Тӗлӗкре шав пӳрт лартатăп...
Кӗни сывă тухмасть. Мӗн те пулсан çӗмӗрӗлсе тухайсан кăна. Атту кӗтме ан шухăшлăр. Виçӗмкун пин çынтан 17 çын тухрӗ.
Шуркинсен çемйинчен 1941 çулта фронта тăваттăн тухса кайнă. Вӗсенчен чи асли Василий Петрович пулнă. Килӗнче мăшăрӗ Анна Петровна икӗ ачапа юлнă, 10 çулхи Федорпа тата таватă çулхи Нинăпа. Тепри вара варта пулнă. Вăл, Елена, 1941 çул вӗçӗнче ашшӗ вăрçăра чухне çуралнă. Ашшӗ ку ача ывăл е хӗр пулнине пӗлмесӗрех çут тӗнчерен уйрăлнă.
Василий Шуркин килне – Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялне – ултă çыру яма ӗлкӗрнӗ. Пӗрремӗшне 1942 çулхи январӗн 16-мӗшӗнче çырнă. Вăл унта Суслонгер станцийӗнчен15 çухрăмра пулнине палăртать, хăйсене вăрçа кайма хатӗрленине пӗлтерет. Иккӗмӗш çыру – февралӗн 3-мӗшӗнчи. Унта вăл обмундировани илни тата Ешӗлвар станцийӗнчен малалла кайни çинчен пӗлтерет. Хăйпе пӗртăванӗсем ăçта иккенне пӗлесшӗн ыйтса çырнă. Виççӗмӗш çыруне те çав кунах çырнă. Унта вăл каçпа пуйăс çине ларнине, анчах ăçта илсе кайнинне пӗлменнине систерет.
Тăваттăмӗш çырăвне (февралӗн 17-мӗшӗнче) пӗтӗмпех илсе кăтартас килет (çырусенчи орфографие авторăнни пек сыхласа хăварнă):
«Письмо от Шуркина В.П.
Пирвайхи йӗркере çемьесем сире сывлăх ыйтса салам яратăп. Аттесене те салам калăр. Вобщем мӗнпур тăвансене салам. Лерелле тата хам хыпара пӗлтерем. Пире шав малалла куçараççӗ. Мускава çитрӗмӗр. Лерелле тата ăçта яраç-тӗр, пӗлместпӗр. Вăйлăрах çӗре чикеççӗ пуль ахăр. Икӗ кунтанпа çиме те аванрах çитере пуçларӗç. Çитерме хупнă выльăх пек. Поезд çинчен анман-ха. Пилӗк кун çуран каймалла теççӗ.Сывă пулăр.
Братсен адресне пӗлместӗп. Манран салам калăр. Хамра пӗр адрес та çук. 17 февраля 42 г.Миккуль тете кунтах пурăнать пулмалла та, но курма çук».
Февралӗн 25-мӗшӗнче пиллӗкмӗш çыру янă вăл. Унта Василий Петрович вӗсен подразделенийӗ Мускавран 200 çухрăмра – Калугăра тăнине пӗлтерет. Кунта тăватă каç выртрăмăр, тавралăха пăхма хăрушă, пӗтӗм çӗре окоп чавса пӗтернӗ, пур çӗрте те шăтăк-путăк, йӗри-тавра ишӗлнӗ çуртсем, хăш-пӗр çӗрте çынсем «канса» выртаççӗ тет. Вилнӗ тесе çырма юраман фронтран килекен çырусенче, çавăнпа аманса нушаланса выртакансене тата вилнисене «канакансем» тесе çырнă.
Ку çырура çакăн пек йӗркесем те пур:
«Унталла канмалли вырăн пиртен инçе мар теççӗ. Хăçан илсе каяççӗ-тӗр, кӗтсе тăратпăр. Курасси пулать-и, çук-и? Тата ыйтам. Килте нимӗн те пулман-и? Шав тӗлӗкре пӳрт лартса айкашса пӗтеп».
Юлашки çырăвӗпе вара (мартăн 2-мӗшӗ) туллинех паллашар:
«Письмо от Шуркина В.П. 2.lll.42.
Пирвайхи йӗркере юлташ Аннана и юратнă Хӗвечана, юратнă хӗрӗм Нинана тата нушапа çуралнă пӗчӗккине, ятне пӗлмеп, пурсăра та сывлăх ыйтса пысăк салам ярап. И аттене, аннене, Миккалая, Марьене, Елюка, Алексее, Дарьене, Кармише, кине, Саняна манран питӗ пысăк салам калăр. И мăнаккасене, апайсене, ниннесене – вобщем мӗнпур тăвансене. Кам мана ыйтса пӗлекене пурне те манран пысăк салам калăр. Урăх çыру яма шантараймап. Вут ăшне кӗнӗпе пӗрех. 8 çухрăмра кăна тăратпăр. Виçӗ каç выртрăмăр. Кӗçӗрсенче илсе кӗреççӗ пулӗ ӗнтӗ. Кунта сассипе те чӗрӳ çурăлмалла. Кӗни сывă тухмасть. Мӗн те пулсан çӗмӗрӗлсе тухайсан кăна. Атту кӗтме ан шухăшлăр. Виçӗмкун пин çынтан 17 çын тухрӗ. Кунта çиме ничего çитереççӗ. Паян эрех те пачӗç. Малалла хăçан урăна тăсиччен ăна та параççӗ. Ку çырăва кухня патӗнче çырап. Ик кунтанпа яшка пӗçеретпӗр. Тата братсене, пултăрсене çырăвӗсем килеççӗ пулсан манран салам ярăр. Ну, çемьесем, пожалуй Хӗвеча вӗçне юлатăр пуль. Ачана сӗре шăнтса ан çӳрет. Пуçне ăс килсен пăрахмӗç. Ну, сынок, часрах пысăклан, аннӳ сăмахне итле. Урăх çырмалли курăнмасть. Çак çырупа алă парап. Куççуль юхать. Полевая почта 950.
Шуркиной Анне Петровне».
В.П.Шуркинран çемйи урăх çыру кӗтсе илеймен. Каярах Çӗнӗ Йӗлмелне виç кӗтеслӗ çыру çитнӗ, унта В.П.Шуркин хыпарсăр çухалнине пӗлтернӗ.
Анна Петровна Турра ӗненекен çын пулнă, ялан кӗлтунă, упăшки сывах таврăнасса шаннă... Анчах вăл тӗлӗнтермӗше кӗтсе илеймен... Хăй вара вăрăм ӗмӗрлӗ пулнă, 85 çул пурăннă.
Фронтран килнӗ ултă çыру паян Василий Петровичăн Ульяновскра пурăнакан хӗрӗнче (шăпах ашшӗнчен варта юлни, чи кӗçӗнни) Елена Васильевна Уба-Шуркинара упранать. Вăл, ашшӗне нихăçан та курманскер, ун сăнӳкерчӗкне тата çырăвӗсене чи хаклă япала вырăнне хурса упрать. Вӗсенче Елена Васильевна тăван ашшӗн ырă кăмăлне тата аллин ăшшипе çепӗçлӗхне туять. Хăй вара Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкултан вӗренсе тухсан кӳршӗ ялта – Чăнлă районӗнчи Кивӗ Улхашра вăтам пӗлӳ илнӗ. Кайран Ульяновскри педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнă, ӗмӗрне шкулта ӗçленӗ, «Халăх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ята тивӗçнӗ. Василий Петрович хăй вара 4 класс кăна пӗтернӗ пулнă, ăна «кулак ачи» тесе малалла ниçта та вӗренме йышăнман. Çавăнпа вăл фронта каяс умӗн пӗртăванӗсене малашне вӗренӗр тесе каласа хăварнă. Ун ӗмӗтне хӗрӗ Елена Васильевна пурнăçланă, аслă пӗлӳ илнӗ. (Е.Уба архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев