Тӗслӗх пултăр кӗнеке
Автор Пăва районӗнчи чăвашсен хальхи вăхăтри кун-çулне туллин çутатса пама тăрăшнă. Текста вырăнти калаçу чӗлхипе çырнă...
Ытти районсемпе танлаштарсан, Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ӗçне «лайăх» паллăпа хаклама пулать. Енчен те Тутарстанра чăвашсем пурăнакан районсенче мероприятисене е уявсене вăхăтран вăхăта (çулталăкне 1 е 2) кăна ирттереççӗ пулсан, кунта кашни уйăхра ӗç планӗнче мӗн-тӗр пур. Шел, тӗслӗх илме васкамаççӗ пăвасенчен ыттисем.
Акă июнӗн 28-мӗшӗнче те Кипеккассинчи Культура çуртӗнче иртнӗ пухура вырăнти ЧНКЦ çӗнӗ кӗнеке кăларнине паллă турӗ. Район администраци ертӳçин пӗрремӗш çумӗ И.Еремеев та хутшăнчӗ кӗнеке хăтлавне. Вăл чăваш центрӗ хăйӗн ӗçне планпа килӗшӳллӗн пурнăçласа пынине ырларӗ, администраци енчен пулăшу пама хатӗррине пӗлтерчӗ.
Кӗнеке ячӗ вăрăм – «Пăва районӗнчи Чăваш наци культура центрӗ». Ăна кăçал Теччӗри типографире пичетлесе кăларнă, тиражӗ 500 экземпляр. Авторӗ – вырăнти чăваш центрӗн секретарӗ, ТР Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Анна Никанорова. Кӗнекене Пăва районӗнчи чăвашлăх юхăмӗн 2006-2018 çулӗсенчи аталанăвне халалланă. Паянхи кун 9050 чăваш Пăвара тата районти 22 ялта пурăнать: Атав, Альших, Ескуль, Киштек, Кипеккасси, Хирти Кушкă, Тури Лащи, Мăкăр, Çӗнӗ Мертлӗ, Кивӗ Мертлӗ, Пӳркел, Паççулккă, Пимӗрсел, Кивӗ Пăрăнтăк, Раккасси, Рункă, Таккавар, Тинкеш, Тутиел, Чăваш Шуршăвӗ, Шемек, Элшел ялӗсенче пурăнаççӗ. Кӗнекере çак ялсем çинчен çырнă тата Пăва районӗнчи чăваш центрӗн ӗçне хутшăнакан хастарсем çинчен.
Сăнӳкерчӗксем нумай кӗнекере, сăвăсем те пур. Автор Пăва районӗнчи чăвашсен хальхи вăхăтри кун-çулне туллин çутатса пама тăрăшнă. Текста вырăнти калаçу чӗлхипе çырнă. Филологи тӗлӗшӗнчен кăлтăксем пур пулсан та, çак кӗнеке тухнишӗн, пурришӗн савăнмалла-тăр. Тата 10 çултан тепӗр кӗнеке кăларма палăртрӗç чăваш хастарӗсем. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев