Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хулаçырмисен тата икӗ кубок

Пхенчханра пыракан Олимпиадăри пăрсем çинче кăна тупăшусем хӗрӳ тесе шутлатăр пулсан, йăнăшатăр. Паян унта Раççей хоккей сборнăйӗ АПШ командине çӗнтерчӗ, Ульяновск облаçӗнче вара Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми хоккеисчӗсем соперниксене çӗнтерме пӗр шанăç та хăвармасăр киле икӗ кубокпа таврăнчӗç. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Аслă Нагаткин ял хутлăхӗн парнишӗн хоккейпа иртнӗ регионсем хушшинчи...

Пхенчханра пыракан Олимпиадăри пăрсем çинче кăна тупăшусем хӗрӳ тесе шутлатăр пулсан, йăнăшатăр. Паян унта Раççей хоккей сборнăйӗ АПШ командине çӗнтерчӗ, Ульяновск облаçӗнче вара Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми хоккеисчӗсем соперниксене çӗнтерме пӗр шанăç та хăвармасăр киле икӗ кубокпа таврăнчӗç.

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Аслă Нагаткин ял хутлăхӗн парнишӗн хоккейпа иртнӗ регионсем хушшинчи турнирта хулаçырмисем малтан Майна районӗнчи Тагай сборнăйне - 3:9, унтан Аслă Нагаткин командине типӗлле, 0:9 шутпа, çӗнтерсе турнирăн кубокне çӗнсе илчӗç.

Кунсăр пуçне чи лайăх тапăнакан та Хулаçырми каччиех - Петр Храмов - пулчӗ тесе палăртрӗç. Тепӗр кубок шăпах унăн пулчӗ те. Саламлатпăр. Маттур!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев