АСАП КУÇÇУЛӖ ТĂВАРЛĂ
Хăйсен ырă ятне çӗре ӳкересрен хăраса ачана ют алла парса хăварма ирӗк пачӗç.
ммм
Пурнăç кустăрми пӗр тикӗс кусмасть. Çыннăн шăпи те тӗрлӗрен. Хăв суйланă пурнăç çулӗпе утма ӗмӗтленетӗн, çапах та чылай чухне тӳрӗ çулах темиçе пая пайланса кукăрланса кайма, яка çӗртенех муклашкапа та тумхахпа тулма пултарать.
Çичӗ ачаллă çемьере ӳсрӗ Варук. Ашшӗ водительте, амăшӗ зоотехникра вăй хуратчӗ. Пӗринчен тепри тăрăшуллă ачисене ашшӗ-амăшӗ çамрăкранах ӗçе хăнăхтарчӗ. Варук виççӗмӗш ачаччӗ. Сăн-пичӗпе те, характерӗпе те амăшне хывнă хӗр. Çинук аппа евӗр çирӗп те мăн кăмăллă ӳсрӗ вăл. Вӗренӳре аван паллăсемпе ӗлкӗрсе пычӗ. Шкул хыççăн аслă шкула кӗрес тӗллевпе хулана çул тытрӗ. Анчах та юлашки экзамена ăнăçлă тытаймарӗ. Яла каймарӗ хӗр. Ашшӗ-амăшне йышлă ача пăхма çăмăл маррине аван ăнланчӗ, çавăнпа та хулари пӗр ресторана официантка пулса ӗçлеме вырнаçрӗ.
Вырсарникунччӗ ун чухне. Варьăн кăмăлӗ иртенех уçă мар. Çакна тантăшӗсем те туйрӗç, çапах та пӗри те сăмах хушма васкамарӗ. Кăнтăрлахи апат тӗлӗнче ресторана шукăль тумланнă кӗрнеклӗ арçын килчӗ. Сӗтел хушшине пӗчченех вырнаçнăскер Варя çине шăтарасла пăхнăран хӗр пичӗ панулми пек хӗрелчӗ. Меню хутне пама пырсан хайхи ăна алăран тытни хӗре хумхантарсах ячӗ. Апат илсе килсен те хумханни иртменччӗ-ха, çавна пулах вӗри чейне арçын çине тăкса ячӗ пике. Лешӗ харкашу çӗклесрен, хӗре намăслантарса пӗтересрен хăрани кăлăхах пулчӗ.
– Нимех те мар, пулать ун пекки, – тесе ăшшăн тинкерчӗ клиент.
Кашни кунах апатланма килме пуçларӗ Ярослав. Хăйӗнпе иккӗмӗш куннех паллаштарнăскер сӗт-çу завочӗн директорӗнче тăрăшать иккен. Кӗçех хӗр патне ӗç вӗçленнӗ тӗле пырса çӳреме, унтан килне ăсатса яма пуçларӗ çакскер. Туслă çӳрерӗç вӗсем пӗр-пӗринпе. Арçынпа кӗске вăхăтрах арлă-арăмлă пурăнма пуçлани те хăратмарӗ хӗре. Унăн 3 пӳлӗмлӗ чаплă хваттерӗнче кил хуçи арăмӗ евӗр тытрӗ хăйне пике. Ярославăн тимлӗхӗ, çине-çинех чаплă парнесемпе савăнтарни шанчăк кӳчӗ. Телейӗн вӗçӗ çук пек туйăнатчӗ. Утса мар, вӗçсе çӳрерӗ Варук. Кӗçех çие юлнине пӗлчӗ.
– Çак хыпара пӗлсен савниçӗм савăнать ӗнтӗ, – телейлӗ куллине пытараймасăр шухăшларӗ пулас амăшӗ.
Анчах та ача пулассине пӗлсен арçын шурса кайрӗ. Кăштах чӗнмесӗр ларнă хыççăн вăл хыпаршăн савăнманнине, унăн мăшăрӗ тата ачисем пуррине пӗлтерчӗ.
– Мӗнле!? Эсӗ авланман терӗн мар-и?
– Сана çухатасран хăрарăм.
Çак кунран хăй çухалчӗ Ярослав. Телефонӗ хурав памарӗ. «Мӗн тумалла ӗнтӗ халӗ тин? Мӗншӗн маларах пуçа çавăрттарса шухăшламарăм-ши? Тирпейлӗхпе чыслăха мала хуракан ашшӗ-амăшне мӗн каламалла? Йышăнмӗç вӗсем намăс кăтартнă хӗрне», – йывăр шухăшсем канăç памарӗç пулас амăшне. «Ачана вăрттăн çуратăп та больницăра хăварăп», – шухăшларӗ Варук.
Ăçтан пӗлсе ӗлкӗрет-тӗр халăх: Варук ача çуратса больницăра хăварни пирки ял-йыш чылай вăхăт калаçрӗ. Ашшӗ-амăшӗ хӗрӗ хӗрӗх чӗрнеллӗ пулни пирки маларах пӗлчӗ пулсан та темшӗн ăнланма, пулăшма тăрăшмарӗ. Хăйсен ырă ятне çӗре ӳкересрен хăраса ачана ют алла парса хăварма ирӗк пачӗç.
Çак йăнăш утăм хака ларчӗ хӗршӗн. Кăштах вăхăт иртсен кӳршӗ район каччипе мăшăрланчӗ вăл. Анчах та Турă тепӗр хут анне пулма пӳрмерӗ Варьăна. Асапӗ пысăк унăн паян. Вăхăтӗнче тӗпренчӗкне хăй ӳстерменшӗн, хӗр чухнехи йăнăшӗ пирки мăшăрне каласа пама хал çитерейменшӗн, мăшăрӗ шанчăксăр пулнăшăн каçсерен вӗри куççуль юхать те юхать.
Елена Петрова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев