Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Манăçми паллашу каçӗ

1973 çул çурла уйăхӗнче Кивӗ Ӳселӗнчи сакăр çул вӗренмелли шкула Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухнă икӗ çамрăк хӗрупраç ӗçлеме килчӗç.

Тӗксӗмрех сăнлă, кӗске кастарнă хура çӳçлӗ, хитре те яштака пӳллӗ Галина Петровнăна чăваш чӗлхипе литература тата юрă урокӗсене илсе пыма шанса пачӗç. Ăна ачасем хăйсен хушшинче «Пысăк Галя» теме тытăнчӗç. Унăн юлташӗ пӗвӗпе лутрарах, çутă сăнлă, кăтрарах çӳçлӗ Галина Васильевна пӗрремӗш класс ачисене вӗрентме тытăнчӗ. Ку калаçма ӳркенмен, пичӗ çинчен кулă кайман хӗре вӗренекенсем «Пӗчӗк Галя» хушма ят пачӗç. Çамрăк вӗрентекенсене шкулта техничкăра вăй хуракан ырă кăмăллă Тамара аппа хăй патне хваттере ячӗ. Хӗрсем хăйсене шанса панă ӗçре чӗререн тăрăшса ӗçлеме пикенчӗç…

Ку тапхăрта пирӗн çӗршывра юпа уйăхӗн пӗрремӗш канмалли кунӗ Вӗрентекенсен кунӗ шутланатчӗ. Çак пысăк пӗлтерӗшлӗ уяв умӗн пирӗн Аксу районӗн вӗрентӳ уйрăмӗ çулсеренех çамрăк учительсен слётне ирттеретчӗ. Ку мероприятине Аксу вăтам шкулӗнче паллă тăватчӗç. Вӗрентекенсен хушшинче ăна паллашу каçӗ тетчӗç.

Шăматкун ирхине, авăн уйăхӗн 29-мӗшӗнче, мана, иккӗмӗш çул ачасене вӗрентекенскере, шкул директорӗ Анатолий Макарович хăй патне чӗнсе илчӗ. Вăл ман ума пысăк яваплă тӗллев лартрӗ: Канашран килнӗ çамрăк учительницăсене çирӗм çухрăмра вырнаçнă район центрӗнче ирттерекен çамрăк педагогсен слётне шкул лашипе илсе каймалла. Эпӗ хаваспах килӗшрӗм.

Кăнтăрлахи апат хыççăн шкул лашине кӳлтӗм, лав çине çемçе утă хутăм, хитре хӗрсене лартрăм та инçе çула тухрăм. Çул тикӗсех марччӗ, ялан çумăр çунипе çăрăлса пӗтнӗччӗ. Çумăрлă çанталăка пула çулла шăркана ларнă ыраш хытаймарӗ, ăна колхозсемпе совхозсенче выльăх валли сенажа хучӗç, утă туса пуçтарса кӗртрӗç…

Çанталăк иртен пуçласах уяр тăчӗ, хӗвел сывлăша туйăнмаллах ăшăтрӗ. Аслă Сӗнче урлă хывнă кӗпер урлă каçсан, тăвалла хăпарнă май, манăн пассажирсем тавралăхпа кăсăкланма пуçларӗç – ыйту хыççăн ыйту пачӗç. Эпӗ ӗçтешсене хам мӗн пӗлнине каласа пама тăрăшрăм. Сăрта хăпарса пынă май катара вырнаçнă ялсемпе вăрмансем курăнма тытăнчӗç, пире ылтăн кӗркунне тыткăнларӗ. 

Эпӗ, малта ларса пыраканскер, кăна туйса та ӗлкӗреймерӗм, лупашкана лекрӗмӗр тесе шутларăм. Ман хӗр-юлташсем те нимӗн те пӗлтермерӗç. Лашана çирӗм метр ытла малалла талпăнса кайнă хыççăн тин чарма пултартăм. Çийӗнчех ăна çăварлăхларăм, тилхепене хӗрсене тыттартăм та çухалнă кустăрмана шырама пикентӗм. Ăна тупса çул айккипе урапа патне нушаланса кустарса çитертӗм, Галинасем пулăшнипе тимӗртен тунă тӗнӗл çине чиперех вырнаçтарса хутăм. Пирӗн кӗтмен чăрмав кунпа кăна вӗçленмерӗ. Малалла каяс тесен тӗнӗл вӗçне урапа пăти чиксе хумалла. Тухса ӳкнӗ пысăк мар тимӗр татки мӗнле тăрăшса шырасан та тупăнмарӗ. Çакăн пек тертленсе нушаланнă самантра пире çӳлти Турă шеллерӗ пулмалла: мана ял хӗрринчи пахча карти çумӗнчи хурăн çаппи патне илсе çитерчӗ. Кил хуçисем çулла хурăн милки хатӗрленӗ хыççăн татăк-кӗсӗкӗсене карта çумне тухса тăкнă. Эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм, хулăнрах патаксене лав çине йăтса килсе хутăм, пӗрне хуçса кӗскетрӗм те тӗнӗл шăтăкне атăпа тапса кӗртрӗм. Хам йăлт йӗпенсе пылчăкланса пӗтрӗм, пассажирсене каялла таврăнма йăлăнса пăхрăм, анчах та вӗсем килӗшмерӗç. Пысăк кӗпер урлă каçрăмăр та аслă çулпа кайма шутларăмăр. Вăрман урлă тӳрӗрен кайсан аташса каясран шиклентӗмӗр. Çумăр çамрăксене пӗрре те шеллемерӗ, çума чарăнмарӗ. Пирӗн çинчи тумтирсен пӗр йӗпенмен вырăнӗ те юлмарӗ. Çул çине вак чуллă хăйăр (грави) тăкнă пулсан та кустăрма çумне çыпăçма пуçларӗ. Чӗлхесӗр янавар урапана пӗтӗм вăйран малалла сӗтӗрчӗ, ывăна пуçларӗ. Çӗнӗ Аксу тӗлӗнче пире Кивӗ Тимушкел шкул машини хуса çитсе иртсе кайрӗ, çул çинче урăх никампа та тӗл пулмарăмăр. Кун пек çанталăкра çынсем йыттисене те урама кăлармаççӗ… 

Эпир хамăр та шăнма пуçларăмăр, çăварти шăлсем пӗр-пӗрне лекми пулчӗç. Кун пек нушаллă çул çинче хамăр та, лаша та чирлеме пултарасси çинчен шутлама пуçларăм. Хӗрсене шăнтса чирлетес пулсан, айăпӗ мана лекӗ терӗм хам ăшра. Çавăнпа çурçӗр çитсе пынă самантра Азат ялӗ патне çитсе пынă чухне тутарсем патне кӗрсе çӗр каçасси пирки сăмах хускатрăм, анчах кăлăхах. Мӗн тумалла? Умра ӗне ферми çутисем курăнма пуçласан, лашана çавăнталла пăртăм. Ферма картишӗнчи электричество юпи çинче çунакан хунар çуттипе выльăх апачӗ хатӗрлекен пӳрт патне васкаса чупрăм. Унта, ман шутпа, хуралçă пулма кирлӗччӗ. «Шаннă йăвара кайăк пулмарӗ», унта никама та тӗл пулмарăм, алăкне сăлăп ярсах питӗрсе кайнă. Пирӗн телее, йывăç ферма пуçӗнчи пысăк мар тамбур хапхине питӗрмен, тултан хуçăк кӗреçе аврипе тӗреленӗ, сӳс пăявӗпе анчах çыхса хăварнă. Шӗвӗр вӗçлӗ тӗреве илтӗм те пăява салтса шала кӗтӗм. Ферма алăкӗсем тачă хупăнса тăманнипе, тамбура ӗне витинче çунакан хунар çути аванах ӳкет. Кунти типӗ те ăшă сывлăш пирӗншӗн çăлăнăç çăлкуçӗ пулса тăчӗ. Çӗр каçма вырăн шырас шутпа вите маччине улăхса кайрăм. Унта пулса çитмен ырашран хатӗрленӗ утă тултарнă. Симӗс уттăн ырă шăрши сăмсана кăтăкларӗ, пире хăй патне йыхăрнăн туйăнчӗ. Ӗшеннӗ лашана тăварса тамбура тăратрăм, лаша кӳлмелли хатӗрсене шала илсе кӗрсе пӗр кӗтесе майласа хутăм, маччаран янтă курăма антарса патăм. Хапха çилпе уçăлса кайманран шалтан алăк хăлăпӗсене пăявпа тӗвӗлесе çыхрăм. Ферма тăррине малтан хӗрсене хăпарма пулăшрăм, унтан хам та улăхрăм. Канлӗ çывăрма Турă панă утăран çемçе вырăн майларăм, унта хамăн юлташ-хӗрсене вырнаçтартăм, çиелтен çак курăкпах хулăн сийпе витрӗм, вӗсен çумне хам та кӗрсе выртрăм. Хăтлă вырăн çинче Галинасем пӗр-пӗрне хытă ыталаса выртрӗç, эпӗ Петровнан çурăмӗ çумне мӗн пултарнă таран таччăн тӗршӗнтӗм, хӗрӗн тикӗссӗн ӗçлекен чӗре таппипе кӗрнеклӗ кӗлеткин ăшшине туйма пуçларăм. Часах, сивӗ çумăр айӗнче тертленсе, нушаланса ӗшеннӗскерсем, тарăн ыйха путрăмăр…

Ирхине ирех эпӗ ӗне сума килнӗ дояркăсем калаçнипе тата витре чанкăртатнă сасăпа вăранса кайрăм. Куçа уçсанах лăпкăн çывракан юлташсене те вăратрăм. Пирӗн çири ӳт çумне çыпçăнса ларнă тумтир аванах типшӗрме ӗлкӗрнӗ. «Ферма ӗçченӗсем куриччен кунтан хăвăртрах каяр, пире ӗне вăрлама килнӗ тесе милици аллине пама пултарӗç», – терӗм хӗрсене. Мӗн пултарнă таран васкаса, канлӗ çисе тăракан янавара урама илсе тухса кӳлтӗм, урапа çине çисе ярайман утă юлашкине тата шӗвӗр вӗçлӗ хуçăк кӗреçе аврине хутăм. Тул çутăлманччӗ-ха, çумăр çума чарăннăччӗ, тӳпере çăлтăрсем мӗлтлетни лайăх курăнатчӗ. Сехет йӗпписем пиллӗкмӗш çурри кăтартнă вăхăтра пире çӗр каçма йышăннă «хăна çуртӗнчен» мӗн пултарнă таран хăвăрт тапрантăмăр. Аслă çул урлă каçсан лашана чартăм, урхалăха пушатса тип çырмара пуçтарăннă шыва ӗçтертӗм. 

Малалла, вăрман еннелле пынă май, кустăрмасем çумне çăра пылчăк çӗрлехинчен те вăйлăрах çыпăçма пуçларӗ. Ут урапана пӗтӗм вăйран талпăнса сӗтӗрме тытăнчӗ. Эпир лав çинчен антăмăр, лашана çăмăлтарах пултăр тесе, çуран утрăмăр. Пырсан-пырсан кустăрмасем çумне ернӗ çăра пылчăка хуçăк кӗреçе аврипе хăпăта-хăпăта пăрахма пикентӗм. Çăра пылчăк пирӗн атăсем çумне те çыпăçа пуçларӗ, тикӗссӗн утма кансӗрлерӗ. Çул тăрăхӗнчи лупашкасенче пуçтарăннă шыв пире пысăк пулăшу парса пычӗ. Ун пек вырăнта кустăрмасем те, атăсем те кӗске вăхăтлăха çилӗм пек çыпăçакан пылчăкран тасалма пултарчӗç. Эпир вăрман урлă каçнă вăхăтра таврана ирхи шурăмпуç çути киле пуçларӗ. 

Йӳç çырмин (ручей Кислянский) икӗ енче те ларакан пысăках мар Çӗнӗ Паланлă ялне çитнӗ самантра тул çутăлса çитрӗ, çывăхри вăрман хыçӗнчен кӗрхи хӗвел майӗпен тӳпенелле хăпара пуçларӗ. Çырма çинчи ансăр кӗпер урлă каçсан, сăрталла хăпарнă май, хӗрупраçсем, ещӗке хыçалтан чышса пырса, лашана пулăшрӗç. Ял хӗрринчи лаша вити патне чарăнса хăйăлтатма тытăннă кустăрмасене тикӗтлерӗмӗр. Ваннă вăрăм урапа тӗнӗлӗ çумӗнчен тимӗрçӗре ятарласа тунă урапа пăти кăларса, хурăн патакки вырăнне вырнаçтарса хутăм. Ял çумӗнченех иккӗмӗш бригадăн сахăр чӗкӗнтӗр ани пуçланать. Ман ӗçтешсем лав çине машинасем çинчен тăкăнса юлнă пылак тымарсене иле-иле хучӗç, унпа лашана илӗртсе алăранах çитерсе пычӗç. Эпир малалла та урапа çине лармарăмăр. Çуран утни пире кӗрхи сулхăн çанталăкра шăнма памарӗ. Эпӗ тилхепене йӗркеллӗн тытса пытăм, хӗрсем малта урхамаха тутлă кăшманпа илӗртсе утрӗç. Меречене те чиперех çитрӗмӗр, малалла хамăр ял еннелле çул тытрăмăр. Ку пулăмра лаша пӗкки çурмалла хуçăлмарӗ, урхалăх, хăмăтпа чӳлӗк пăявӗсем татăлса тарăхтармарӗç, тимӗр шинлă кустăрмасем саланса каймарӗç. Çак инкексем сиксе тухнă пулсан, пирӗн çул тата вăраха тăсăлма пултаратчӗ… 

Инçе çултан тăван Кивӗ Ӳселне çитсе кӗнӗ вăхăтра тăхăр сехет çитнӗччӗ. Манăн тертлӗ çул çинче çывăхланнă юлташсен куçӗсем савăнăçпа çиçе пуçларӗç, çепӗç чӗлхисем шӳтлеме тытăнчӗç. Çамрăк вӗрентекенсене хваттер умне тӗрӗс- тӗкелех антарса хăвартăм та ывăнса çитнӗ лашана шкул витине илсе кайса тăвартăм. 

Ку асран кайми паллашу каçӗ пирӗн чӗресене ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлчӗ. 

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество учитель