Эсӗ пирӗн кил тӗрекӗ, эсӗ пирӗн кил илемӗ!
Февралӗн 7-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Чакăра пурăнакан хаклă çыннăмăр Николай Андреевич МЕЛКИН 88 çул тултарать. Вăл пирӗн Хулаçырми ялӗнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшӗ-амăшӗнчен çамрăклах юлнăскерӗн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ çăмăлах пулман, мӗншӗн тесен Совет влаçӗ вăй илсе пынă вăхăта тата вăрçă çулӗсене тӳр килнӗ. Вăрçă кунӗсенчи выçлăх, фронта пӗтӗм вăйран пулăшни... Çав...
Февралӗн 7-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Чакăра пурăнакан хаклă çыннăмăр Николай Андреевич МЕЛКИН 88 çул тултарать.
Вăл пирӗн Хулаçырми ялӗнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшӗ-амăшӗнчен çамрăклах юлнăскерӗн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ çăмăлах пулман, мӗншӗн тесен Совет влаçӗ вăй илсе пынă вăхăта тата вăрçă çулӗсене тӳр килнӗ. Вăрçă кунӗсенчи выçлăх, фронта пӗтӗм вăйран пулăшни... Çав çулсем çав тери йывăр пулнине халӗ те ассăн сывламасăр аса илеймест вăл.
Çарта тăнă çулсене (1953 çулта кайнă) шута илмесен, ачаран пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех тăван «Ленин çулӗпе» колхозра ырми-канми тăрăшнă. Халӗ те ахаль лармасть, 1996 çултанпа Хулаçырмипе Çӗнӗ Чакă çывăхӗнчи вăрмана пăхса тăма пулăшать.
1952 çулта Турă çырнипе - Раиса Апполоновна Ермиловăпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрӗпе пӗрле пилӗк ача çуратса пурнăç çулӗ çине кăларнă вӗсем. Ачисем (Александр, Андрей, Альбина, Николай, Валентина) пурте хăйсен вырăнне тупнă: çемьере çар çынни те, хуçалăх ертӳçи те, Раççейӗн тава тивӗçлӗ строителӗ те, 2013 çулăн чи лайăх воспитателӗ те пур.
Пурнăç вăл çутă та савăнăçлă самантсенчен кăна тăмасть, апла пулин те туслă та пысăк çемье хуть мӗнле йывăрлăха та пӗрле çӗнтерсе пырать. Атте, асатте, кукаçи халӗ те çурт-йӗре çирӗп тытса пырать-ха. Кашни çул çулла вара 11 мăнукне савăнса кӗтсе илет. Вӗсене çемье, чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе, культурипе паллаштарать. Сăмах май, мăнукӗсем халӗ хăйсем те çитӗннӗ ӗнтӗ, яла ачисемпе килеççӗ.
Çынна ӗç илем кӳнине кашни чăваш мӗн пӗчӗкрен пӗлет. Кам ӗçчен - унăн çемйи те, çурчӗ те çирӗп. Çакна атте малтан ачисене, кайран мăнукӗсене тӗслӗх кăтартса ăнлантарать. Калăпăр, кам-ха хирте пӗрремӗш, малтан утă çулаканни, вăрманта чи малтан кăмпа-çырла татаканни тата кам каласа парать-ха Киремет çырми çинчен? Пурнăçра мӗн кирлине веçех вӗрентет атте. Вăхăтра мухтама та, çупăрласа йăпатма та, кирлӗ-тӗк пӗçеркке те пама пултарать, мӗншӗн тесен тӗпренчӗкӗсене чунтан юратать, вӗсемшӗн пăшăрханать.
Шел, пурнăç ăна тепӗр пысăк тӗрӗслев витӗр те кăларчӗ - пурнăç юлташӗсӗр хăварчӗ. Çак йывăр самантра та унран тӗслӗх илмелли нумай пулчӗ. Юратнă мăшăрне юлашки сывлăшӗ тухичченех пăхрӗ, уншăн тăрăшрӗ. Çакăн пысăкăш хуйха чăтса ирттерсе малалла утма ăна мăнукӗсем пулăшаççӗ. Мелкинсен пысăк çемйи хушăнса пыни те вăй парать. Паян пилӗк çулти кӗçӗн мăнукӗ, хăй пекех Николай Андреевич Мелкин, юратнă аслашшӗн чӗрçи çинчен анмасть. Ачисемпе мăнукӗсемсӗр пуçне куç тулли пăхса савăнмалăх тата15 кӗçӗн мăнукӗ те пур вӗт.
Юратнă та çывăх тăванăмăра хӗллехи çак сивӗ кун çирӗп сывлăх, телейлӗ ватлăх сунатпăр. Çывăх çыннисен юратăвне, хисепне туйса тата нумай çул пурăнмалла пултăр. (Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗкре Н.А.Мелкин ачисемпе).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев