Аннерен хакли никам та ҫук
Калав
Иртенпех ăшталанать паян Марук аппа. Кукăль-пӳремеч пӗçерет, тӗрлӗ салат хатӗрлет. Шетникре сăри те чашлатса йӳçет, ăна та сӗрмелле. Пӗр самантлăха та канса ларма вăхăт çук. Ара, паян ун пӗртен-пӗр ывăлӗ хуларан яла таврăнать-çке. Çитменнине пӗччен мар, пулас мăшăрне амăшӗпе паллаштарма илсе килет. Кун пек чухне пӗрремӗш хут килекен хăнана пушă сӗтелпе мӗнле кӗтсе илӗн? Амăшӗ ывăлне те çур çул ытла курман. Уншăн тунсăхласа çитнӗ-çке вăл.
Ывăлне пӗчченех ура çине тăратрӗ хӗрарăм. Темӗн те тӳссе ирттерме тиврӗ унăн. Савăнăçне те курчӗ, хуйхи-суйхине те чăтса ирттерчӗ. Йывăр пулсан та пуçне усмарӗ, çынсенчен кая пурăнмарӗ. Ывăлне те ытти ачасенчен начар мар пăхрӗ. Ăна вăл шеллерӗ те, вăрçрӗ те – алăран вӗçертмерӗ. Сăнаса, асăрхасах тăчӗ. Ялта ят ан кайтăр терӗ. Тӗпренчӗкӗ çумне усал ан çулăхтăр тесе те асăрханчӗ. Пӗчӗкренех ăна вăл тирпее, ырра хăнăхтарчӗ. Ывăлӗ те ун сăмахӗнчен иртмерӗ. Амăшӗ хушнă ӗçсене пурне те чунтан пурнăçларӗ вăл. Нимӗнле ӗçрен те хăраса тăмарӗ, нихăшне те тиркемерӗ.
Шкулта та лайăх вӗренчӗ ывăлӗ. Вӗрентекенсем ăна тӗслӗх вырăнне илсе кăтартатчӗç. Спортпа та питӗ туслăччӗ. Ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнатчӗ. Паллах, пур енӗпе те лайăх енчен кăна палăрса тăракан ачана пӗрле вӗренекен пуçтахсем килӗштерместчӗç. Ăна кӳрентерме, унран кулма пăхатчӗç. Вăл вара хăйӗн чун ыратăвне пӗчченех чăтса ирттеретчӗ, амăшне каласа кулянтармастчӗ. Пӗрмаях ăна ашшӗ çуккишӗн сăмах тиветчӗ. Анчах çакăншăн ача айăплă мар-çке. Аслисемшӗн пӗчӗккисен явап тытмалла мар. Амăшӗнчен те вăл нихăçан та ашшӗ пирки ыйтман. Вăхăт çитсен юратнă çынни хăйех каласа парасса шаннă, ӗненнӗ.
Унăн ашшӗ пирки тӗрлӗрен хыпар пӗлтеретчӗç ăна. Вăл вара никамăн сăмахне те ӗненместчӗ. Пӗрисем ашшӗ вилнине калатчӗç, теприсем урăх çемьепе пурăннине систеретчӗç. Паллах, ашшӗне питӗ курас килетчӗ унăн. Килӗнчи кашни сăнӳкерчӗке тимлӗн сăнатчӗ. Палламан çынсен сăнӗсем çине нумайччен тинкеретчӗ. Хăшне-пӗрне хăйӗнпе танлаштарса пăхатчӗ. Амăшӗ те туятчӗ ывăлӗ ашшӗшӗн тунсăхланине, анчах вăрттăнлăха уçса пама васкамарӗ. Унăн иртнине тепӗр хут аса илес килмерӗ.
Шкултан вӗренсе тухсан техникума вӗренме кӗчӗ. Аслă пӗлӳ илме кăмăл тумарӗ. Вун сакăр çул тултарсан, кутăнлашса тăмасăр, салтака кайрӗ. Икӗ çул тăван кӗтесрен инçетре пулчӗ. Амăшӗпе, тăванӗсемпе çыру урлă çеç калаçрӗ, хыпарсене та çаплах пӗлсе тăчӗ. Салтак тумне хывсан, ялта ӗç вырăнӗ пулманран, хулана çул тытрӗ, завода ӗçлеме вырнаçрӗ. Канмалли кунсенче амăшӗ патне килсех çӳрерӗ, хуçалăхри ӗçсене пурнăçласа хăварчӗ. Каярахпа кăна час-часах килсе çӳреймерӗ, тăтăшрах командировкăсенче пулчӗ. Ав, халӗ те, амăшӗ ывăлне курманни çур çул ытла иртсе кайрӗ.
Марук аппан та пурнăçӗ çăмăл пулмарӗ. Шкул пӗтерсен пӗр çул фермăра тăрăшрӗ, ӗнесем сурӗ. Çамрăк хӗре çăмăл пулмарӗ унта. Шуçăмпа пӗрле сукмакпа ферма енне утатчӗ. Утса тени тӗрӗсех те мар, чупса каятчӗ вăл. Усал сăмахпа вăрçăнмастчӗ, вӗрентсе каланине хăлхине чикетчӗ, пурăнан пурнăçра кирлӗ пулӗ-ха тесе картса хуратчӗ. Ăна ялти каччăсем саватчӗç. Вăл вара никама та çывăха ямарӗ, качча кайма иртерех тесе пурăнчӗ. Колхоз ăна зоотехника вӗренме ячӗ. Хула пурнăçӗпе пурăнма тытăнчӗ хӗр. Хăйӗн кун-çулне улăштарчӗ. Марук хăйне ирӗклӗрех туйма тытăнчӗ. Каччăпа та паллашрӗ. Ăнланса та пӗтереймерӗ хӗр, те юратрӗ вăл çав качча, те вăхăт ирттермелле çӳрерӗ. Кăвак куçлă, сарă çӳçлӗ йӗкӗт çепӗç сăмахсем калама пӗлетчӗ çав, хӗр чӗри ирӗлсех каятчӗ вара. Хăлха çумӗнче пăшăлтатнине ӗненсе Марук хăйӗн хӗр ӗмӗрне хуçса хучӗ. Унăн çие юлчӗ.
Институтра вӗренме пăрахса хӗр ашшӗпе амăшӗн килне таврăнчӗ. Ӳпкев сăмахӗсене нумай илтрӗ вăл тăванӗсенчен. Хăй çине алă хума та шут тытнăччӗ. Тетӗшӗ вăхăтра ăс паман пулсан Марукăн ывăлӗ çут тӗнчене килмен те пулӗччӗ.
Сывă та тӗреклӗ пепке çуратрӗ Марук. Ăна савса, юратса çитӗнтерчӗ. Ачи аталансан ӗçлеме пуçларӗ, тӗпренчӗкне кукамăшӗпе кукашшӗ пăхрӗç. Шел, ватăсем нумай пурăнаймарӗç, умлă-хыçлăн тенӗ пек пурнăçран уйрăлса кайрӗç. Ун чухне Марукăн ывăлӗ иккӗмӗш класа çӳретчӗ...
Паян Марук аппан кăмăлӗ ырă, чунӗ юрлать. Çав вăхăтрах хӗрарăм сехӗрленсе те илет. Вăл ывăлне ашшӗ пирки каласа пама хатӗрленет. Тахçанхине куçӗ умне тепӗр хут кăларма тивет унăн. Хăйне ывăлӗ ăнланмасран та пăшăрханать. Шалти сасă вара веçех йӗркеллӗ пуласса шантарать.
...Тинех кӗтнӗ тӗлпулу саманчӗ çитрӗ. Пӳрт умне такси килсе чарăнчӗ. Пысăк сумкăсем йăтнă Марук ывăлӗпе пулас кинӗ картишне кӗчӗç. Чăтса тăраймарӗ хӗрарăм, тытнă çатмине сӗтел çине лартрӗ те хирӗç тухрӗ. Ывăлне ыталаса илчӗ, савăннипе мăшăр куçӗнчен çутă тумламсем юхса анчӗç. Палламан хӗре те алă пама манмарӗ вăл.
Çак самантра ывăлӗ çӗр çинче амăшӗнчен хаклă та юратнă çын çук иккенне туйса илчӗ. Унăн амăшӗн ытамӗнчен тухас килмерӗ. Ача чухнехи пек йăпшăнса пырса чӗрçи çине хăпарса ларас, амăшӗн ачаш аллисем пуçӗнчен шăлнине, çурăмӗнчен лăпканине тепӗр хут туяс килчӗ.
Кӗтеççӗ пире аннесем... Вӗсем яланах кӗтеççӗ. Хăйсен кӳренӗвне пире кăтартмасăр çул еннелле тинкереççӗ, ачисене кӗтеççӗ.
Александр МИХАЙЛОВ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев