Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрел районӗн çӗнӗ ертӳçи çулпуçпа пӗр кунра çуралнă

Александр Шадриков вырăнне Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Марат Гафаров республикăри ертӳçӗсен хушшинче çӗнӗ çын мар. Патшалăх Канашӗн аппаратӗнче, Презиент Аппаратӗнче, Нурлат район пуçлăхӗн çумӗнче, Азнакай районӗн Ӗçтăвком ертӳçинче, Рыбно-Слободски районӗн Ӗçтăвком ертӳçинче ТР Ӗç, ӗçлӗх министрӗн çумӗнче ӗçлесе пуян опыт пухнă. Вăл 1977 çулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче Ешӗлвар (Зеленодольск)...

Александр Шадриков вырăнне Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Марат Гафаров республикăри ертӳçӗсен хушшинче çӗнӗ çын мар. Патшалăх Канашӗн аппаратӗнче, Презиент Аппаратӗнче, Нурлат район пуçлăхӗн çумӗнче, Азнакай районӗн Ӗçтăвком ертӳçинче, Рыбно-Слободски районӗн Ӗçтăвком ертӳçинче ТР Ӗç, ӗçлӗх министрӗн çумӗнче ӗçлесе пуян опыт пухнă.
Вăл 1977 çулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче Ешӗлвар (Зеленодольск) районӗнчи Карашам ялӗнче çуралнă. Çавăнпа та ял çыннин нуши-савăнăçне лайăх пӗлет. Çӗпрел районӗн активӗ умӗнче сăмах каланă чухне вăл районта нумай ӗç тунине палăртрӗ. Хăйӗн ӗç векторне Марат Ринатович çынсен пурнăçне лайăхлатасси, бизнеса аталантарма условисем туса парасси, çӗнӗ ӗç вырăнӗсем йӗркелесси енне ярассине пӗлтерчӗ.
Марат Гафаров çемьеллӗ, икӗ ача ӳстерет. Волейбол, шахмат вăййисене, йӗлтӗрпе ярăнма кăмăллать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев