи лайăх кăтартусем Вадим Патшеевпа (Кивӗ Чакă) Анатолий Сайдяшев...

(Ирина Трифонова). Вырсарникун иртнӗ Çӗпрел район чăвашӗсен Акатуйӗнче спорт ăмăртăвӗсем те хӗрсех пычӗç. Татами çинче Акатуй тӗп парнишӗн - такашăн, волейболпа футбол уйӗсенче малти вырăншăн пикенсех тупăшрӗç. Волейболпа çӗнтерӳçӗ команда ятне кивӗçӗпрелсем йышăнчӗç. Футболпа пӗрремӗш вырăна чăвашçӗпрелсем тухрӗç. Кире пуканӗ йăтассипе чи лайăх кăтартусем Вадим Патшеевпа (Кивӗ Чакă) Анатолий Сайдяшев (Çӗнӗ Йӗлмел) турӗç, армлифтингра Юрий Юманова (Чăваш Паснапуç) çитекенни пулмарӗ. Акатуйăн тӗп парнине - такана - Матакри Александр Ефрейторов тивӗçрӗ.

Интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ иртрӗ Анат Чакăри Акатуй, халăх чун каниччен савăнчӗ пуль. Шупашкар артисчӗсем те килсе çитнӗччӗ. Çӗпрелсене çав кун Алексейпе Андрей Шадриков­сем, Петр Ермолаев хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Сă­мах май, Çӗпрелне вӗсем Мускаври Акатуй хыççăн тӳрех тухса килнӗ, çапах ывăннине кăтартмарӗç, халăх та ăна сисмерӗ.

Районти фольклор ансамб­лӗсем те юрласа-ташласа савăнтарчӗç. «Хӗлхем» халăх ансамблӗн артисчӗсене курма та çав тери савăк пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев