Çура
– Асанне, кушак çăвăрларӗ-и?! – алăк урлă каçнă-каçман кăшкăрса ыйтрӗ шкултан таврăннă Ленькка. – Пӗлместӗп çав, ирех таçта кайса пытанчӗ те çиме те тухмарӗ. Тен, çăвăрласа та хучӗ пуль, – ачана салтăнма пулăшса калаçрӗ асламăшӗ.
Ленькка тахçанах канăçне çухатнă ӗнтӗ, кушак çăвăрласса кашни кун кӗтет. Килте вӗсем иккӗ таранах пулсан та ун пӗчӗк çурапа выляс килет. Пӗр кушакӗ ватă ӗнтӗ, унăн хӗрӗ вара пӗрремӗш хут çăвăрламалла. Ватти, асламăш çын çулӗпе шутласа панă тăрăх, çитмӗл урлă та каçнă ӗнтӗ. Кушакăн пӗр çулӗ çыннăн пилӗк çулӗпе танлашать теççӗ. Çавăнпа вăл ытларах кунне çывăрса ирттерет, арçын ачапа пит вылясшăн мар. Хăш чух хăйне мӗн-тӗр килӗшмесен çыртса илме те пултарать.
Пӗрре çапла Леньккан ашшӗне тӗк ларнă çӗртенех ури пӳрнинчен йăпшăнса пырса шатăрт! çыртнăччӗ. Хăйне тахçанах кӳрентернине аса илсе пулӗ.
– Ватти пек пулсан лайăхчӗ-ха та, вăл пӗр çураран ытла çăвăрламан, сайра-хутра иккӗ пулатчӗ. Виççӗ-тăваттă таранах çурласан ăçта хурса пӗтерӗпӗр? – тет асламăшӗ хаш сывласа.
Пӗрре çапла ватти ик çура тусан Ленькка амăшӗпе пӗрне пасара, «Птичий рынок» текеннине, илсе кайнăччӗ. Унта шăпах йыт-кушак, аквариум пуллисене, тӗрлӗ кайăк сутаççӗ. Пасарта хăвăн тăрассу килмесен чӗрчун çурисене сутакансем сан таварна укçалла илсе юлаççӗ. Карçинкка йăтса пыракана курсанах иккӗн-виççӗн чупса пыраççӗ. Ара, вӗсен бизнес-çке. Темшӗн Ленькка вӗсене шанса пӗтереймест. Пасара кӗнӗ çӗртех пӗчӗк йыт-кушак çурисем чупса çӳреççӗ. Мӗскӗннӗн нăйлатса хыççăн лӗпӗстетеççӗ. Укçалла илсе юлнă хыççăн те кăларса яраççӗ-ха вӗсем çурасене? Кам пӗлсе пӗтертӗр? Анчах ним тума та çук. Амăшӗ интернетра та çурана ыр çынна паратăп тесе пӗлтерӳ турӗ, анчах пӗр ыр çын тӗлне те пулмарӗ вӗсен çури. Çавăнпа юлашки шанăçпа пасара илсе кайрӗç те. Ула та çăмламас çурана пӗр мăнтăр хӗрарăм илсе юлчӗ.
– Аçа е ама? – çурана çавăркаласа сăнарӗ сутуçă.
– Аçа, – хуравларӗ амăшӗ.
– Пит аван, аçисене хăвăртрах илсе пӗтереççӗ. Эсир ним те ан пăшăрханăр. Ак, хамăн телефона паратăп сире. Çурана вырнаçтарнипе вырнаçтарманнине шăнкăравласа пӗлме пултаратăр.
Çапла килӗшрӗç. Леньккасем укçасăр пуçне çура валли çиелтен апатне те парса хăварчӗç. Халь çăвăрламалли Муська шăпах унăн аппăшӗ пулать.
Ленькка шкул формине килтипе улăштарсан пикенсех кушака шырама пуçларӗ. Ватти те, кӗçӗнни те ниçта та çук. Амăшӗ ятарласа хатӗрленӗ курупка та пушах... Ак хайхи – таçтан çинçе сасă нăйлатни илтӗнчӗ. Кладовкăран килет пек сас. Чăн та, алăк çурма уçă тăрать. Ленькка малтанах тӗттӗмре нимӗн те курмарӗ-ха. Куçӗ хăнăхсан тумтир çакнă стена кӗтессинче икӗ кушак та выртнине асăрхарӗ. Çура курăнмарӗ. Ленькка çутă çутса чӗрчун çемйи патне çывхарчӗ.
Ватти пикенсех хăй хӗрне пуçӗнчен çулать. Муська вара пӗр аякӗ çине тăсăлса выртнă та хӳрипе пăлтăртаттарса выртать. Чăн та, ун хырăмӗ айӗнче пӗчӗк кумкка йăраланать. Шăши пысăкăш та çук пулӗ. Леньккан кача пурнинчен те пӗчӗкрех хӳри тăр-тăр чӗтрет. Пуçӗпе амăшне хырăмӗнчен тӗккелет, чӗчӗ шырать пулмалла...
Ленькка вăл çисе тăраничченех сăнаса ларчӗ. Унтан чăтаймарӗ – çурана илсе ал лаппи çине хучӗ. Куçӗ уçăлманскер ал лаппи тăрăх шума пуçларӗ, урисем айван та черчен пулнипе çура хăйне-хăй те çӗклеймест-ха. Ют шăрша сиссе-ши – çура çинçе саспа мăйлатма пуçларӗ. Инкеке лекрӗ терӗ-ши мăнукӗ – ват кушак яшт сиксе тăчӗ те Ленькка çине сикрӗ. Арçын ача хăранипе кутăн чакрӗ, унтан васкасах çурана амăшӗн хырăмӗ çине хурса тухса шăвăнчӗ. Тем курса тăрăн тата?
Çак кунтан пуçласа Леньккан шкултан таврăннă хыççăнхи пӗрремӗш ӗçӗ кушак çурине кӗрсе пăхасси пулчӗ. Пӗчӗкскер хурарах сăрă тӗслӗ, пуçӗпе тăватă ури вара чăлха тăхăнтартнă евӗр шурă тӗслӗ. Куçӗ уçăличчен çуран пӗтӗм ӗçӗ те çинипе çывăрни кăна. Ик эрнерен куçӗ уçăлсан кăштах йӗри-тавралăх интереслентерме пуçларӗ ăна. Çапах хут курупкаран туса панă йăваран тухмасть-ха. Амăш тавра уткаласа çӳренипех çырлахать. Леньккан ăна тем пек тытса пăхас килет, анчах çуран кукамăшӗ ялан сыхăра. Иртнинче хăй çине сиксе ларма хăтланнине ача манман-ха.
Пӗррехинче яланхи пек шкултан таврăнсан Ленькка тӳрех кладовкăна кӗчӗ. Пăхать, çура пӗчченех мăшлатса çывăрать. Муська та, ват кушак та çук. Те çиме тухнă ӗнтӗ? Ленькка çурана йăтса пӳрте кӗчӗ. Вăл халь самай пысăкланнă ӗнтӗ, лăпчăнса тăракан хăлхисем те чăнк тăраççӗ. Урайне ярсанах çурта шăршласа çаврăнма пуçларӗ, унталла-кунталла выляса чупрӗ, вара сӗтел çиттинчен чӗрнисемпе çакăнса хыçалти урисемпе ăна шӳтле тапкалама пуçларӗ. Интереслӗ ăна сăнама. Çапла темӗнччен айкашрӗç иккӗшӗ. Тем вăхăтран пăлтăртан кушак макăрни илтӗнчӗ, часах Муська хăй те уçă алăкран курăнчӗ. Çак самантра Леньккан пуçӗнче чăрсăрла шухăш çуралчӗ, темшӗн çурана амăшӗнчен пытарас килсе кайрӗ унăн. Çурана тытрӗ те ăна пуш витрене ячӗ, хăй çиелтен хăпарса ларчӗ. Витрене янăскер хăранипе çинçе саспа макăрма пуçларӗ. Муська вара ним тăва пӗлмест, канăçсăрланса макăрса витре тавра чупрӗ, çурине чӗнчӗ. Пӗчӗк çынна та пулин хирӗç тăма вăйӗ пулмарӗ ун. Кушак пӗр сас кăлармасăр тула тухса сирпӗнчӗ. Нумай та вăхăт иртмерӗ – пăлтăрта мăр-мăр мăкăртатни илтӗнчӗ. Ваттин çапла йăла пур çав, хăйне мӗн-тӗр килӗшмесен эй мăкăртатать вара. Ленькка ӗлкӗреймерӗ, ват кушак пӗр çеккунтрах ун патне çитсе ачана уринчен шатăрт! çыртса та илчӗ.
– Ай, –ыраттарнине чăтаймасăр Ленькка çиçӗмле хăвăртлăхпа ура çине сиксе тăчӗ. Ват кушак витрене малти урисемпе йăвантарса çурана ӗнсинчен çыртса йăтса пăлтăралла чупрӗ. Çуран амăшӗ хушша-хуппа кӗмесӗр пăхса тăчӗ.
Вăт сана ме! Чӗлхесӗр те вӗсене. Çамрăкки ваттине пӗлтерме майне тупнă вӗт-ха? Калать çав кукамăшӗ вӗсен хăйсен чӗлхи пур тесе.
Ирина Трифонова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев