Сувар

г. Казань

16+
Литература кăларăмӗ

Панулми садӗнче

Çулла çитсен колхозăн панулми сачӗ ачасене илӗртме пуçлать, уйрăмах çу варринче. Вӗсем ушкăнăн-ушкăнăн сад патнелле кайса инçетрен сăнаса çӳреççӗ, пиçсе çитмен панулмисене татса тухма ӗмӗтленеççӗ. Миккин те колхоз садне çитсе панулми тутанса пăхас кăмăл çуралчӗ, вăл çакна пӗр урамри юлташӗсене каларӗ.

– Атя панулми садне каятпăр. Унта китайка текен сорт ӗлкӗрнӗ, тутлăланнă теççӗ. Эх, тутанса пăхас килет çавна!

– Панулми çиме вăхăт çитмен вӗт ара. Анне Сăпас çитсен кăна панулми татса çиме юрать тет. Колхоз садне Кавӗрле пиччепе арăмӗ сыхлаççӗ-çке. Вӗсен усал йытă та пур теççӗ, – шикленчӗ Михха.

– Мӗн хăраса ӳкрӗн эс тата? Ан хăрăр, эп йăлтах шутласа хунă. Эпир Кавӗрлене те, арăмне те, йыттине те улталăпăр. Манăн хамăн план пур...

Микки хавхаланса калаçнă хыççăн ачасем унпа килӗшрӗç, ун «планне» шанчӗç, пӗрле кайма тӗллев лартрӗç. Панулми питӗ тутанса пăхас килет-çке! Çапла вара вӗсем çырма урлă каçрӗç те çеремпе утрӗç, кăшт кайсан посадка пуçланчӗ. Çур çухрăм йывăçсен речӗпе пырсан çырма леш енче улма сачӗ курăнса кайрӗ.

– Халӗ çыран хӗррине выртăр. Сăнар-ха, хуралçисем ăçта-ши? Пӗрисем çӳл енне пăхăр, теприсем – аял енне, – çар командирӗ пек хушрӗ Микки.

Ачасем çырма леш енчи сад пахчине сăнама пуçларӗç. Акă Кавӗрле пичче сад вӗçне йыттипе васкамасăр утса тухрӗ те вӗсем выртакан посадка çине тинкерсе пăхрӗ.  Курать-ши вăл вӗсене е çук-ши? Ун арăмӗ Кулине ăçта-ши? Кавӗрле пӗччен кăна пулсан ачасен планӗ пурнăçланма пултарать-ха. Арăмӗ те кунтах-ши, вăл пулсан мӗн тумалла?

– Михха, Миккуль, Санюк, эсир çакăнта юлăр. Эпир Ахуньккапа иксӗмӗр çӳлелле утатпăр. Эпир сад пахчин çӳл енне çитсен эсир ура çине тăрăр та хăвăра кăтартăр, çырмаран сад енне каçнă пек тăвăр. Сире курса Кавӗрлепе арăмӗ сад пуçне ансан эпир Ахуньккапа садăн леш пуçӗнчен кӗретпӗр те панулми татса тухатпăр. Эп китайка ăçта ӳснине пӗлетӗп, мана аслисем каланăччӗ, – командир рольне пуçӗпех кӗрсе кайрӗ Микки.

Унтан вӗсем иккӗн çырма хӗрринчи йывăçсен çумӗпе çӳлелле утрӗç. Шăвăнса тенӗ пекех çырмана анчӗç, пӗр вăхăт тӗмсем хыçне пытанса сăнаса ларчӗç. Хăранипе хаш-хаш! сывлаççӗ хăйсем, чӗрисем кăлт-кăлт! туса тапаççӗ.

– Пире асăрхамарӗç пулмалла, атя шыв урлă каçса сада кӗрер, –  пăшăлтатса каларӗ «командир».

Вӗсем тапаланса, аллисемпе çӗре тыткаласа çыранран хăпарчӗç те сада кӗрсе кайрӗç. Пӗшкӗнкелесе утса китайка ӳсекен вырăна çитсе тăчӗç, сап-сарă панулмисене татса çисе пăхрӗç. 

– Пулсах çитмен те... Пурпӗр  татса каясчӗ-ха ку китайкăна... – терӗ Микки.

Унтан ачасем панулмие татса хырăмӗ çумне майки ăшне хума тытăнчӗç.

– Ах, шельмăсем! Эсир кунта-и-ха?! Эсир çапла вăрра кӗретӗр-и-ха?! Эп сире паçăрах куртăм вӗт çырмара, – пӗр кӗтмен çӗртен инçетрен илтӗнчӗ Кавӗрле хуралçă сасси.

Унччен те пулмарӗ – чупса килекен йытă сасси те илтӗнсе кайрӗ. Ачасен ним тума çук, мӗншӗн тесен хуралçă йытти усал теççӗ. Тармалла пулсан хăваласа çитсен ураран çыртатех. Çавăнпа ачасем çырманалла тарас вырăнне панулми йывăçӗ çине хăпарма шутларӗç. Ахунькка хăпарса ӗлкӗрчӗ-ха. Микки вара шăлавар пӗççине туратпа çаклатрӗ, ăна вӗçертес тесе тăсăлчӗ те – турат шартлатса хуçăлчӗ. Ача персе анчӗ. Вăл çав вăхăтрах резина мечӗк пек сиксе тăчӗ те тепӗр турат çине улăхса ларчӗ. Çак самантра çăмламас йытă та чупса çитрӗ, çӳлелле кармашса хулăн сасăпа хамлатса çине-çине вӗрчӗ.

– Капрал, çитет! Ан тив, ан вӗр! – çитсе тăчӗ Кавӗрле пичче.

Ачасем сиксе чӗтреççӗ, йӗрес патне çитнӗ.

– Ма хуçатăр улмуççисене? Ма пиçсе çитмен панулмисене тататăр, сая яратăр? Халь эсир пӗрре çыртатăр та пăрахатăр. Вара вӗсем çӗрсе сая каяççӗ. Панулмисене пулса çитсен колхоз ял çыннисенех валеçсе парать вӗт, хăвăрах çиетӗр кайран. Вӗсем ун чух шултра та, тутлă та пулса çитеççӗ. Халь вара панулмие çăвара хыпсан йӳçӗ калать вӗт, чăмлама та май çук, – ăнлантарать хуралçă.

– Кавӗрле пичче, йыттăра илӗр-ха. Эпир урăх кунта сиртен ыйтмасăр панулми татма килместпӗр... Сăпас çитессе кӗтӗпӗр... – куççульпех йӗрсе ячӗ «командир».

Николай ЛАРИОНОВ.

Сăнӳкерчӗк: «GigaChat» нейросеть. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев