Митя
Дмитрий МОИСЕЕВ Калав
Кӗмӗлленнӗ çӳçне тирпейлӗн пуçтарса çăхан çунатти пек хуп-хура тутăрӗ айне пытарнă Валентина Ивановна хăйӗн виççӗмӗш хутри хваттерне картлашкапа вăйсăррăн утса хăпарчӗ. Кашни пусми çине икӗ урипе пусрӗ, çăмăллăн улăхма хал çитеймерӗ унăн. «Епле те пулин киле кӗрсе диван çине выртасчӗ», – шухăшларӗ паянхи тискер куна тӗлӗкре те тӗлленмен хӗрарăм. Хваттер тӗлне çитрӗ. Тимӗр алăка уçас тесе кӗпин кӗсйинчен çăраççи илсе шăтăка чикрӗ. Вăл çаврăнмарӗ. Валентина Ивановна уççа кăларса тепӗр хут чикрӗ, анчах вăл каллех вырăнтан хускалмарӗ. Мӗн пулнă? Кун пекки нихăçан та пулман-çке. «Ют çын ачине пытартăм-ши?» – пăраларӗ тăр-тăр чӗтрекен хӗрарăмăн пуçне хăрушă шухăш. Хуйха пула тăруках пӗркеленнӗ питне икӗ аллипе тытрӗ те стена тăрăх лăштăр шуса анса бетон урайне лак ларчӗ, масар çинчен таврăнса çывăхри столовăйра тăванӗсене, кӳрши-аршине ывăлне асăнтарса апатлантарнăскер. «Мӗн туса хутăм? Митя киле чӗрӗ-сывă таврăннă та алăка шалтан питӗрсе çывăрма выртнă, ывăннăскер ним туйми хуп турттарать ӗнтӗ. Эпӗ вара мӗнпур тăвана хурлăхлă хыпар пӗлтерсе йыхравларăм, ют çын ачине тăпрапа хуплаттартăм». Çан-çурăмӗ тăрăх сивӗ тар вар-хырăмне сивӗтсе чупса анчӗ, куçӗ тӗтреленчӗ, хуралса килчӗ, умри картлашка ача чухне географи урокӗнче вӗрентекен глобуса çавăрнă пек çаврăнчӗ.
Ăнсăртран Валентина Ивановнăн хăлхине кӗвӗ сăрхăнса кӗчӗ. «Митя, ывăлăм», – кăшкăрасшăнччӗ вăл, анчах калас тени таçта шалта, пыр тӗпӗнче, хӗсӗнсе юлчӗ. Юрă-кӗвӗ итлеме кăмăллакан ывăлӗ диван çинче канлӗн çывăрнине куçӗ умне кăларчӗ, вăй пухса ура çине тăчӗ. Алăкран шаккама аллине çӗклерӗ кăна – чӗри ыратнипе кӗвенте пек хуçланчӗ Валентина Ивановна. «Мӗн калас ывăлăма? Сенкер кăвак тӳпе пек куçӗнчен епле пăхас? «Эпӗ сана пытарса таврăнтăм», – теес-и? Чӗркуçленсе каçару ыйтас-и?..» – вун-вун ыйту татăлса анчӗ пурнăçӗнче хура-шурне сахал мар курнă хӗрарăм пуçӗ çине. Çавăнпах алăкран шаккаса шав кăларма, «Ывăлăм, аннӳ таврăнчӗ, уç», – теме хăюлăх çитереймерӗ.
Мӗн тумалла? Тăваттăмӗш хутра хуйха çурмалла пайланă Клавдия Сергеевна пурăнать. Столовăйран маларах таврăннă пускилӗ патне хăпарас тесе Валентина Ивановна картлашкан тепӗр пусми çине пусрӗ. Анчах пуçӗнчи 50 килограмлă сахăр миххи пек йывăр шухăшӗсем пӗтӗм вăйне пӗтерчӗç, хӗрӗх пиллӗке кăна çывхаракан, анчах хăйне çак самантра сакăр вуннăран каçнă кинемей пек туякан хӗрарăм тытса хăпармалли йывăç каштаран уртăнчӗ. «Клавье инкене мӗн калас? Ывăлăм килтине пӗлтерсен эпӗ ăсран тайăлнă тесе шухăшламӗ-ши? Тухтăра чӗнсе ухмахсен çуртне лартса ямӗ-ши?» – çавра çил çӗр çинчи тусана вӗçтерсе хăпартса пӗр кӗтесе илсе çитерсе купалантарнă пек капланчӗç шухăшсем.
Валентина Ивановнăн куçӗ умне сăпкара канлӗн çывăракан Митя тухрӗ. Кăкăр ачине килте хăварса ӗçе тухнăскер хăрушă куна аса илчӗ. Яланхиллех ирхи тăватă сехетре тăчӗ, шкула çӳрекен хӗрӗпе ывăлӗ валли вир пăтти пӗçерчӗ те юнашар поселокри фабрикăна çил-тăман витӗрех тухса утрӗ. Тӗттӗм, сивӗ çил пите çӗçӗпе сӗрнӗн кастарать, вырăн-вырăнпа утма çул та юрпа хупланнă, унта та кунта лартса тухнă çара туратсем кăна çула кăтартса пыраççӗ. Тарăн çырмана анчӗ çап-çамрăк Валентина. Унччен те пулмарӗ – ун умне кӗрт йыттисем чупса тухрӗç. Патнех çывхарчӗç. Кун пек чухне тарнин усси çуккине илтнӗ хӗрарăм юр çине тăсăлса выртрӗ. Туллашса вӗрекен йытăсем çывăхах пычӗç, тискер шăлӗсене кăтартса, чуна çӳçентерекен сасă кăларса алли-уринчен, хырăмӗнчен перӗнчӗç, çи-пуçне ура чӗрнипе тăрмаларӗç. Пӗр анчăкӗ качака çăмӗнчен çыхнă ăшă алсишне çыртрӗ те хывса илчӗ. «Пӗтрӗм! Тулаççех! Çăлăнаймастăпах! Кăкăр ӗмекен Митьăна ача çуртне ăсатаççӗ ӗнтӗ. Мансăр епле ӳсӗ-ши? Мӗн çисе пурăнӗ-ши? Камăн куçӗнчен пăхмалла пулӗ унăн?..» – шухăшласа выртрӗ Валентина.
Мӗн амакӗ? Тимлесе итлерӗ те – хăлхине йытăсен урнă сасси пачах кӗмерӗ. Сивӗпе мар, пӗчӗк çеç пепкин шăпишӗн хăраса ӳкнипе вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрекенскер куçне уçрӗ, пуçне пăрмасăр айккинелле пăхма тăрăшрӗ. Лайăхах курчӗ, йытăсен ушкăнӗ сăрталла чупса хăпарчӗ. Ура çине тăчӗ Валентина, тумӗ çинчи юра силлесе фабрикăна, йытăсем чупнă еннеллех, вирхӗнчӗ. Ӗçе кая юлма хăнăхман вăл. Юрать, кӗрт йыттисем куç умне текех пулмарӗç...
Лара-тăра пӗлмен Митьăна ача сачӗн воспитателӗ ытараймастчӗ. Питӗ ир утма хăнăхнăскер кун каçа ăçта кăна кӗрсе тухмастчӗ-ши, ăçта кăна хăпарса анмастчӗ-ши? Икӗ çултах аван калаçма хăнăхнăскерӗн астуса юласлăхӗ вăйлă аталаннăччӗ. Малтанхи кун воспитательница вуласа панă сăвва Митя тепӗр кунхине пăхмасăр каласа пурне те тӗлӗнтеретчӗ. Ашшӗ-амăшӗн пухăвне пырсан 20 ачана пăхакан хӗрарăм Валентина Ивановнăна ывăлӗ пирки каласа пӗтерейместчӗ. «Курсах тăр, эпӗ каланине астуса юл, Митя питӗ ăслă çын пулать», – мухтатчӗ пӗрмай.
Шкула та пӗр çул маларах кайрӗ Митя. Авăн уйăхӗн 10-мӗшӗччен садикех çӳрерӗ-ха, ун хыççăн чăтаймарӗ – кӳршӗри юлташӗсемпе 1-мӗш класа чупма тытăнчӗ. Виçӗ кунран Валентинăна шкула чӗнчӗç. «Ывăлу вӗренме пултарать, ăсӗ пур, ăнтăлăвӗ те çук мар», – терӗ класс ертӳçи. Анчах ырă çак хыпара ун чухне мăшăрне калаймарӗ вăл – вар-хырăмӗ ыратнипе малтанхи каç васкавлă медицина пулăшăвӗн машинипе леçнӗскерӗн чӗри больницăри реанимаци уйрăмӗнче тапма чарăннă.
Вăтăр çултан каçнă-каçманах виçӗ ачапа тăрса юлчӗ Валентина. Упăшкине юлашки çула ăсатнă хыççăн пепкисемпе шăкăл-шăкăл калаçса ларнă вăхăтра пуçӗнчи кăвакарнă пӗрремӗш пӗрчӗсене суйласа татрӗ. Çирӗп кăмăллă хӗрарăм шуралнă çӳç пӗрчисене: «Тăпăлтарса пӗтеретӗпех сире, ачасене ура çине тăрататăпах, ватăлтараймастăр мана», – терӗ хăйӗн ăшӗнче. Пӗтӗм пурнăçне ачисене халалларӗ, чунӗ тăвăлса килнӗ самантсенче хире тухса упаленсе, уласа макăрчӗ, анчах куççульне хӗрӗпе ывăлӗсене пӗрре те кăтартмарӗ.
Эх, мӗн тери савăнчӗ Валентина Ивановна Митя культура институтне вӗренме кӗрсен. Анчах хулари аслă шкулта ăс пухнă май унта ӳснӗ ачасемпе туслашни усса каймарӗ, пăсăлчӗ каччă. Занятисем хыççăн тусӗсемпе пухăнса эрех ӗçрӗ, пирус туртрӗ. Кун пирки Валентина Ивановна ывăлӗ киле виçӗ эрне таврăнманнине пула института кайсан пӗлчӗ. Чунтан хурланчӗ. Тӗп киле юлмалли ачине тӳрӗ çул çине кăларма тăрăшрӗ. Кашни эрнерех аслă шкула пырса çӳрерӗ, ывăлӗ пурăнакан общежитири комендантпа, воспитательпе калаçрӗ. Усал йăласемпе туслă юлташӗсенчен сивӗнме, мӗнпур вăхăтне вӗренӗве уйăрма пултарчӗ Митя. Кашни канмалли кунах тăван килне таврăнчӗ. Чупса кӗретчӗ те хваттере, залра çаврăннă май: «Эх, мӗнле лайăх килте, епле лăпкă!» – тетчӗ, амăшӗ ятарласа ун валлиех пӗçернӗ купăста кукăльне тутанма çавра сӗтел хушшине вырнаçса ларатчӗ. «Пӗрремӗш ачам ывăл пултăр – кукăль сăмсине касса пар-ха», – сӗнетчӗ амăшне.
...Асаилӳсен йывăр авăрне путнă Валентина Ивановна тăна кӗнӗ пек пулчӗ, унăн хăлхине каллех юрă кӗчӗ. Ывăлӗ питӗ кăмăлланă кӗвӗ. Пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанӗ таранах хура тум тăхăннă хӗрарăм: «Митя!» – тесе кăшкăрчӗ, унтан хăй сассинчен хăраса тăваттăмӗш хута чупса хăпарчӗ – Клавдия Сергеевнăн хваттерӗ умне хăш вăхăтра çитсе тăнине те сисмерӗ. Кил хуçи пысăк хуйхăллă хӗрарăма курсан сехӗрленсе ӳкрӗ, шурса кайса ӳкме тăнăскере хулӗнчен тытса ӗлкӗрчӗ, çавăтса килне кӗртрӗ.
Юлашки вунă-вун пилӗк минутра мӗн пулса иртнине те ăнланман Валентина Ивановна сăмах чӗнме аптăрарӗ. «Клавье инке, эпир паян Митьăнах пытартăмăр-и?» – тесе ыйтасшăнччӗ вăл, анчах хуравне кӳрши те пӗлмессине кура шарламарӗ. Ара, тупăка уçман-çке. Икӗ уйăх каялла йӗп пек çухалнă Митьăна вӗри шывăн уçă пăрăхӗнче тупнă, ӳчӗ пиçнӗрен самаях сăнсăрланнă вăл, паллама та йывăр. Моргра çичӗ эрне ытла выртнă.
– Клавье, моргри виле манăн ачах пулнă-ши? – пилӗк минут пӗр сăмах чӗнмесӗр ларнă хыççăн тутине хускатрӗ шуранка сăнлă хӗрарăм.
– Кăкăрӗ тӗлӗнчи тур палли палăратчӗ, суккăр пыршине каснă йӗрӗ çухалман терӗн-çке. Ывăлун виллине пăхма кайса килсен кӗпи-йӗмне кăларса кăтартрăн, унăнахчӗ. Килтен тухса кайнă чухне тăхăннă çи-пуçахчӗ. Хам курса юлтăм вӗт, – тавăрчӗ Клавдия Сергеевна.
– Пӗлместӗп, Митьăн тумне урăх яша тăхăнтартнă пулӗ, – сăмахне тăсрӗ алли-ури чӗтренине чарайман хӗрарăм.
– Мӗншӗн ун пек калатăн?
– Митя килте çывăрать, – хальхинче хăйне ухмахсен çуртне лартса ярасран шикленмесӗрех калаçрӗ Валентина Ивановна.
«Упăшкине, ачине пытарнă кӳршӗ ăсран тайăлма пуçланă», – çапла диагноз лартрӗ Клавдия Сергеевна, мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех медсестрара ӗçленӗскер. Кухньăран шыв ăсса килчӗ, кӳршине ӗçме сӗнчӗ, тути типсе çуркаланнă пулин те Валентина Ивановна куркана тытаймарӗ.
– Икӗ уйăх çӗр çывăраймасăр пурăнтăм, пӗр пăт чухлӗ начарлантăм, аллăм типсе хăрчӗ, пуçăмра шуралман пӗр çӳç пӗрчи юлмарӗ. Кам тытса усранă манăн ачана? Мӗншӗн киле яман? Халӗ тата ют çын ачине пытартăм, – хăйпе хăй калаçрӗ Валентина Ивановна.
– Айта, сан патна пӗрле анар, – ним тума пӗлменрен сӗнчӗç Клавье инкепе упăшки.
Анчӗç. Алăк каллех уçăлмарӗ.
– Каларăм вӗт сире, ывăлăм килтех çывăрать, – хăйӗннех печӗ Валентина Ивановна, куçӗнче пысăк шанчăк палăрчӗ.
Хытах шаккарӗç – пӗрех уçмарӗç.
– Таçта чуралăхра пурăннă-ха вăл, çавăнпа халӗ вилнӗ пек çывăрать ӗнтӗ, – ывăлӗ чӗррине шанса унăн хăтланăвне тӳрре кăларма тăрăшрӗ хура тумлă хӗрарăм.
Шăв-шава илтсе ытти пускил те тухрӗ. Алăк уçăлманран пуртăпа хирме шухăшларӗç. Аран-аран уçрӗç алăка. Валентина Ивановна пӗтӗм вăйне пухса пушмакне хывмасăрах вирхӗнсе кӗчӗ, залри дивансемпе креслăсем çине пăхрӗ, çывăрмалли пӳлӗмре, кухньăра чупса çаврăнчӗ, туалета, ваннăя пуçне чикрӗ, анчах ывăлӗ ниçта та çук. Чӳречесен умне чупса пычӗ, карăсене сирчӗ – нихăшӗ те уçă мар. Хăйӗн куçне ӗненмесӗр чӗркуçленсе, упаленсе пырса дивансемпе краватьсене, пукансемпе креслăсене икӗ аллипе тытса пăхрӗ, сăтăрчӗ. Юратнă Митя ниçта та çук. Унтан залри урай варрине тăсăлса выртрӗ те:
– Мӗншӗн çук-ха эсӗ, Митя? Мӗншӗн килте мар? – пӗтӗм çурта янăраттарса кăшкăрчӗ 18 çулти ывăлӗсӗр тăрса юлнă хӗрарăм. Йӗри-тавра тăракан кӳрши-арши пӗр-пӗрин çине ним чӗнме аптăраса пăхса тăчӗ. Юнашар хваттертен илтӗнекен кӗвӗ те вӗсен хăлхине кӗмерӗ…
Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев