Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрел спортсменӗ Раççей командинче

«Сувар» хаçатăн пысăк тусӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу чăвашӗ Петр Мускатинов спортра каллех пысăк çитӗнӳ туса палăрнине савăнса пӗлтеретпӗр. Петя хальхинче район командин йышӗнче апрелӗн 5-9-мӗшӗсенче Çӗнӗ Шупашкарта утайманнисен хушшинче бадмитонпа иртнӗ Раççей Кубокне хутшăнса пиллӗкмӗш вырăн йышăнчӗ çеç мар, Раççей Федерацийӗн утайманнисен резерври командине те кӗчӗ. Сăмах май, ку...

«Сувар» хаçатăн пысăк тусӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу чăвашӗ Петр Мускатинов спортра каллех пысăк çитӗнӳ туса палăрнине савăнса пӗлтеретпӗр. Петя хальхинче район командин йышӗнче апрелӗн 5-9-мӗшӗсенче Çӗнӗ Шупашкарта утайманнисен хушшинче бадмитонпа иртнӗ Раççей Кубокне хутшăнса пиллӗкмӗш вырăн йышăнчӗ çеç мар, Раççей Федерацийӗн утайманнисен резерври командине те кӗчӗ.

Сăмах май, ку спорт тӗсӗ Аслă Аксу чăвашӗшӗн çӗнӗ-ха, хальччен армрестлингпа аппаланатчӗ. Инвалидсен хушшинче армрестлингпа Тӗнче, Раççей тата Тутарстан чемпионӗ вăл.

Çӗпрел район инваличӗсен бадминтон командин пӗрремӗш ăмăртăвӗ çакăн пек кăтартупа вӗçленни те пысăк çитӗнӳ. Асăнса хăварар, командăна ăмăртăва районти тӗп больницăн ортопед-тухтăрӗ Раджеш Кумар хатӗрленӗ.



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев