Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
Ҫамрӑк ҫыравҫӑсемпе блиц-интервью: ЕКАТЕРИНА КОШЕЛЕВА ТАТА ОЛЕСЯ МИХАЙЛОВА
Вулаканăмăрсене çамрăк авторсемпе малалла паллаштаратпăр. Пирӗн редакцин черетлӗ хăнисем – Екатерина Кошелева прозаикпа Олеся Михайлова прозаик тата сăвăç.
Екатерина Кошелева шкула çӳренӗ чухнех Чăваш Енри Йӗпреç районӗн «Çӗнтерӳшӗн» хаçачӗпе, Шупашкарта тухса тăракан «Тантăшпа», «Çамрăксен хаçачӗпе» тачă çыхăну тытнă. «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» сборникра пичетленнӗ. «Букварьтен – илемлӗ литературăна çити», «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсӗсенче тăтăшах çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçнӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче кăçал пичетленнӗ «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн «Вăрманти тӗлпулу» юмахӗ кӗнӗ.
Олеся Михайлова пӗрремӗш сăввине çичӗ çулта çырнă. Шкулта вӗреннӗ чух «Тантăш» хаçатра пичетленнӗ, «Букварьтен – илемлӗ литературăна çити», «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсӗсенче тӗрлӗ çулсенче мала тухнă. Чăваш кӗнеке издательствинче кăçал пичетленнӗ «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн «Виçӗ кăвакарчăн» калавӗ кӗнӗ.
Çамрăк çыравçăсен хуравӗсемпе паллашар-ха эппин.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
Екатерина: Тӗрлӗ шухăшлавпа, тавра курăмпа паллашмалли май.
Олеся: Литература маншăн – хавхалану çăлкуçӗ. Сăвă е калав çырсан эпӗ çав тери хӗпӗртетӗп, мана ку тӗрлӗ енчен аталанма хавхалантарать.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
Екатерина: Нумай пурăннă, курнă çынсемпе паллашни тата калаçни.
Олеся: Çемье, çутçанталăк илемӗ мана çырма хавхалантарать. Ялан япăххи пирки калакансемпе çыхланмастăп эпӗ, çумра позитивлă, пурнăç çине савăк кăмăлпа пăхакан çынсем пурри хавхалантарать. Çавăнпа эпӗ ырă, мал ӗмӗтлӗ çынсем çинчен çырма тăрăшатăп.
– Юратнă поэт, прозаик.
Екатерина: Сăвăсем чуна тыткăнламаççӗ. Константин Иванов килӗшет.
Олеся: В.Распутинăн, Ю.Скворцовăн хайлавӗсене вулама çăмăл пулнăран çав тери кăмăллатăп. Чăваш юррисене итлеме юрататăп, çавăнпа сăвă çыракан авторсенчен çаксем кăмăла каяççӗ: А.Юрату, С.Асамат, В.Шихранов.
– Юратнă кӗнеке.
Екатерина: Чăваш литературинчен Людмила Сачкова çырнă «Чӗкеçӗм, чӗкеç» кӗнеки.
Олеся: Ю.Скворцовăн «Уках хурăнӗ», В.Распутинăн «Живи и помни» кӗнекисем.
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
Екатерина: Марфа Трубинапа. Вăл мана темшӗн асанне пек туйăнать – нумай йывăрлăх витӗр тухнă, çапах та вăйлă, çынлăхлă, ырă кăмăллă юлнă. Ыйтас пулсан йăлтах каласа парассăн туйăнать.
Олеся: Тӗрӗк халăхӗсен писателӗсемпе тӗл пулма шухăш пур, пӗр-пӗр конференцие хутшăнса вӗсемпе калаçса курас килет.
– Пурнăç девизӗ.
Екатерина: Ӗçе вăхăтра тумалла.
Олеся: Пурнăçра пӗтӗмпех хамăртан килет. Нимӗн те туман çын çеç йăнăшмасть.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
Екатерина: Тӳрех аннене вулаттаратăп. Япăх çырнă пулсан та вăл хайлавра лайăх енсем палăртма пултарать, йăнăшсем пирки ачашшăн асăрхаттарать.
Олеся: Хамăн ачасене вуласа паратăп. Вӗсене сăвă килӗшет-и е çук – сăнран пăхсанах паллă.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев