Вăрçа окопран курнисем
«Вăрçă тăршшӗпе нимӗçсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнă, Гитлера çӗмӗрсе аркатнипе мухтанакан, çав вăхăтра пӗр суран та илмен çынна ан шанăр, вăл передовойра пулман...»
Аслă вăрçă вӗçленнӗренпе 73 çул çитнине пур çӗрте те чаплăн уявларӗç. Хӗç-пăшаллă парадсем, авиашоусем. Пирӗн çар хăватне курса мăнаçлантăмăр. Ветерансем те юлманпа пӗрех ӗнтӗ. Мӗн тăвăн, вăхăт...
Уяв кунӗсенчен пӗринче районтан таврăнатăп. Машинăри магнитола «Радио России» канала кăна тытать. Унта радиоспектакль пырать. Вячеслав Кондратьевăн «Искупить кровью» повеçӗ тăрăх. Фронтовик-писателӗн хайлавне итлеме питӗ интереслӗ пулчӗ. Ржев çывăхӗнчи хаяр çапăçусем çинчен пырать унта сăмах. Усăсăр, кирлӗ мар çухатусем, тӗрӗсмарлăх, айванлăх, хăюлăх, шикленӳ, вилӗмпе пурнăç... Вăрçă çине тылран мар, окопран пăхакан çын çырни сисӗнет. Итлесе пӗтереймерӗм. Повеçӗн кӗске пайӗ кăна пыратчӗ радиопа. Киле таврăнсанах интернетра шыраса тупрăм çак повеçе. Ун хыççăн Кондратьевăн «Сашкине», «Асин капитанне», «Селижаровский трактне» кăсăклансах итлерӗм. Вăрçăри тӗрӗслӗхе вăл Союз арканма тытăннă вăхăтра уçса пама пуçланă.
Çитмерӗ мана. Интернетри поисковикра «Аудиокниги о войне» тесе çыртăм та Никулин хушаматлă писателе тупрăм. Николай Николаевич – паллă искусствовед, Ленинградра пурăннă, вăрçăра передовойра пулнă çын. Унăн «Воспоминания о войне» историллӗ хайлавӗнче вăрçă синкерӗсем çинчен ним пытармасăр çырса кăларнă. Трофейлă ылтăн сехетсемпе орденсене ылмаштарни, командирсен çарти «арăмӗсем», суранланни, çапăçу хирӗнче çӗрсе выртакан салтах виллисем çинчен пӗр суймасăр каласа парать ветеран хăйӗн асаилӗвӗнче.
«Вăрçă тăршшӗпе нимӗçсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнă, Гитлера çӗмӗрсе аркатнипе мухтанакан, çав вăхăтра пӗр суран та илмен çынна ан шанăр, – тет вăрçă витӗр тухнă çыравçă. – Вăл передовойра пулман, юн тăкман. Передовойра пулнă çын – вилме пӳрнӗ салтак. Унăн çăлăнăçӗ – суранланни кăна. Суранланмасан вăл пурпӗр пӗтет. Передовойра сывă юлма çук... Суранланман «паттăрсем» вӗсем е тылра çӳренӗ, пуçлăхсен «шестерки» пулнă. Чăн-чăн фронтовиксем 1,5 çын юлнă. Вӗсем те ăсран тайăлнисем кăна-тăр. Мӗншӗн тесен çапăçу хирӗнчен сурансăр тухсан та ăсран тайăлма пулать».
Çапларах вăл вăрçă тӗрӗслӗхӗ. Хăвăр итлесе пăхăр, ӗненмесен. Питӗ вӗрентекен япала.
Фашистсемпе çапăçса пуç хунă асаттесемпе кукаçисене асăнса «Вилӗмсӗр полк» шестви ирттернине эпӗ пирӗн, Совет Союзӗнче çуралса ӳснӗ ăрăвăн, таса тивӗçӗ пек курса çакна питӗ пысăка хурса хаклатăп. Урăх вăрçă ан пултăр тесен иртнине манмалла мар...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев