Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Эпир те волонтерсем

(Алевтина Тарасова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре 2018 çула Л.Н. Толостой тата волонтер çулталăкӗ тесе палăртнă. Мартăн 12-19-мӗшӗсенче «Çуркуннехи ырăлăх эрни» ыр кăмăллăх акцийӗ вăхăтӗнче Хурăнвар Шăхаль шкул ачисем те волонтерсем пулса пăхрӗç. Вӗсем ялти Валентина Митрофанова Осипова пенсионерка патӗнче килӗнче пулчӗç. Валентина Митрофанова икӗ ача çуратса ӳстернӗ, тăван ялшăн сахал мар...

(Алевтина Тарасова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре 2018 çула Л.Н. Толостой тата волонтер çулталăкӗ тесе палăртнă. Мартăн 12-19-мӗшӗсенче «Çуркуннехи ырăлăх эрни» ыр кăмăллăх акцийӗ вăхăтӗнче Хурăнвар Шăхаль шкул ачисем те волонтерсем пулса пăхрӗç. Вӗсем ялти Валентина Митрофанова Осипова пенсионерка патӗнче килӗнче пулчӗç. Валентина Митрофанова икӗ ача çуратса ӳстернӗ, тăван ялшăн сахал мар вăй хунă. Хальхи вăхăтра килте хăй кăна пурăнать пулин те, пӗччен мар вăл, ачисем час-часах килсе çӳреççӗ. Кулленхи пурнăçне кăшт та пулин улшăну кӗртес шутпа 3 тата 5-мӗш класра вӗренекенсемпе уроксем хыççăн Валя аппа патне кайрăмăр. Вăл пире питӗ тарават кӗтсе илчӗ.

Пӳртне кӗрсенех кӗнеке тӗнчине путрăмăр. Кăçал Л.Н.Толстой çулталăкӗ пулнăран, ачасем çыравçăн «Упăтепе тилӗ», «Филиппок«, «Кушакпа тилӗ», «Шăши, автан тата кушак», «Кашкăрпа йытă» халапӗсене черетпе сасăпа вуларӗç.

Валя аппа ачасене ачалăхри пурнăçӗ çинчен каласа кăтартрӗ. Вăл вăхăтра электричество çути пулманнине, телевизорпа радио мӗн иккенне пӗлменнине те асăнчӗ. Вăл хальхи пурнăç урăхла пулнишӗн савăнать. Чирленӗ самантсенче юр тасатма пулăшнăшăн Хурăнвар Шăхаль шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсене тав турӗ. Ваттисене пулăшакан Тимур командисем халӗ те пурришӗн савăннине пӗлтерчӗ. Ачасене хăй патне килнӗшӗн тав туса çирӗп сывлăх, шкулта лайăх паллăсемпе вӗренме сунчӗ.

Çамрăк волонтерсемпе эпир ку ӗçе ырăлăх эрнинче кăна мар, малалла та тăсăпăр. Çӗнтерӳ кунӗ умӗн ялти кашни ватă çын патне çитсе килме тӗллев лартрăмăр. Уяв тӗлне тыл ветеранӗсем, вăрçă ачисем валли хамăр алăпа открыткăсем те хатӗрлеме шутлатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев