Сысна туйӗ – 2
Пăва районӗнчи Пӳркелӗнчи ял библиотеки кăларакан «Тăхăрьял» литература альманахӗн 19-мӗш номерне кӗртнӗ калавсенчен пӗрне вулакансене хаклама сӗнетпӗр
Питравкка. Шăрăх. Кил-картишěнчи ěçсене пěтерсе тěкěр умне пырса лартăм. Паян манăн шкула каймалла, пирěн класăн тěлпулу каçě, калама кăна вěт – 15 çул иртнě вěренсе пěтернěренпе. Кая юлас мар-ха, вăхăтлă каяс. Шкул вăхăтěнчи пек: “Каллех Чалышева опаздыват!” – тесе каласа хума та пултарěç. Çав самантра пӳрт алăкě яри уçăлса кайрě те, Хветуç аппа тарăхса: “Кӳршě, атя-ха, сысна хускалнă, сирěн аçа патне илсе килесшěн, ниепле те çул урлă каçараймастпăр. Сирěн сысна аçине хамăр пата илсе каяр-тăр. Пирěн амана виççěн хăваласан та илсе килеймпестпěр», – терě.
– Ну, атя частарах, ман паян “Встреча выпускников”, васкамалла, – терěм эпě.
Хветуç аппасем пиртен аслă çул леш енче пурăнаççě. Кăçал çула юсаса “Мăкăр чулě” сарчěç. Шап-шурăскер, хěвел çутине пула вăл енне пăхма та çук, куçа илет. Мăшăра чěнтěм, сыснана хăваласа кайрăмăр. Пирěн Пуркка та кутăна печě, кат леш енче хăва сулхăнěнче хартлатса çӳрекен Нюркка патне ниепле те каçмасть. Кат патне çитет те сиксе тапать каялла, пӳрт умне çитет те тăрать. 6-7 хут та пулчě çапла. Вăхăт та çук. Çитменнине тата пăчă. Хветуç аппасем çулăн леш енче сыснипе аппаланаççě, эпир ку енче сысна хăвалатпăр. Усăсăр. Тěл пултараймастпăр. Унччен те пулмарě, арçынсем сысна аçине ик хăлхинчен çавăрса тытрěç, эпě хыçалтан тěртсе кат çине сěтěрсе-тěртсе улăхтарса тепěр енне антарсах ятăмăр. Тинех иккен! Хаш сывласа ятăм. Пирěн самăр Пуркка кӳршěсен сысна ами енне 3-4 утăм турě те, йăванса кайрě. Ăнсăр пулчě. Çапсан та тăмасть, куçне те уçмасть. Хăлхисем кăвакарчěç. Пěтрěмěр! Цетнерлă сыснана вěлертěмěр! Хайхискере хупăрласа илтěмěр. Мěн тăвар? Шутлатпăр ушкăнпа.
– Сывлать ха, вилмен.
– Сивě шыв сапас!
– Юрамасть. Сразу вилет. Сапса курнă.
Хăва турачěсене хуçса тӳрě хěвел пайăркисенчен пытарса хӳшě туса хутăмăр. Çынна мěн – выльăха çавă,– терěм те эпě, медсестра пулнипе сыхăсăр мар, киле пěрремěш пулăшу пама лекарствосем илме чупрăм. Манпа пěрле пăянампа Хветуç аппа (вěсем ун чухне чиркӗве çӳреме тытăннă кăна ха) пěр-пěрин çине пăхса илсе: “90-мěш псалом!”– терěç те вěçтерчěç килěсене кěлě кěнекисем илме. Эпě 2-3 укол туса пěтернě çěре карчамассем сысна умěнче сăх сăха-сăха иккěшě икě тěрлě кěлě сасăпах вулаççě. (Турă каçартăр). Кам-тăр сысна ӳтне сăтăркалать. Юн таппи аванрах палăра пуçларě, ну сысна вăранмасть. Мěн тăвар? Аслă çулпа Матви тете килет. Пимěрсел кěрӳшě Питравкка уявне тума Пимěрселне каймасăр юлмасть. Чарăнчě. Ĕç-пуç мěнлине пěлсен вěри шывра пăшăхланă вěлтěрен милěкěпе çапма хушрě. Шанмалла-и, çук-и? Пурте пěлетпěр, Матви тете мăшкăлчах. Ну пирěн урăхла май çук. Пăянампа Хветуç аппа чуптарчěç, пěри – вěлтěрен милки татма, тепри – чейник лартма. Аяккинчен пăхсан – кулса вилен, улт-çичě çитěннě çын, 40 градус шăрăхра сыснана вěлтěрен милкипе мунча кěртетпěр. Усси пулчě. Сысна куçне уçрě. Сасă пара пуçларě. Анчах ури çине тăмасть. Кӳршěсен трактор кӳми çине йăтса хутăмăр. Сěтěрсе каяймастпăр. Йывăр. Юри тейěн пěр машина та иртсе каймасть. Кӳршě Миша тетен те тракторě ěçлемест. Инçех мар хирте комбайн пăрçа вырать. Чěнсе килтěмěр. Комбайнран кӳме çаклатнă, ун çинче сысна выртать, хыçěнчен эпир пыратпăр. Кил умне çитсен пирěн сысна урапа çинчен хартлатса сиксе тăчě те чěввипе карташне кěрсе кайрě. Хӳрине курса юлтăмăр.
Тěл пулăва паллах кая юлса çитрěм. “Чалышева, опять опаздываешь!” – кěтсе илчěç мана 15 çул курман тантăшсем.
Елена Чалышева
Сăнӳкерчӗксем ok.ru/group/57589796765745 сайтри ушкăнран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Кулса вилмелле,сěpe kăcăk ))
0
0