Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Чăваш фермерӗ Экосистема-Эртил йышӗнче

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Алексей Амосов фермер Çӗнӗ çултан çӗнӗлле ӗçлеме пуçланине пӗлтерет район сайчӗ. Чăваш фермера çак кунсенче Экосистема-Эртеле илнӗ иккен. "AGRARIUM" Цифрăллă Эртил- блокчейн системине тӗпе хурса ӗçлекен цифрăллă платформа. Фермершăн та, инвесторшăн та питӗ ансат мел, мӗншӗн тесен мӗнпур процеса уçăмлă та курăмлă тăвать. Фермер хăй...

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Алексей Амосов фермер Çӗнӗ çултан çӗнӗлле ӗçлеме пуçланине пӗлтерет район сайчӗ. Чăваш фермера çак кунсенче Экосистема-Эртеле илнӗ иккен. "AGRARIUM" Цифрăллă Эртил- блокчейн системине тӗпе хурса ӗçлекен цифрăллă платформа. Фермершăн та, инвесторшăн та питӗ ансат мел, мӗншӗн тесен мӗнпур процеса уçăмлă та курăмлă тăвать. Фермер хăй ӗçӗпе çыхăнман йывăрлăхсене татса парасси çине вăхăта сая ямасăр ӗçлет, инвестор та хăй укçине ăçта янине курнисӗр пуçне, юридици хӳтлӗхӗнче пулса çухатасран хăрамасть. Мӗншӗн тесен ку система патшалăхпа харпăр инвестицие, потребительсен кооперацине, аграрипе суту-илӳ секторне пӗрлештерсе Раççейӗн апат-çимӗç хăрушсăрлăхне йӗркелет.

"AGRARIUM" паянхи кун аш-какайпа çыхăннă MeatToken (мясной жетон) криптопая хута янă та ӗнтӗ, хальхи вăхăтра паха сӗт-юрварӗпе тивӗçтерес тӗллевпе MilkToken («Совладелец молочного стада») тата SeedToken («Строительство зерноперерабатывающих комплексов на территории России и Казахстана») и EnergoToken («Электромагнитный усилитель мощности электроэнергии») криптопайсемпепа ӗçлет.

"AGRARIUM" представителӗсем çакă мӗнле пулассине çак кунсенче «А.Н.Амосов» хуçалăхӗнче кăтартса панă. Пӗр сăмахпа каласан, Экосистема-Эртел йышӗнчи фермер аш валли ӳстерекен вăкăр пăрăва сăн ӳкерсе, ун çинчен тӗплӗн çырса платформăн даннăйсен базине кӗртсе сутма хурать. Фермерăн продукцине çӗршывăн хуть хăш кӗтесри инвестор-потребитель курма пултарать. Килӗшсен - туянать.

Çак система çамрăксене ял хуçалăхӗпе интереслентерессе шанаççӗ. Мӗншӗн тесен вăл пирӗн шухăшра çирӗпленнӗ лачакаллă колхоз стереотипне тӗпрен улăштарать. Ял хуçалăхӗ текех иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулсенчи колхозӗ мар ӗнтӗ, вăл çӳллӗ технологиллӗ, инновациллӗ отрасль. Алексей Амосов фермер та акă пӗрремӗш çул кăна выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмест. Унпа çыхăннă йывăрлăхсене, уйрăмах реализаци енӗпе, лайăх чухлать. Çавăнпа "AGRARIUM" Цифрăллă Эртиле кӗме килӗшнӗ те вăл, çапла майпа ку утăмне районăн кăна мар, республикăн пилотлă проекчӗ пек йышăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев