Сувар

г. Казань

16+
Литература кăларăмӗ

Чи хисеплӗ çын – анне

Тӑван сӑмах урокӗ пуçланчӗ. Римма Николаевна пире пӑхса çаврӑнчӗ те лӑпкӑ сасӑпа: – Ачасем, кам-ха вӑл сирӗншӗн чи хисеплӗ çын? – тесе ыйтрӗ. – Чи хисеплӗ çын вӑл шкул директорӗ – Геннадий Никандрович. Атте çапла калать, – пӗлтерчӗ Сергей.

 

– Чи хисеплӗ çын Геннадий Никандровичӑн тетӗшӗ. Вӑл глава. Глава – голова тени пулать. Голова вара пуç, мана атте çапла каларӗ, – хушса хучӗ Алёша. 

– Чи хисеплӗ çын вӑл патша, анне çапла каларӗ. Эппин Путин, ӑна пӗтӗм çын пӗлет, – сӑмах хушрӗ Таня. 

– Çапла, ачасем, кусем пурте хисеплӗ çынсем. Анчах сирӗн вӗсенчен те хисеп­лӗрех çын пур. Унӑн ячӗ тӑватӑ саспаллинчен тӑрать. 

Чи малтан пуçа пӗр сӑмах аса килчӗ – анне. Анчах калама вӑтантӑм. Ман анне директор мар, глава та мар, Путин та мар. Шукӑль тумтирне те çулталӑкра ик-виç хут çеç тăхăнать вăл, ытти чух шифоньертах çакӑнса тӑрать. Çӳçне те ялан пӗр пек тураса якатать те çивӗтне явлӑк айне пытарать. Аллинчен е сӗт, е сухан, е порошок шӑрши кӗрет.

Эпир шӑпӑрт ларнине кура вӗрентекен сӑмахне малалла тӑсрӗ:

– Кам пире ачашшӑн лӑпкать пӗчӗкрен, 

Чипер çын тӑвасшӑн çунать чӗререн? 

– Вӑл пирӗн анне! – хуравларӑмӑр пурте харăссăн.

 – Çапла, вӑл пирӗн анне, – çак сӑмахсене каланӑ хушӑра Римма Николаевна «анне» сӑмаха доска çине çырса хучӗ. – Миçе саспалли кунта? 

– Тӑваттӑ, –  тетпӗр каллех ушкӑнпа. 

– Мӗншӗн ӑна хисеплемелле-ха? 

Класра ларакан ачасем сӗрлеме пуç­ларӗç. Пурте хӑй юратнӑ амӑшӗ çинчен каласа пама тытӑнчӗç...

– Лӑпланӑр, паян «Хӑçан çывӑрать-ши анне?» калав вулӑпӑр. 

Ку калав мана шухӑша ячӗ. Чӑн та, хӑçан çывӑрма выртать-ши вӑл? Пӗрре те курман-çке анне вырӑн çинче, утиял айӗнче выртнине. Тен, вӑл пачах та çывӑрмасть? Мӗнле пулсан та паян çакна пӗлмеллех ман. Çак шухӑшпа таврӑнатӑп шкултан. 

Киле çитме нумай та юлмарӗ, ытти юлташсемпе пӗрле çырма хӗрне çитсе те тӑтӑмӑр. Сумка çине ларса ярӑнмасӑр таврӑнмалла-и вара? Пӗрре, иккӗ, виççӗ… Тата тепре, тата... Ӗнтӗ пальто арки пӑрланса ларчӗ, алсишсем тимӗртен тунӑ пек хуçланми пулчӗç. Такамӑн амӑшӗ пӑлтӑр алӑкне уçрӗ те киле таврӑнма вӑхӑт çитнине пӗлтерчӗ. Тинех салантӑмӑр. 

Сехет улттă çитнине пӗлтерсе сас пачӗ. Сӗтел çинче апат. Анне выльӑх пӑхма тухнӑ пулас. Эпӗ урай шӑлтӑм, вутӑ кӗрт­рӗм, тӑпсакайӗнчен икӗ витре вӗтӗ улма кӑлартӑм. 

Саккăрта анне ӗне сума тухрӗ. Тӗпелте яшка лакӑртатса вӗрет. Эпӗ анне пӳртре маррипе усӑ курса тетрадь çине аннен ӗçӗсене çырса хутӑм: «18.00 – выльӑх пӑхать, яшка пӗçерет. 20.00 – ӗне сӑвать...» 

Апат çинӗ хыççӑн чашӑк-тирӗк пуçтарса тăххăр çитсе кайрӗ. 

«21.00 – манӑн ыран тӑхӑнса каймалли тумтире тӗрӗслерӗ», – çыратӑп каллех.  

Анне таса мар япаласене пысӑк тирӗке тултарчӗ, порошок сапрӗ те вӗри шыв ячӗ. Исленме ӗнтӗ. Вырӑн сарчӗ. Урана çуса çывӑрма выртмалли çинчен пӗлтерчӗ. 

Утиял айӗнчен пӑхса выртатӑп. Анне пански çыхса ларать. Вӑл çапла канать. Часах панскине хучӗ те тӗпелелле утрӗ. Чӑшт-чӑшт сасӑ илтӗнет. 

«22.00 – япала çӑвать», – çырса хутӑм хайхи тепӗр йӗрке. 

– Çывӑр, ачам, ыран шкула каймалла, 6-рах тӑмалла, – терӗ вӑл эп кӗштӗртетнине курсан. Хирӗçлемерӗм. «Аннене итлени чи пысӑк пулӑшу», – тенине асра тытса утиялпа меллӗн витӗнсе выртрӑм. 

Çутӑ сӳнмен-ха. 23.00. Çунӑ япаласене анне вӗри трубасем çине çакса тултарчӗ... Урӑх астумастӑп. 

 Ирхине чи малтан тӑтӑм тесе шутларӑм. Çук. Сӗтел çинче яшка пӑсланса ларать, анне ӗне сума тухнӑ. Мӗнле тӑрӑшсан та анне миçере çывӑрма выртнине кураймарӑм. 

– Миçере çывӑрма выртрӗ аннӗр? – ыйтрӗ Римма Николаевна шкула çитсен.

Чӗнместпӗр. Никам та пӗлмест. Пурте ман пек амӑшӗнчен малтан çывӑрса кайнӑ пулмалла.  

– …Анне ачашӑн ырми-канми тӑрӑшать, çавӑнпа вӑл пур ачашӑн та чи хи­сеп­лӗ çын, – сӑмахне вӗçлерӗ вӗрентекен.

Ирина БОЛЬШАКОВА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература