Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ТЕЛЕЙ ПАТНЕ ТӖРЛӖ СУКМАК

Светлана Гордеевăн «Хакне хуман парне» кӗнеки пичетленсе тухрӗ Çӳлти хăвата йышăнма чунпа ӳссе çитмелле, хатӗрленмелле

Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Светлана Гордееван «Хакне хуман парне» хайлавсен пуххи пичетленсе тухрӗ. Кăларăма пилӗк калав кӗнӗ. Вырăсларан чăвашла чăваш халăх писателӗпе Денис Гордеевпа Ольга Васильева прозаик куçарнă. Редакторӗ – Ольга Иванова. Кӗнеке 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă.

Автор çынсен хутшăнăвӗсене ăста çутатса парать. Сăнарсем телей шыраççӗ, йывăрлăхсемпе кӗрешеççӗ, йăнăшаççӗ, такăнаççӗ, çӗнӗрен вăй пухса малалла талпăнаççӗ. Пурнăç тӗллевне тупасси пӗртте çăмăл мар иккен. Çут тӗнче вăрттăнлăхӗсем кашнинех уçăлмаççӗ. Тӗрӗслӗхе, çӳлти хăвата йышăнма чунпа ӳссе çитмелле, хатӗрленмелле-мӗн. Çакă «Хакне хуман парнере» те, ытти хайлавра та сисӗнет.

«Юрату тӗлӗнтермӗшӗсем» калаври Нинăпа Лена шкултан вӗренсе тухсан хулана килеççӗ. Кунта йăлт урăхла: ирӗк, тӗрӗслесе тăракан çук. Лена каччăсемпе çӳрессине вӗренӳрен мала хурать. Ачаранах ашшӗсӗр ӳснӗ Нина тантăшӗн çăмăлттайлăхне йышăнаймасть. Кирек мӗнле пулсан та çамрăк чӗре ачашлăхпа ăшăлăх енне туртăнать мар-и? Хӗр туссем хăйсен телейӗ патне тӗрлӗ сукмакпа утаççӗ. Хăшӗ суя, хăшӗ тӗрӗс-ши?

«Вăтăр виççӗ – Христос çулӗ» калавра автор пултарулăх çыннин тӗллевӗпе пурнăçри вырăнне тимлӗх уйăрать. Редакцире вăй хуракан Иванăн Ольга ятлă çамрăк поэтессăран интервью илмелле. Шалт аптăраса ӳкет каччă. «Унашкал богемăсемпе мӗнле калаçмалла? Мӗн çинчен калаçмалла?» – тет вăл. Спорт хыпарӗсене сăнаса тăракан журналистшăн литературăпа культура ыйтăвӗсене çутатасси ют иккен. Хăйне евӗрлӗ сăвăçпа паллашни Иванăн пурнăçне, тӗнчекурăмне тӗпренех улăштарать. Тӗлпулăва пуçтарăннă-хатӗрленнӗ чухне кун çинчен чухламасть те яш. Пӗлнӗ пулсан çав териех васкӗччӗ-ши кофейньăна?

«Халь ӗнтӗ – хӗлле» хайлаври Лиза урамра пач кӗтмен çӗртен пӗр арçынна тӗл пулать. Сак çинче лараканскер кивӗ пальтопа чăптаннă, ватах та мар пек, анчах сăн-пичӗ лутăрканнă. «Этемлӗхӗн мӗнпур нуши ун çине йăтăнса аннă тейӗн. Халран кайнă пекех ларать». Çак этеме тахçан таçта курнă пекех туйăнса каять Лизăна. Çавăнпа сăмах хушать те ăна. Арçын хăйӗн çинчен каласа пама пуçлать, асаилӳ авăрне путать: «Эпӗ пӗр хӗре аса илетӗп... Вăл мана ниме пăхмасăрах юрататчӗ, маншăн тесен тем тума та хатӗрччӗ. Унпа пӗрлешейнӗ пулсан паян кун çапла мӗскӗн сăн-питпе кунта çӳрес çукахчӗ. Хакламан эпӗ ун чухне чун шанчăклăхӗпе тасалăхне». Ăна итленӗçемӗн Лиза хăйӗн çамрăклăхне аса илме пуçлать. Хайхи арçын пӗлмен-курман этемех те мар-мӗн. Хӗрарăм хăй мӗн тери айван пулнине ăнланса илет.

«Сарă тетрадь уявӗ» калаври Вера Ильинична та иртнӗ кунсен ытамне путать. Упăшкине пытарнă хыççăн ăнсăртран унăн кун кӗнекине тупать вăл. Арçын пуçне килнӗ шухăшӗсене тетраде çырса пынă, ăна никама та кăтартман. «Юратура аслипе кӗçӗнни çук, кашниех ун умӗнче пӗр пек яваплă. Енчен те мăшăр уйрăлать пулсан, унта иккӗшӗн те айăпӗ пӗр пекех. Никам та юрату яваплăхне пӗр-пӗрин çине йăвантарма пултараймасть», – шăрçаланă Алексей Иванович. Сарă тетрадьри йӗркесене вуланă май Вера Ильинична мăшăрӗ мӗн тери пуян чун-чӗреллӗ çын пулнине ăнкарса илет. Шел, кая юлса...

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев