Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Турă хушнипе...

Халăх Турă хăватне шанать, кӗлӗпе сипленекенсен шучӗ ав, çуллен ӳсет. Кивӗ Чакă чиркӗвне вӗсем ăçтан кăна килмеççӗ кунта: Уралтан, Атăлçи тăрăхӗнчи регионсенчен, Раççейри тӗрлӗ хуласенчен, Америкăран та пур...

Пирӗн Кивӗ Чакă ялӗ Çӗпрел районӗн кăнтăр-хӗвеланăç енче вырнаçнă, çурçӗртен тата хӗвеланăçӗнчен Чăваш Республикипе, кăнтăр-хӗвеланăçӗнчен Ульяновск облаçӗпе чикӗленет. Ял хӗррипе Аслă Якла тата Чилем юханшывӗсем юхаççӗ. Кивӗ Чакă 1607 çулта йӗркеленни паллă. Кунта килсе вырнаçнисем тутарсем, чăвашсем тата мордвасем пулнă. Çакна ӗлӗкхи масарсенчи вилтăприсем те çирӗплетеççӗ.

Мордва çемйисем 1646 çулта пурте çурт-йӗрӗсене сӳтсе хӗвеланăçне куçса ялсем йӗркелеççӗ (хальхи Ульяновск облаçӗн Сурский районне кӗрекен Атяшкино тата Паркино). Вӗсене Кивӗ Чакăран каймашкăн тутарсемпе чăвашсем хӗсӗрлени, çӗрӗсене пайлани хистенӗ-тӗр.

1905-1909 çулсенче Кивӗ Чакă ялӗнче пӗрремӗш чиркӳ туса лартаççӗ, çав вăхăтрах прихут шкулӗ те уçăлать. Унăн пӗрремӗш пачăшки тата вӗрентекенӗ хамăр районти Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ Андрей Аркадьевич Петров пулнă. 1931 çулта чиркӗве хупаççӗ.

Революци хыççăнхи Турра йышăнман çулсем пуçлансан ялта çакăн пек ирсӗр пулăм пулса иртет: хӗллехи пӗр каç Анат Чакă ялӗн коммунисчӗсем пуçтарăнса пачăшкăна тытма йышăнаççӗ. Калаçăва ял совечӗн çурчӗ патӗнчен иртсе пыракан арçын ача уçă форточкăран илтет те пӗтӗм вăйран чиркӗве чупать. Хăй мӗн илтнине пачăшкăна каласа парать. Андрей пачăшкă тăлăпне çакса урама васкаса тухать, анчах усалланнă халăх чиркӳрен инçе те маррине курать. Ним тăвайман енне вăл çывăхри пусса сикет... Коммунистсем чиркӗве тӗплӗн ухтарсан та пачăшка тупаймаççӗ, çапла ирӗксӗрех пушă алăпа каймалла пулса тухать вӗсен. Хайхи арçын ача пусса сăнчăрлă витре антарса Андрей аттене аран-аран туртса кăларать. Пăрлă сивӗ шыва чăмнă хыççăн пачăшкă хытă чирлет, ӳпкине илтерет, икӗ кун пысăк температурăпа асапланнă хыççăн вилет (1928 çул). Коммунистсем чиркӗве çӗмӗреççӗ, куполне илсе чул çине пăрахаççӗ, турăшӗсене хăшне çӗмӗреççӗ, хăшне çунтараççӗ. Каярах унта ял шкулӗ уçăлать. Çав çулсенчен пуçласа ялта православи пурнăçӗ шăпланать.

1990 çулсенче Раççейре храмсем, мăнастирьсем çӗнӗрен уçăлма пуçлаççӗ. 2000 çулта чакăсем унчченхи чиркӳ пулнă çуртрах служба ирттермешкӗн Тутарстан митрополитӗнчен Анастаси владыкăран ирӗк илеççӗ. Аслă Аксу чиркӗвӗн пачăшки Иоанн Савельев служба ирттерме пуçлать. 2006 çулта Турă пулăшнипе чиркӳ çӗнӗрен вăй илет, ялти Олег Александрович Волкова пачăшкăна лартаççӗ. Çав вăхăтранпа нумай улшăнчӗ кунта: чиркӗве çӗнетрӗç, хăтлăх кӗртрӗç. Килекенсем валли мӗнпур майсем пур унта халь. Халăх Турра шанать, кӗлӗпе сипленекенсен шучӗ çулсерен ӳсет. Çынсем ăçтан кăна килмеççӗ Кивӗ Чакă чиркӗвне: Уралтан, Атăлçи тăрăхӗнчи регионсенчен, Раççейри тӗрлӗ хуласенчен, Америкăран та пур.

Чиркӗвӗн йӗри-таврашне хăтлăх кӗртес енӗпе кашни çул нумай ӗç пурнăçлаççӗ кунта. Аякран килнисем валли ларса канма çӗнӗ беседкăсем тăваççӗ, чечексем лартаççӗ. Кăçал тата питӗ илемлӗ чиркӳ тăррине турӗç. Ăстисене ютран шырамалла мар, ăна çуллен ял çыннисем, яланхи бригада – Иван Иванов, Анатолий Волков, Петр Митаев, Иван Михайлов, тракторист-шофер Владимир Кулмундаев, ăста алăллă строительсем пурнăçлаççӗ. Тав вӗсене!

Владимир ТОКМАКОВ,

Кивӗ Чакă ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗнче бригада ӗç вăхăтӗнче.



 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев