Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Йӗлмелӗнчи шкул ачисем учительсенчен вăйлăрах

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчи ачасем апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен пыракан «Весенняя неделя добра» акцине хутшăннă. Çав хушăра çӗнйӗлмелсем тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ. Чи малтан «Слава павшим воинам - землякам» обелиск çинче çӳп-çапсене пуçтарнă. Унтан «Каждому сковрцу - по дворцу» акцине хутшăнса шăнкăрч йăвисем хатӗрленӗ. Çитес Çӗнтерӳ кунӗ пирки те манса...

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнчи ачасем апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен пыракан «Весенняя неделя добра» акцине хутшăннă. Çав хушăра çӗнйӗлмелсем тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ. Чи малтан «Слава павшим воинам - землякам» обелиск çинче çӳп-çапсене пуçтарнă. Унтан «Каждому сковрцу - по дворцу» акцине хутшăнса шăнкăрч йăвисем хатӗрленӗ. Çитес Çӗнтерӳ кунӗ пирки те манса кайман. «Нам нужен МИР» конкурс йӗркелесе, хăйсен ӳкерчӗкӗсене стенд çине çакнă.
Сывлăха упрамаллине асра тытаççӗ çӗнйӗлмелсем. Апрелӗн 21-мӗшӗнче «Сывлăх кунне» палăртса тӗрлӗ спорт вăййисене ирттернӗ вӗсем. Хутшăнакансен хушшинче ачасема кăна мар, вӗрентекенсем те сахал мар вăй хунă. Тӗслӗхрен, волейбол вăййинче шкулти çамрăксене хирӗç вӗрентекенсем тухнă. Волейбол матчӗ çамрăксем çӗнтернипе вӗçленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев