Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хальхинче Анат Чакăра

(Ирина Трифонова).Иртнӗ эрне вӗçӗнче Çӗпрел районӗнче умлăн-хыçлăн Сабантуйпа Акатуй пулчӗç. Пире, паллах, иккӗмӗшӗ çывăхрах, хамăрăн йăла-йӗркесемпе çыхăннă-çке. Иртнӗ канмалли кун таврари ялсенчи чăвашсем Анат Чакă ял хутлăхне çул тытрӗç, кам машинапа, хăшӗ лашапа, çуран утакансем те пайтахчӗ. Тăван районти уяв вăл тата та çывăхрах, ăçта ан пăх - палланă çынсем,...

(Ирина Трифонова).Иртнӗ эрне вӗçӗнче Çӗпрел районӗнче умлăн-хыçлăн Сабантуйпа Акатуй пулчӗç. Пире, паллах, иккӗмӗшӗ çывăхрах, хамăрăн йăла-йӗркесемпе çыхăннă-çке. Иртнӗ канмалли кун таврари ялсенчи чăвашсем Анат Чакă ял хутлăхне çул тытрӗç, кам машинапа, хăшӗ лашапа, çуран утакансем те пайтахчӗ.

Тăван районти уяв вăл тата та çывăхрах, ăçта ан пăх - палланă çынсем, тахçан курман пӗлӗшсене, юлташсене асăрхатăн. Çанталăкӗ те çак кун хӗвеллӗ пулчӗ, Сабантуйра чӗреслетсе çумăр çунă хыççăн сывлăш çавăрса янă пекех. Ялпа вăрман хушшинче вырнаçнă Акатуй лаптăкӗ çав тери илемлӗ. Ăна пӗлсе капăрлатнă, хапхи, Акатуй карти, ял хутлăхӗсен çурчӗсем, ача-пăча валли площадка та, кӗрешӳпе волейбол, футбол уйӗ, суту-илӳ палаткисем те - пурте пур. Акатуйăн официаллă пайӗ пуçланиччен курса çаврăнма шăпах вăхăт пулчӗ, кашни площадкăра хатӗрленӳ ӗçӗсем пыраççӗ. Ял хутлăхӗсем тăрăшни курăнать, хăйсен «çурчӗсене» чăваш халăхӗн йăли-йӗркисемпе çыхăннă экспонатсемпе, кил-тӗрӗшри япаласемпе капăрлатнă, килекен хăнасене сăйлама апат-çимӗçне пӗçерсе тултарнă. Мероприятие Анат Чакă ял хутлăхӗн Ӗçтăвком ӗçченӗсем тата çак ялти Михаил Архангелăн чиркӗвӗн настоятелӗ Олег атте пулăшнипе йӗркеленӗ. Паллах, ку ӗçрен спонсорсем те юлман.

Акатуя уçиччен кăшт маларах Олег атте ял халăхне ырлăх-сыв­лăх сунса, Турăран лайăх тухăç ыйтса пиллерӗ, ыркăмăллăхçăсене парнесем пачӗ. Часах тӗп тӳреме чăваш тумне тăхăннă хӗрсем сарă вăрăм пусма татăкне йăтса тухрӗç, чăвашсен авалхи йăлипе вăл хӗвеле пӗлтерет. Çӗре савăл çапса кӗртсен Акатуй пуçланнă теме пулать. Çакна хуть ăçта та ялти чи ватă та хисеплӗ çын пурнăçлать, Çӗпрелӗнче ăна Алексей Хмелев (Кивӗ Чакă) тивӗçрӗ.

Çакăн хыççăн уява ертсе пыракан Диана Мердюковăпа Екатерина Токмакова Акатуй уçăлнине пӗлтерчӗç. Таврана чăваш ташшин кӗвви сарăлчӗ, шкул ачисем чăвашла та, хальхилле те ташласа савăнтарчӗç. Мероприятин тепӗр чаплă саманчӗ - Акатуй ялавне çӗклесси. Çак ӗçе пурнăçлама хисеплӗ çынсене - тава тивӗçлӗ учителе Любовь Мурзайкинăна, Анатолий Иванова (Кӗçӗн Аксу), Борис Албутова (Кивӗ Чакă), шкулта «5» вӗренекен Дарья Токмаковăна чӗнсе кăларчӗç.

Паллă ӗнтӗ, республика е район шайӗнчи пӗр мероприяти те пуçлăхсем, хисеплӗ хăнасем хутшăнмасăр иртмест. Анат Чакăри Акатуйра халăхпа пӗрле савăнма Çӗпрел район пуçлăхӗ Александр Шадриков, Ульяновск облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Олег Мустаев, Чăваш кӗрешӳ федерацийӗн президенчӗ Виталий Васильев, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев, Çӗпрелӗнчи ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Çӗпрелӗнчи ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем килсе çит­рӗç.

Район пуçлăхӗ Александр Шадриков кӗскен çураки ӗçӗ­сен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаш­тарчӗ, çӗр ӗçченӗсене тав турӗ. Юлашкинчен ӗçре палăрнисене Хисеп хучӗсем тата пар­несем парса чысларӗ.

Олег Мустаев Çӗпрелне ЧНК представителӗ пек килнӗ. Акатуя хутшăнакансене, курма килекенсене вăл Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угасловран тата хăй ятӗнчен салам каларӗ. Халăх ăна тăнласа итлерӗ. Олег Мустаев пултаруллă ертӳçӗ, наци лидерӗ пек те вăйлă. Чăвашлăха аталантармашкăн ун пек çынсем кирлӗ. Ытти ертӳçӗсен унран тӗслӗх илмелӗх пур. Малалла сăмаха Анат Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Азат Садыков илчӗ. Ун аллинчен нумай çын Тав çырăвӗсемпе асăнмалăх парнесем илчӗç, вӗсем хушшинче ял хуçалăх, культурăпа вӗрентӳ ӗçченӗсем, ыркăмăллăхçăсем тата ытти хисеп­лӗ çынсем пулчӗç.

Акатуйра чи пӗчӗккисем пир­ки манманни кăмăллă. Уява çемйи-çемйипе пуçтарăннă, аслисене мӗн интереслентерни ачасемшӗн кичем, вӗсен хăйсен интерес. Анатчакăсем вӗсем валли ятарласа пысăк тӳрем йӗркеленӗ, унта каруселӗ те, ярăнма мотоблокран ăсталанă хитре машина та, батут та, тутанма пылак апат та пурччӗ. Унсăр пуçне пӗчӗккисем хушшинче спорт ăмăртăвӗсем те йӗркеленӗ. Хӗпӗртесех хутшăнчӗç унта атьсем. Çӗнтерӳçӗсене вара парнесем парса савăнтарчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев