Пăва районӗнче халӗ Кипеккассинче кăна Учӳка манмаççӗ
Таврари ялсенче çынсем выçăпа аптăраса вилкелеме тытăнсан, коммуна йӗркелекенсем кипеккассисене Учӳк ирттерме ирӗк параççӗ. Хăçан сурăх пусаççӗ çак куна, хăш çул вăкăр. Çапла колхозсем йӗркеленсен те, аслă çӗршыв салансан та, колхозсем пӗтсен те чарăнман ял халăхӗ Учӳк ирттерме.
Пăва тăрăхӗнче Кипеккасси кăна Учӳка нихăçан та ирттерме чарăнман. Совет самани çитсен кăна пӗр авăк ирттермен ăна. Çӗнӗ власть тӗн-ӗненӳ йӗркисене хытă сивленӗ вăхăт 1920-1921 çулсене лекет. Таврари ялсенче çынсем выçăпа аптăраса вилкелеме тытăнсан, коммуна йӗркелекенсем кипеккассисене Учӳк ирттерме ирӗк параççӗ. Хăçан сурăх пусаççӗ çак кун, хăш çул вăкăр. Çапла колхозсем йӗркеленсен те, аслă çӗршыв салансан та, колхозсем пӗтсен те чарăнман ял халăхӗ Учӳк ирттерме.
Хăшӗ пӗрисем: «Учӳк – чӳк туни. Турăран тулăх пурнăç ыйтни, ăна парне пани» – теççӗ те, çакăнпа çырлахаççӗ. Кун пек ăнлантарни ытла та ансат пек туйăнать. Халăхăн ӗненӗвӗпе пурнăç философийӗ пытаннă çак йăлара. Чăн малтан пархатарлăх, аслă хăватсене, мăн несӗлсене тав туни. Чӳк апатне пӗрле çини те çынсем хушшинчи пӗрлешӳ туйăмне вăйлатать. Этем çак йăлана йышăнса унăн вăйне шанма тытăнать. Çутçанталăкпа килӗштерсе пурăнмалли çырлахтаракан йӗрке.
Учӳкра чи асли турхан пулнă. Ӗлӗк чăвашсен Аслă чӳк, Уй чӳкӗ тата Çумăр чӳкӗ пулнă. Аслă чӳка тăватă çулта пӗрре тунă. Уй чӳкне – кашни çулах. Çумăр чӳкне – вăйлă типӗ тăрсан. Кашни кил хуçи арăмӗ çак йăлана ирттерме сăра вӗретмелле пулнă, килӗрен укçа е апат таврашӗ пуçтарнă. Кипеккассисем 200-300-шер тенкӗ тата пăтă валли кӗрпе пуçтараççӗ. Хăш чух вăкăрне спонсор илсе парать, хăш чух сурăхпах çырлахаççӗ.
Тăхăрьялсем чӳке хурпа пуçланă. Акă мӗн çырса кăтартать ун çинчен Г.Т.Тимофеев хăйӗн «Тăхăрьял» кӗнекинче.
«Хур параççӗ. Малтан чӗрӗ хурпа кӗлтăвать. Унтан силлентерсен, малтан хурне урине çăваççӗ, пуçне çăваççӗ, унтан хурне хӗвелтухăçнелле пăхтарса тăратаççӗ, хăйсем хур хыçнерех речӗпе тăраççӗ. Çӗлӗкне сулахай хулпуççи айне хӗстерсе тăраççӗ арçынсем (обязательно çӗлӗк пулмалла арçыннăн), хӗрарăмсем нимӗнсӗрех ахалех тăраççӗ. Хурӗ силленсен, виçӗ хутчен ӳке-ӳке пуç çапаççӗ: пуççапнă чухне çӗлӗкне пуç айне хурать. Хӗрарăмсем тайăлаççӗ кăна. Кӗллине пурте калаççӗ е пӗри кăна каласа тăрать, ытти хăй ăшӗнче калать е итлесе тăрать. Кӗлтăваççӗ çапла каласа: «Ырă паран мăн кӗл илен, савса панине савса ил, айван кӗллӗмӗре хапăл ил; çунатлă кайăкӗпе тав тăватпăр, пуççапатпăр ăшă питӗмӗрпе, тутлă чӗлхемӗрпе».
Хурне пусса татаççӗ, пӗçереççӗ. Пиçсен хурне кăларса тиркӗ çине хураççӗ. Хур чӗрине ил тесе кӗлтунă хыççăн хура каскаласа «алă валли» тесе виçӗ япала уйăраççӗ: хур кăкăрӗ çинчи ашне, пакартине татăкăн-татăкăн касса юсман пашалăвӗ çине хураççӗ те чӳк тăвакансен ал тупанӗсем çине хурса тухаççӗ. «Валеçсен пурте тăрса кăлтăваççӗ: «Паçăр йӗтӗмӗпеччӗ, халӗ алă валлипе, эпир çитерейменнине алă валли çитертӗр; çырлахах, мăн кӗл илен; савса панине савса ил, айван кӗллӗмӗре хапăл ил», – теççӗ. Пуç таяççӗ те çиеççӗ. Кашни сараççӗ çерем çине, ларса çиеççӗ пăттине те».
Тăхăрьялта кашни ырра урăх чӗрчун панă: Мăн кӗл илене – çунатлă хур, Турра – вăкăр, амăшне – тына, Пӳлӗхçе – така, Кепене – хур, Чӗлпӗр тыткине – кăвакал. Пихампара – така, Пихампар амăшне – хур тата ытти те. Нумайăшне маннă ӗнтӗ эпир халӗ. Çапах кунта чăвашсен авалхи тӗнӗ çине православипе ислам витӗмӗ çинчен каласа хăвармалла. Тăхăрьялсем вӗсене те хăйсенлетсе янă: Илья Пророка – хурпа, Хăрпана – такапа асăннă. Христос тӗнне йышăннă хыççăн та чӳксене тума пăрахман. Чиркӳ çыннисем сивленӗ çакна, паллах. Патша саманинче Пӳркелӗнчи халăх ял чӳкне кӳлӗ хӗррине тума пухăнсан, унта приход уçма хатӗрленекен священник хурана тапса ӳпӗнтерет. Çакăншăн халăх ăна тытса кӳлле ывăтать. Çилленнӗ пуп чиркӗве Пӳркелӗнче мар, Пимӗрселӗнче уçтарать. Çавăнпа удельни училищи те Пимӗрселӗнче пулса тăрать. Çав вăхăтран «Учӳк кӳлли» ят юлать Пӳркел топонимикинче.
Чиркӳ çук Кипеккасси хресченӗсене Рункă чиркӗвӗ çумне çыпăçтарасшăн пулнă. Вӗсем тинкешсемпе пӗрле Рункăра чиркӳ тутарма килӗшеççӗ малтан. Анчах та кайран учӳк тусах пурăнас текен ял халăхӗ священнослужительсене улталать. Кипеккассисене имӗш Пăва чиркӗвне çӳреме çывăхрах пулса тухать. Рунка 5 километр утмалла, Пăвана – 4. Тинкешсем çуркунне 3 уйăх Хырла урлă каçаймастпăр теççӗ. Рункăра тăван чӗлхепе кӗлӗ вуланă пулсан та, ӳкӗте кӗртеймен чăвашсене.
Аванпа начара уйăрма пӗлсен те ӗлӗкхи чăвашсем çылăх мӗнне ăнланман. Çавăнпа учӳкра турăсенчен çылăхсене каçарттарма ыйтман та. Чир-чӗртен, хӗн-хуртан сыхлама ыйтнă. Леш тӗнчери пурнăç кунтинчен ытла улшăнман тесе шутланăран, вӗсем тупăка çыннăн чӗлӗмне е ӗç хатӗрне, савăт-сапа хурса янă. Ку йăла, паллах, Европăна пăхăнтарнă хунсенчен юлнă пулмалла пире. Çимӗкре те эпир вилнисене асăнса: «Умӗсенче пултăр», «Пирӗн пек тутă çӳреччӗр», – тесе татса паратпăр.
Кипеккассисен Учӳкӗнче уйрăмлăхсем пур, паллах. Вӗсем ял хӗрринчи паллă вырăна каç-кӳлӗм, ӗç хыççăн кăна пухăнаççӗ. Пекарньăран юлнă 200 литрлă хуранра пӗçернӗ пăтă çӗрле 12-ре çеç валеçсе парăннă. Çавăнпа та никам та пăрахса кайман, пурте ваттисем кӗл тунине итлесе тăнă, йăласене вӗреннӗ. Çавăнпа вăйлă тытса пыраççӗ те çак йӗркене кипеккассисем. Пӗтӗм ял пухăнать июнӗн 28-мӗшӗнче. Хăш çул Шупашкар артисчӗсене чӗнеççӗ уява, хăш çул районтисемпех çырлахаççӗ. Кăçал вырăнти чăваш центрӗн ертӳçи Владимир Ильин тата Рункă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Гордеев пуçарнипе Учӳк вырăнӗ хапхаллă пулса тăчӗ. Паллă ӳнерçӗ Сантр Пикл юпасен тӗпне хăйӗн тăмхине касса хăварнăран çак хапхана унăн проекчӗпе тунине тӗшмӗртрӗмӗр. Илемлӗ пулса тухнă, мухтамалла.
Авалхи йăлана паян Кипеккассинче пурăнакансем хăйсенле ăнланаççӗ. Хăйсем пӗлнӗ пек ирттереççӗ. Концерт номерӗсем те, вăйă-кулă та пур мăчавăрсем кӗлӗ вуланă хушăра. Халăх нумай. Ашшӗ-амăшӗсем анкартисем хыçӗнчи вырăна ачисемпе пӗрле çитме васкаççӗ. Пурте хутшăнасшăн Учӳка.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев