Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Упи библиотекине мулкач, тилӗ тата упа килчӗç

Çурхи каникулсен вăхăтӗнче çулсерен Ача-пăча кӗнеке эрни иртет. Çӗпрел районӗнчи Упи ял библиотекинче те мартăн 20-мӗшӗнче юмахсене халалланă уяв пулчӗ. Ача кӗнекин эрнелӗхӗ тӗлне вӗренекенсем хăйсем вулакан кӗнекесенчи тӗп сăнарсен ӳкерчӗкӗсене вырнаçтарса, килӗштернӗ сăвăсен йӗркисене çырса пысăк плакат хатӗрленӗ. Мероприятие шкул ачисемпе пӗрле Çӗнӗ Упри «Йăл кулă» ача сачӗн воспитанникӗсем...

Çурхи каникулсен вăхăтӗнче çулсерен Ача-пăча кӗнеке эрни иртет. Çӗпрел районӗнчи Упи ял библиотекинче те мартăн 20-мӗшӗнче юмахсене халалланă уяв пулчӗ. Ача кӗнекин эрнелӗхӗ тӗлне вӗренекенсем хăйсем вулакан кӗнекесенчи тӗп сăнарсен ӳкерчӗкӗсене вырнаçтарса, килӗштернӗ сăвăсен йӗркисене çырса пысăк плакат хатӗрленӗ. Мероприятие шкул ачисемпе пӗрле Çӗнӗ Упри «Йăл кулă» ача сачӗн воспитанникӗсем те хутшăнчӗç. Вӗсем хăйсем юратнă сăввисене пăхмасăр каласа пачӗç. Библиотекарь пӗчӗк вулакансене паллă çыравçăсем çинчен каласа пачӗ. Унтан вулав çуртӗнчи шăпăрлансем валли шкулта вӗренекенсем «Йăвача» юмаха кăтартса пачӗç. Пӗчӗккисем юмаха кăмăлтан пăхрӗç, ыйтусем çине хуравларӗç, чунтан савăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев