Хӗрӗшни - илемлӗ ял
Çарăмсан тăрăхӗнче илемлӗ ялсем нумай. Хăш-пӗрисем вăйлă аталаннă, ӳссе пыраççӗ, теприсем аплах мар. Хăшӗсенче авалхи йăлапа ампарӗсене çурта хирӗç тунă. Хăть ӗлӗкхи пурнăç çинчен кино килсе ӳкер. Хӗрӗшнинчи ял пейзажӗ шăп кинори пек. Хăйӗн сăн-сăпачӗпе кăна мар, ячӗпе те илӗртет вăл. Тахçанхи ял мар, Совет çӗршывӗнче колхозсем йӗркелеме тытăнсан кăна...
Çарăмсан тăрăхӗнче илемлӗ ялсем нумай. Хăш-пӗрисем вăйлă аталаннă, ӳссе пыраççӗ, теприсем аплах мар. Хăшӗсенче авалхи йăлапа ампарӗсене çурта хирӗç тунă. Хăть ӗлӗкхи пурнăç çинчен кино килсе ӳкер.
Хӗрӗшнинчи ял пейзажӗ шăп кинори пек. Хăйӗн сăн-сăпачӗпе кăна мар, ячӗпе те илӗртет вăл. Тахçанхи ял мар, Совет çӗршывӗнче колхозсем йӗркелеме тытăнсан кăна никӗсленет. Икӗ урамран тăрать вăл, Хӗрӗшнипе Кирилловка - теççӗ Юлдашская тата Приозерская касăсене халăхра. Вӗсене кӳлӗллӗ çырма уйăрса тăрать. Асфальтлă çул пур çӗре те кӗмест, кирилловкăсем йӗпе-сапара çулсăр пит нушаланаççӗ. Çак ыйту ял пухăвӗсенче тăтăшах çӗкленет. Çапах ăçтан тухнă-ха ялăн илемлӗ ячӗ?
Ялта пурăнакан арçынсенчен Андрей Еменев çулпа аслисенчен пӗри шутланса тăрать. Эпир ял аваллăхӗ пирки ыйтса пӗлме ун патне çул тытрăмăр. Ӗмӗрне колхозр ертӳлӗхӗнче бригадир-учетчик пулса ӗçленӗ çын нумай интереслине каласа пӗлтерчӗ.
ЯЛĂН АСАМЛĂ ЯЧӖ
Çӗнӗ влаç вăй илнӗ хыççăн Вăтăр Юман Киремет ялӗнчен ку вырăна Кирук ятлă çын хăйӗн çемйипе куçса килет. Кӳршӗ ялтан ытти çемьесем те куçсан кунта «Юлташ» ятлă пӗрремӗш колхоз туса хураççӗ. Кирука - пуçлăха. Андрей Еменев сăмахӗсемпе питӗ хăватлă хуçалăх пулнă хӗрӗшнисен. Пӗвесене алă вӗççӗн тунă тата ытти те. Çапах илемлӗ ят патне таврăнар-ха. Ăçтан пулса кайнă вăл?
Ял вырăнӗнче ӗшне пулнă, ун çывăхӗнче 9 мăкшă хӗрӗ (тепӗр версипе 40) утă çулнă. Пӗри çухалать. Те каччи вăрласа каять, те таркăнсем тапăнаççӗ - кăна татăклăн калакан çук, анчах çакăнтан хӗр çухалнă вырăна халăхра Хӗр ӗшни теме пуçлаççӗ.
Социализм вăхăтӗнче кунта чăвашсем килсе тӗпленеççӗ. Ял ячӗ хăрушă вăрçă çулӗсенче чăннипе тӳрре тухма тытăнать. Пӗр шелсӗр касать ахăрсамана ял арçыннисене. Хыпарсăр çухалакансем, вилекенсем - йӗркерен. Вӗсене Энтри пичче ятран астăвать. Таврăннисем те килсен нумай пурăнайман. Йывăр ӗç хӗрсемпе хӗрарăмсем, çул çитмен ачасем çине тиенет.
РАЙОНТИ ПӖРРЕМӖШ ТАРКТОР
Ялта пӗрремӗш тракторист Георгий Мартышкин пулнă. Районра пӗрремӗш трактора та çак ялах параççӗ. Ăна трактор курман хӗрӗшнисем лаша ураписем çине тиесе кӳнӗ пайсенчен хăйсем тӗллӗн пуçтараççӗ. Хускатаççӗ те каяççӗ тимӗр утпа вăтăрюманкиреметсен умӗнче муханма. Унтан хăйсен ялӗсем тухаççӗ кӗрлекен тӗлӗнтермӗше курма. Хут пӗлмен чăвашсем мӗнле пуçтарма пултарнă-ши ăна? Тупсăмӗ историре юлнă...
«Юлташ» колхоз тӗреклӗ пулнă, тракторсен шучӗ хӗрӗхе çитнӗ. Хӗрӳ вăăтра хирсене виçӗ сменăпа сухаланă. Çу завочӗ, сурăх ферми, ӗнесем, кайăк-кӗшӗк - колхоза районра малтисен ретне кăларнă.
1964 çулта яла Нуруллин хушаматлă предколхоз килет. Ватă çынсем тăраниччен çăкăр çинине çак çын ячӗпе çыхăнтараççӗ. Андрей Еменев сăмахӗсемпе, вырма вăхăтӗнче çынсем алă вӗççӗн пăрçа вырнă. Çакăншăн хушма укçа пама тытăнсан иртен пуçласа каçчен хирте кӗрмешеççӗ хӗрӗшнисем. Çав тери ӗçчен. Тепӗр тесен, кахал çын пушă вырăнта ял никӗслеймест. 1960-мӗш çулсенче Кириловка урамӗнче кăна 58 ача пулнă. Ку вăл колхозри пӗр бригадăра çеç-ха. Ун пеккисем ялта тата виççӗ хисепленнӗ. Унтан «КаМАЗ», «ВАЗ» уçăлсан, çынсем сайралма тытăнаççӗ ялта.
ИЛЕМ ÇЫНСЕН АЛЛИНЧЕ
Анчах ял пӗтме васкамасть. Юмахри пек илемлӗ вырăна çынсем таврăнса çуртсем лартаççӗ. Çӗнӗ проектсемпе çавăраççӗ кил таврашӗсене, ӗлӗкхи пек мар, çапах пӗрремӗш колхозсем çинчен кино ӳкермелӗх те вырăнсем пур-ха. Ытарма çук Хӗрӗшнине! Клубӗ - çӗнӗ, шкулӗ - вӗр çӗнӗ, газ пур, ӗçӗ те тата çумрах пулсанччӗ. Анчах тахçан выльăх-чӗрлӗхпе тулнă ферма витисенчен, шел пулин те, кӳлеписем çеç тăрса юлнă. Ялта пӗр фермер хуçалăхӗ кăна. Çынсем кам ăçта ӗçлеççӗ. Кӳлӗре шӳрпелӗх пулă тытакансем те пур, усрава ача илекенсем те. Çапах халăх илем патне турăнни сисӗнет. Григорий Михайлов, тӗслӗхрен, яла тата капăрлăрах тăвас тесе çырма хӗррине хурлăхан лартать, Дмитрий Алексеев урама панулми йывăççисем лартма палăртать.
АТАШТАРАКАН ВЫРĂН
Тӗлӗнмелле ятăн асамлă вăрттăнлăхӗсем те çук мар. Ял çумӗнчи хурăн ращщи çывăхӗнче çынсене аташтаракан вырăн пур. Унта Хӗрӗшни çыннисем кая-кая çухалнă, çуркунне кăна тупнисем те пур. Айлăм витӗр иртекен çулпа тем пулать, шав пăрса ярать вăл çынсене, аташтарать. Вара çул тупаймасăр ункăпа çаврăнса çӳретӗн. Тӗттӗмленсе килет çав вăхăтра тата. Историпе кăсăкланакансем шыраса тупнă тăрăх, темиçе ӗмӗр каялла çав вырăнта чӳк вырăнӗ пулнă. Тен, ӗшнере утă çулнă хӗрӗ те çавăнтах çухалман-ши?..
ӖÇПЕ КАНУРА ПӖРЛЕ
Çакна пире вырăнти Культура çуртӗнче ӗçлекен Людмила Мартышкина каласа пачӗ. Вăл хăй Самар облаçӗнчен качча килнӗ çак яла. Килте çăкăр пӗçересси, çу уçласси - веçех лавкаран илме хăнăхнă вырăс хӗрӗшӗн тӗлӗнмелле пулнă. Çапах çынсем туслă пурăнни, пур пысăк ӗçе те пӗрле канашласа туни çӗнӗ кине хавхалантарман мар. Радиопа харкам çынна нарядсем панисене вăл лайăх астăвать.
Культура çурчӗ хăйӗн планӗпе ӗçлет. Ун умӗнче çулла илемлӗ чечексем çеçке çураççӗ. Сайра тӗл пулакан тюльпансем те, ыттисем те. Çулсерен çӗнӗ тӗпсем лартма тивет, илемлӗ чечексем ураланаççӗ. Вӗсен тӗсӗсене хăш-чух ытти пахчасенче куркалать пулсан та упкелемест клуб заведуюийӗ: «Хамăр ялта юлать вӗт».
Туслă хӗрӗшнисем, анчах Кирилловкăран асфальт çине илсе тухакан çула кăна хальлӗхе тăваймаççӗ. Çапах шанăç пур. Ку ӗçре самообложени те пулăшма тивӗç.
ХӖРТЕН-ХӖРЕ
Авалхи йăлапа уявсем ирттересси халь манăçа тухса пырать ӗнтӗ. Çапах арчара асламăшӗн тумӗсене упракансем пур. Вӗсенчен пӗри Елена Кашина. Çулне пăхмасăрах тӗрлет, çыхать, хаçатсем вулать. Пӗр çул аллине хуçсан чăвашла 15 кӗнеке тăтăш вуланă вăл. Асламăшӗ Прасковья Ларионова 100 çул каялла тăхăннă кӗпене мануфактура кăларнă шартланкка пиртен алă вӗççӗн çӗленӗ. Ăна вăл хăйӗн хӗрне парса хăварать, хӗрӗ - Еленăна. Асламăш кӗпипе сурпанӗ, амăшӗн тухйи, аслашшӗ тунă çăпата. Çак тупрана хуçи музее памасть, хӗрӗн аллине куçарма хатӗрлесе арчара упрать. Çапларах пурăнаççӗ хӗрӗшнисем. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев