Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

КĂМĂЛЛĂ ÇУЛТАШ Очерк

Пӗрлехи вакунра 1978 çулхи декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Оренбург облаçӗнчи Орск хулинче командировкăра пултăм. Хама хушнă ӗçе пурнăçланă хыççăн таврăнмашкăн чугун çул станцине билет туянма кайрăм. Çар йӗркипе плацкарта кăна илмелле манăн, анчах вырăн çуккипе пӗрлехи вакунах билет илме тиврӗ. Купе валли укçа çук, пулсан та çар чаçӗ уншăн тăкака саплаштармасть, мӗншӗн тесен – купе пăхăнман.

Поезд платформăна çитсе чарăнсанах халăх шавласа вакунсем еннелле талпăнчӗ. Проводница малтанласа билет тӗрӗслеме хăтланчӗ, анчах ăçта унта! Вăрçăна-вăрçăна пăрăнса тăмалли кăна юлчӗ унăн. Юрать-ха тӗркӗшӳ хумӗпе вакуна кӗрсе билетри вырăна йышăнса ӗлкӗртӗм. Мӗншӗн тесен кӗçех ларма мар, тăма та вырăн юлмарӗ. Ку вакуна билетсене пурне те сутнă курăнать. Эрнекун, ӗç кунӗ вӗçленнӗ вăхăт пулнăран çывăхри ял-хуларан ӗçе çӳрекенсем киле васкаççӗ ӗнтӗ.

Кăшт вăхăт иртнӗ хыççăн пӗр аллине билет, теприне сумка тытнă сухаллă, хытканрах старик чышăнкаласа утнине асăрхарăм. Хăй вырăнне шырать ахăртнех. Кӗнӗ çӗртен хӗрринчи чӳрече патӗнчи, шăпах мана хирӗç вырăна, çамрăк арçын йышăннă. Старик ку унăн вырăнӗ пулнине каласан лешӗ мăкăртатма пуçларӗ. Пӗрлехи вакунра кам ӗлкӗрет – çав ларать имӗш. Старик хутне кӗмесӗр чăтаймарăм. Манăн хӗрлӗ петлицăсемпе пакуна курнă хыççăн хайхи арçын мăкăртата-мăкăртата вакунăн тепӗр вӗçне кайса ларчӗ. Старик вара мана хирӗç вырнаçрӗ. Асăрханса сумкине ларкăч айне лартрӗ. Кăшт вăхăтран вакунра сывлама çук пăчă пула пуçларӗ. Вакунри халăх кам мӗнле пултарнă таран вырнаçса пӗтрӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулнă пӗлӗшсем пысăках мар ушкăнсем çине пайланса хыттăн калаçма тытăнчӗç. Теприсем çурма пăрланнă чӳрече витӗр хăйсене ăсатакансемпе сывпуллашрӗç.Урамра – 25 градус сивӗ! Урам енчен кӗнӗ çӗрте вокзалта çакăнса тăракан термометр çапла кăтартатчӗ. Çӳхе носкипе сăран атă тăхăннăран ура поезд киличчен самай шăнчӗ. Вăхăт 18 сехет кăна пулнине пăхмасăр таврана каçхи сӗм çапрӗ. Тепӗр темиçе минутран поезд та тапранчӗ. Нумай та вăхăт иртмерӗ, вăтам çулсенчи проводница ларакансемпе тăракансенчен ирте-ирте билет тӗрӗслеме тытăнчӗ. Вăл кайсанах портфелӗмрен китай термосне туртса кăлартăм. Сивӗнсе лӗпленнӗ чее хуппи çине ятăм. Мана пăхса хайхи çулташăм та хăйӗн кивелсе пӗтнӗ сумкине илчӗ. Тахăш самантра вăл сӗтел çине хут пăкăллă, тӗттӗм симӗс тӗслӗ кӗленчепе 200-шер грамлă икӗ стакан кăларса лартрӗ. 

– Ну, кайрăмăр. Атя паллашар, эпӗ Петр Михайлович! – терӗ те кӗленче пăккине шăлӗпе çыртса уçрӗ, шӗвеке стакансем çине тултарма пуçларӗ. Унтан сумкинчен шурă пусмапа чӗркенӗ апат кăларчӗ. – Службăра тăракан этем пуль-ха эс, пакунлă.

 Алăри чее ӗçсе яманччӗ-ха эпӗ, вăл вара сӗтел çине шурă пусма сарчӗ, пиçнӗ темиçе çăмарта, каснă сало, килте пӗçернӗ хура çăкăр, тăварланă икӗ хăяр кăларса хучӗ. 

– Йăлтах килти ку, сăмакунӗ те. Хамăр валли вӗреткелетпӗр кăштах çапла! Ман хута кӗнӗшӗн тав, ачам! – хуллен калаçрӗ çулташăм.

Старик сӗтел хатӗрленӗ вăхăтра эпӗ те чейӗме ӗçсе ятăм. Çав вăхăтра тин хам иртенпе нимӗн те çименнине аса илтӗм. Каçхи поезда ӗлкӗрес тесе васкама тиврӗ. Пӗлмен хулана 10 талăка кăна командировкăна килнӗскер, ӗçе пӗтерес тесе васканипе çул çине пӗр татăк çăкăр та илеймерӗм. Киле çитиччен 10 сехет каймаллине пӗлсе тăрсан та. Пӗр-ик лавккана та кӗрсе тухрăм, пур çӗрте те темӗн вăрăмăш черет, манăн вара вăхăт çук – килте иккӗри ывăлăмпа мăшăр кӗтеççӗ! Тата аслă лейтенант укçи те нумай мар. Çавăнпа стакана хапăлласах алла тытрăм, ытти чух сăмакуна яхăнне те ямастăп эпӗ, мӗншӗн тесен чăтма пултараймастăп. 

– Расих эпӗ, аха службăра, киле таврăнатăп ак, – терӗм хампа паллаштарнă май. Стакансене чăнкки турăмăр та тӗппипех ӗçсе ятăмăр. Выçă хырăма çунтарса анса кайрӗ сăмакун. Куççуль кăлармалла хăватлă тата хăй. Васкаса çăкăр татăкне çăвара хыпрăм. Петр Михайлович салине ман умарах тӗртрӗ. 

– Çук, сало çиместӗп, тутар вӗт эп, – сăпайлăн хирӗçлетӗп кăна.

Вăл ман çине куçне хӗссе тимлӗн сăнаса пăхрӗ:

– Малтанах тутар пуль тесе шутларăм-ха. Пӗрпекрех халăхсем эпир. Чăваш эпӗ. Ку халăх çинчен илтнӗ-и?

– Мӗнле илтмен тет. Чăваш ялӗ Кипеккасси пирӗн колхоза кӗретчӗ. Çавăнти сварщик, слесарь, тимӗрçӗ, тӗрлӗ техника ӗçне шутсăр лайăх пӗлекен Элекçей тете аттепе пит туслăччӗ. Вăл пирӗн патра нумай пулнă, хăнана килетчӗ, хăш чух çӗр выртма та юлатчӗ. Эпир унпа пӗр минтер çине пуçа хурса çывăрни те пулнă. Ялта çывăрмалли пӳлӗмсем çук, эпир пурте, 5 ача тата Элекçей тете, урайӗнче ретӗн-ретӗн çывăраттăмăр. Нимӗç мотоциклӗ пурччӗ унăн. Хӗлле те çӳретчӗ. Çӗнтерӳ хыççăн Германирен илсе килтӗм тетчӗ. Яла мӗнле таврăнни пирки каласа панине çăвар карса итлеттӗмӗр. Тутарла калаçатчӗ хăй. Апат çинӗ хыççăн  вăл та атте-анне пекех, Аминь, Рехмет тетчӗ. Ун çинчен нумай каласа пама пултаратăп. 

Кăштахран çăмарта шуратса çирӗм, пит чӗрене пычӗ ял апачӗ. Петр Михайлович ларкăч айӗнчи сумкăран каллех хайхи кӗленчене туртса кăларса малтанхи пекех хаçат-пăкка шăлӗпе уçрӗ. Юлнă сăмакуна стакансем çине ячӗ те кӗленчене çав пăкăпах хупса сумкине тирпейлӗн чикрӗ. Вакунра çын хӗвӗшнине пăхмасăр эпир каллех сăмакуна ӗçсе çырткаларăмăр. Вакунра ытти çынсем те пирӗн пекех сыпкалаççӗ, çиеççӗ... Станцисенче вакуна пӗри кӗрет, тепри тухать...

Шинеле хывса кительпе кăна юлсан çăмăл пулса кайрӗ мана. Эпӗ чăвашсене пӗлетӗп тенипе-ши е хăнăхнă 100 грамм сăмакун хыççăн кăшт çемçелнипе-ши, вăл та çири тумне хывса хучӗ. Унăн Сорочинск станцире, манăн ун хыççăн тепринче тухмалла. Итлекен, пушă вăхăт тупăннипе усă курса вăл иртнине аса илме тытăнчӗ. 

 

Ӗмӗрлӗх урок

 

– Саккăртаччӗ эпӗ ун чух, – пуçларӗ вăл асаилӳ çăмхине. – Хамăр хир çумӗнчи çулпа таврăнатăп. Аслисем мана хăйсем килнӗ çӗре килти ӗçсене туса хума киле янă. Колхозсем çукчӗ-ха ун чухне, атте-аннесем хамăр хирте ӗçлетчӗç. Ял патӗнче хамăр ял стариккине тӗл пултăм. Ун чухне 60-сенчен иртнӗччӗ вăл. Хăлхи мăка пулнăран илтменнине пурте пӗлетчӗç. Унпа танлашсан та чӗнмерӗм. Вăл сасартăк кӗпе çӳхинчен ярса илчӗ те сылтăм хăлхана хыттăн пăрчӗ: «Мӗншӗн чӗнмесӗр иртетӗн э, аслисене хисеплеме вӗрентмеççӗ-им сана?!» – тет хайхи. Ыратнипе кăшкăрма, йӗме тытăнтăм. Çынна, уйрăмах аслисене, курсан ялта сывлăх сунмасăр иртмеççӗ пирӗн. Вăл илтмест тесе шутланă вӗт-ха эпӗ!

Хама мӗн хушнине килте веç туса хутăм. Хăлха ыратнине пăхмасăр хăвăрт çывăрса кайрăм. Атте-аннепе пӗрле хирте эпӗ те ӗçленӗ вӗт-ха, ирех тăнă, ывăннă ӗнтӗ. Тепӗр кун ирхи апат тукаланă хыççăн атте мана картише илсе тухрӗ. Пӗç хушшине хӗстерсе хучӗ те купарчаран пушăпа çурать кăна: «Куля тетӳне мӗншӗн сывлăх сунмасăр иртрӗн? Ыран сан аçуна кам та пулсан чӗнмесӗр иртсен?!» – тесе вăрçать. Хăлха ыратни çитмест-ха, купарча вут пек çунать тата. Хальхинче вара куççуль те, сасă та кăлармарăм. Хам йăнăша ăнланса илтӗм. Халӗ ӗнтӗ йӗркене ялта хам çирӗп сăнаса тăратăп. Мӗншӗн тесен урамра хирӗç килекене курсанах хăçан-тăр хăлха мӗнле ыратни аса килет. Аттепе Куля тетен урокӗсем ӗмӗрлӗхе юлнă ман. 

 

Çăлкуç патӗнчи йывăçсем

 

1941 çулта вăрçă пуçланчӗ. Эп 19 çултаччӗ вăл вăхăтра, авланма та ӗлкӗрнӗччӗ. Вăрçă пуçлансанах арçынсене ретрен тенӗ пекех фронта илме тытăнчӗç. Эпӗ ниепле те пирвайхисен йышне лекейместӗп. Хирти ӗçсем вӗçленсен, октябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче, мана та çар комиссариатӗнчен хут килчӗ. 

Салтака илмелле пулсан, каяс умӗн йывăç лартса хăварас шухăш тахçанах пуçра явăнатчӗ. Таврăнаймасан тăван ялта мана аса илтерекен япала пултăр теттӗм. Кун çинчен арăма та пӗлтерсе хутăм. Мӗншӗн тесен ял çыннисенчен хăшӗ-пӗри 1938 çулта яппун вăрçинчен таврăнаймарӗ. Финн вăрçинче тепӗр виççӗшӗ вилчӗ. Йывăç вăл нумай пурăнать. Ун çине пăхса çав-çав лартрӗ тесе аса илӗ ял-йыш.

 30-мӗш çулсенче кашни кун мӗн-тӗр кăмăла пăсаканни пулсах тăратчӗ: революци, граждан вăрçи, выçлăх çулӗсем. 30-мӗш çулсен пуçламăшӗнче ялсенче малтан артельсем, каярах колхозсем йӗркеленме тытăнчӗç. Колхоза кӗрес тесен выльăха, çӗре, ытти пурлăха йăлт памаллаччӗ. Хăйсен çӗрӗ çинче çителӗклӗ çăкăр ӳстерме хăнăхнă хресченсем тăрук нимӗнсӗр тăрса юлма хатӗр марччӗ, паллах. Асатте те чухăнах пулман-тăр çав. Колхоза кӗмесен пурлăха вăйпа туртса илессине сиссе аттепе аннене çурт тума пулăшнă. Хăйсен икӗ чӳречеллӗ, улăмпа витнӗ çурчӗ ăмсанмаллиех марччӗ, çӗннине хăйсенчен уйрăм, ял вӗçӗнче лартнă. Асатте колхоза кӗреçесем, виçӗ йӳплӗ сенӗксем, инструментсем, пӗр-ик сысна, темиçе чăхпа хур панă.

1932 çул. Эпӗ 10-раччӗ, асаттепе асаннене кулак тесе Çӗпӗре ссылкăна ячӗç. Адресӗ çук, çыру çырма юрамасть. Аттепе аннерен хальччен илтмен «контра» сăмах ял çинче сарăлчӗ. Асатте ял халăхне колхоза кӗмелле мар тесе агитациленӗ имӗш. Аттен шăллӗ Миша тете вăл вăхăтра Хӗрлӗ Çартаччӗ.

 Асаттен çурт-йӗрӗпе мӗнпур пурлăхне арестлерӗç. Арçын ачасемпе эпир асаттене килӗнчен мӗнле хăваласа кăларнине, асанне хытă йӗнине пăхса тăтăмăр. Çурăм хыçне михӗ çакнă асаттепе асаннене çуна çине лартсах ялтан илсе кайрӗç. Пурлăхӗпе ял Совечӗ хуçаланчӗ. Çуртне колхоз валли сӳтрӗç, ферма стройки пыратчӗ ун чух. Кун пек пăтăрмах хыççăн та атте колхоза кӗмерӗ. Ӳкӗтлесе те, асатте хыççăн Çӗпӗре ярассипе хăратса та пăхрӗç. Вăл вара яхăнне те ямарӗ. 1936 çулта чăнах та арестлесе Магнитогорска ăсатрӗç. Лашапа ӗнене, сыснасене, хурсене, лаша урапипе кӳлмелли хатӗрсене пурне те колхоза илсе кайрӗç. Атте-аннене арестленӗ хыççăн хастар колхозниксем тата мӗн-тӗр илсе каяс тесе киле темиçе хут та килсе кайрӗç. Çак хастарсен арăмӗсем атте-аннен тумӗпе атă-пушмакне тăхăннине кураттăм. Паллах, çӗре те туртса илчӗç.

 Эпӗ ялти шкулта 4 класс вӗренсе пӗтерсен çӗр ӗçне атте-аннепе тан кӳлӗнтӗм. Колхоза кӗменскерсене пире пысăк налог тӳлеттеретчӗç, çитменнине кашнинче ӳстерсе пыратчӗç. Çавăнпа атте-аннепе ӗçлесе ял ӗçне лайăх вӗреннӗ эпӗ. Вăл вăхăтри законсемпе, репрессие лекнисен ывăлӗ пулнăран мана та ссылкăна ямалла пулнă. Аттен шăллӗ Миша тете çăлса хăварнă тесе калаçатчӗç ялта. Çар хыççăн яла таврăнмарӗ вăл, Оренбургра НКВДра ӗçе вырнаçрӗ. Ялта мӗн пулса иртнине пӗлсе тăнă иккен вăл, анчах кампа çыхăну тытнă – пӗлместӗп.1936 çулта хăр тăлăха тăрса юлнăскер, пӗччен пурăнма та вӗренсе пыраттăм. Хампа пӗр çултисем манран кулак ачи , контра тесе кулатчӗç. Пӗрле выляттармастчӗç, хӗнени те пулнă. Ашшӗ-амăшӗсене ссылкăна янă ытти ачасем енӗпе те çаплахчӗ. Ман арăмӗн Таньăн та ашшӗ-амăшӗ темӗнччен колхоза кӗмесӗр пурăнчӗç. Турра ӗненекенсемччӗ, никама пӗр сивӗ сăмах каламастчӗç Вӗсенне те судсăр-мӗнсӗрех çӗрне , выльăх-чӗрлӗхне, килте мӗн пуррине йăлтах туртса илчӗç.

Атте-аннене репрессиленӗ хыççăн çураки вăхăтӗнче мана колхоз правленине чӗнсе илчӗç те каласа тăрса заявлени çыртарса колхоза илчӗç. Юрать-ха колоние ямарӗç. Ăçта хушнă çавăнта ӗçленӗ эпӗ. Паллă ӗнтӗ, комсомола илмен. Çапах та каçсерен клуба çӳреме чармастчӗç. 1935 çулта ялти чиркӳрен клуб туса лартрӗç. Унта хăш чухне «нимуй» киносем кăтартатчӗç. Майăн 1-мӗшӗнче, мартăн 8-мӗшӗнче, февралӗн 23-мӗшӗнче концертсем, колхоз пухăвӗсем, докладсем пулатчӗç. 

Мӗнле йывăр пулсан та çамрăклăх вăл хăйӗннех тăвать. Хӗрсем çине урăхларах пăхма пуçларăм. Пуринчен ытла Таньăна сăнама тытăнтăм. Вăл хăй те хисеплесе калаçатчӗ. Ман пекех ăна та хăш-пӗр çамрăксем курмăш пулма тăрăшатчӗç, кӳрентерме пăхатчӗç. Ашшӗ-амăшӗ ырă çынсем пулнăран вăл вара пуринпе те сапăрччӗ. Усаллăх çукчӗ унра. Майпен туслашрăмăр, хӗрпе каччă пек çӳреме тытăнтăмăр. 1941 çулхи февралӗн 23-мӗшӗнчи концерт хыççăн ман пата кайрăмăр. Вăл ун чухне – 17, эпӗ 19 тултарманччӗ-ха. Çакăнта пӗрремӗш хут ыталаса чуптунă эп ăна.Унтан Мартăн 8-мӗшӗ, Майăн 1-мӗшӗ пулчӗç. 1941 çулхине ака вӗçленес умӗн ашшӗпе амăшӗ ман пата килчӗç. Таня йывăрлă иккен. Кун çинчен Миша тетене те пӗлтернӗ. Тете килнӗ кун ял Советӗнче пире çырăнтарчӗç. Унтах сӗтел те хатӗрленӗччӗ: лавкка эрехӗ лартнă, кăлпасси, çăкăр каснă. Çамрăксене пире черкке тыттараман ӗнтӗ. Таньăпа эпир киле кайрăмăр. Вăл вăхăтра эпӗ 19, арăм 17 çул тултарма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Миша тете мана кирза атă, Таньăна çӗнӗ калуш парнелерӗ. Ял советӗнчи сӗтеле те вăл хатӗрленӗччӗ. Эпир кайсан аслисем тата юлчӗç-ха, унта ӗнтӗ пирӗн туйсăр пуçне ытти çинчен те калаçмалли нумаччӗ-тӗр вӗсен. Мӗншӗн тесен вăрçă вăхăчӗччӗ. Çав кунах Миша тетене ăсатрăмăр. Вăл яла килсе кайнă хыççăн халăх манпа урăхларах калаçма тытăнчӗ, кӳрентерме пăрахрӗ.

Фронта каймалли кун та çитрӗ. Арăм сысна ферминче ӗçлетчӗ вăл вăхăтра. Каçхине ӗçрен таврăнсан мана çула кайма апат хатӗрлерӗ. Ялти йăлапа арăмăн ашшӗ-амăшӗпе, кӳршӗсемпе, колхозра пӗрле ӗçленисемпе сывпуллашма кайрăм эп. Пур çӗрте те мана хăналама тăрăшрӗç. Йывăç лартас шухăша вара çывăрма выртсан тин аса илтӗм. Тӳрех каяс тесе те шутларăм малтан, анчах юлашки каç манран таратăн тесе арăм ӳпкелешрӗ. Алăк патне урлă выртрӗ те – кăлармасть. Мӗнле пӗлнӗ пек лăплантаратăп ăна. Хам та кăшт тӗлӗрсе илес терӗм, кăвак çутăпах ял совечӗ умне пухăнмалла вӗт. Малалла мӗн пулассине никам та пӗлмест. Арăм çывăрса кайсанах ун çумӗнчен тăрса картише тухрăм. Кӗреçепе витре илтӗм те пӗтӗм ял ӗçме шыв илекен çăл патне антăм. Çăкапа юман хунавӗсене ăçтан илмеллине малтанах куçласа хунăччӗ эпӗ. 50-шар сантиметрлă хунавсене чавса кăлартăм та çăлран сăрталла хăпарса пӗр-принчен 3 метрта лартрăм. Шăвартăм, йывăçсемпе калаçса ларнă май мана асра тытма, килессе кӗтме ыйтрăм вӗсенчен. Киле çитнӗ çӗре арăм килти ӗçсемпе аппаланатчӗ. Йывăрлăскере хускалкалама кансӗрри курăнатчӗ. Фермăра мӗнле ӗçлекелет-ши тесе шеллесе пăхрăм ун çине. Анчах нумай ларма вăхăт юлманччӗ ӗнтӗ. Çăлтан ăсса килнӗ витрери шыва пӗр курка ӗçрӗм те миххе çакса фронта тухса кайрăм.

Телее, вăрçăран хам урапах утса килтӗм. Йывăрах мар аманнă сурансем ял ӗçне пуçăнма чăрмантармарӗç мана. Яла çитсенех чи малтан киле кӗмерӗм-ха, хам лартнă йывăçсем патне кайрăм. Ултă çул хушшинче манран виçӗ хут пысăкрах ӳссе кайма ӗлкӗрнӗ вӗсем. Çăл шывне ӗçсе тăрансан пӗр хушă ларса кантăм. Йывăç лартнă кун аса килчӗ. Çамрăк юманпа çăкана мана кӗтсе илнӗшӗн тав турăм. Эпӗ вӗт вӗсене пӗрре те манман, вăрçăра йывăр вăхăтсенче ялан аса илеттӗм. Курайăп-ши вӗсене, сывă юлайăп-ши тесе шутлаттăм. Телее, арăмпа пире тăватă ача çуратса ӳстерме Турă пӳрчӗ.

 

Хуçăлнă туратсем...

Кил умӗнче чие йывăççисем ӳсеççӗ пирӗн. Аслăка çӗнетес тесе строительство материалӗсем кӳтӗм çав çул. Стройка пуçланас умӗн карта умне, шăпах чие йывăççисене хирӗç, купаласа хутăм вӗсене. Ирхине урама тухрăм та чие турачӗсем темиçе çӗрте хуçăлнине асăрхарăм. Тепӗр кун каллех такам хуçнă. Ялта пирӗн нумайăшӗн чие ӳсет, нихăçан та никам та пӗрӗнмен вӗсене. Çӗрле хуралласа пăхма шутларăм. Стройматериал купи хыçне пытантăм. Аллăмра атте хама хӗненӗ хайхи пушă. Çурçӗр тӗлӗнче çамрăксем клубран таврăнма тытăнчӗç. Киноран килеççӗ пуль-ха кусем тетӗп хам ăшра. Пӗр ушкăнӗ иртсе кайрӗ, унтан тепри. Пурте калаçаççӗ, кулаççӗ. Кăштахран такам строительство материалӗсен купи çине хăпарнине илтетӗп. Чие турачӗсем шăлтăртатма тытăнчӗç. Акă кам иккен терӗм те яшт кăна ура çине сиксе тăрса çывăхри çыннине пӗр-икӗ хутчен пушăпа çурса та илтӗм.«Ай-яй, анне!» – тесе кăшкăрнă сасăран вăрăсем хӗрсем пулнине уйăрса илтӗм, анчах тӗттӗмре пӗрне те палласа юлаймарăм, хăвăрт тарчӗç. Вӗсем камсем пулма пултарнине арăмпа иксӗмӗр калаçатпăр.

– Нумай пулмасть медпункта икӗ хӗр ӗçлеме килнӗ, вӗсем мар-ши?– иккӗленет арăм. 

Тепӗр кун чирлӗ пек пулса медпункта кайрăм. Фронтра «чӗлхе» тытма мӗнле каймаллине вӗрентни манăçман-ха ман, хуллен кăна йăпшăнса пытăм. Алăк уçă, марля чаршав çакнă. «Вăт вӗт паккăç, мӗнле хытă лектерчӗ. Çырли шалккă-ши ăна? Ай мӗнле хытă ыратать, атя-ха пăхса яр», – илтӗнет хӗрсен калаçăвӗ. Пӗри ахаль те кӗске кӗпине йăтрӗ те, шап-шурă купарчи курăнса кайрӗ. Тӳрех хамăн Татьяна аса килчӗ, 17-ре чух вăл та çак хӗр пекех илӗртӳллӗчӗ. Юрать-ха, ял çыннисенчен никам та асăрхамарӗ мана. Атту ватсупнă хӗрсене пăхса çӳрет тесе сăмах саратчӗç вӗт. Эпӗ вара чие йывăççисене чăнах та вӗсем хуçнине кăна пӗлесшӗнччӗ. Вăрттăн пăхса тăма текех хал çитереймерӗм. Алăка шаккаса медпункта кӗтӗм. Хӗрӗсем чăнах та лайăх, чӗре чирӗнчен эмелне те пачӗç. Сахалрах ӗçлеме, нумайрах канма та хушса ячӗç. Чăн та, медпунктран тухсанах эмелӗсене вӗлтрен ăшнелле петӗм, манăн хамăн тӗрӗсленӗ эмел пур – 100 грамм тата килте пӗçернӗ хура çăкăрпа ыхраллă сало. 

Киле çитсен хуçăлнă туратсене касса пăрахрăм. Хӗре хытăрах çапнишӗн хама вăрçса та илтӗм. Тепӗр тесен, тепрехинче ют çын пурлăхне вăрлама алă тăссанах мӗн пулассине аса илӗç... 

Поезд Петр Михайловичăн станцийӗ патнелле çывхарса пынине пӗлтерчӗ проводница. Старик ларкăч айӗнчи сумкине илчӗ те çирӗппӗн алăк еннелле утрӗ. Çӗрӗпе хăй чунне уçнă хыççăн çăмăл пулса кайнă пек курăнчӗ . Мӗншӗн тесен ӗçпе, пăшăрханупа иртнӗ пурнăçӗнче вăл тинех хăйне итлекене тӗл пулчӗ-çке. Эпӗ те кӗтмен çӗрте ачалăхри хисеплӗ Элекçей тете пек чăваша тӗл пулнишӗн савăнтăм.

Расих ЗАЛЯЛОВ.

Хусан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев