ВĂХĂТА ПАРĂНМАН ТӖПЧЕВÇӖ
Иван Николаевич Юркин (Юркка Иванӗ) тăван халăхне пӗтес хăрушлăх хупăрласа илнӗ тапхăрта çут тӗнчене килнӗ: кивӗ çырулăхне «ӗне çинӗ», Чăвашăн Сар çурчӗ саланнă, çынсене ӗмӗртен пыракан ячӗсене мантарнă, Туррисене çука кăларнă. Халăх кӗтӳçӗсӗр тăрса юлнă сурăх кӗтӗвне аса илтернӗ тапхăрта вӗсен хутне кӗни Раççейре айăплă ӗç шутланнă. Хăйне чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме çуралнă çын тесе пӗлтерекен пурнăçӗ çав тапхăрта урма-сурма пăтранчăк та историлле чӗрӗлӳ вăхăтне тӳр килет. Пăтăрмахсем, вăрçăсем, репрессисем, коллективизацисем, пӗр пăхсан тишкерӳçӗ тата хайлав ӗçӗпе пурăнакана саманан йӗс аллин чи хӗсӗк çурăкӗсем витӗр кăларнă, минкетнӗ, вăл каланине уяман. Çынсен вара ниме пăхмасăр «шатăртатнăçем шаларах кӗр» тенӗ пек, шух пуçне хирӗçӳсен авăрне чикнӗ, хăйӗн шухăшне калама тăрăшнă.
Хайлавлăх каçалăкӗнче ӗçлекен çынсен пурнăçне хак панă чухне, вăл ăçта çурални, епле çемье çавăрни тата тӗнчере юлашки кунӗсем – вӗсен пултарулăхне ăнланма пулăшни çинчен эпӗ пуçласа каламастăп.
«Чăвашсен пӗрремӗш профессилле çыравçи», хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ этнограф, таврапӗлӳçӗ, историк Юркка Иванӗ çуралнăранпа 160 çул çитнӗ кунсенче унăн шăпинче маларах асăннă пулăмсем мӗнле вырăн йышăнни çинчен аса илни вырăнлă пулӗ тетӗп. Мӗншӗн тесен паянхи çамрăк ăрушăн этнографăн тата çыравçăн харпăр пурнăçӗ çинчен калакан хыпарсем çукпа пӗрех.
Хӳтӗлевçӗ çурални
Юркка Иванӗ çуралнă вырăн – Тăхăрьял – пурнăç сулăнчăкӗсенче авалхи чăвашсен йăла-йӗркисене сыхласа хăварма пултарнă. Атăл тăрăхӗнче пӗртен-пӗр чăвашлăх утравӗ пулнă. 1863 çулхи мартăн 24-мӗшӗнче Пӳркел ялӗнче, вăтам удел хресчен çемйинче иккӗмӗш ывăл çуралнă. Пӗтӗмӗшле илсен, вăл çулсенче Тăхăрьял чăвашӗсем аслашшӗсем вӗрентсе хăварнă пурнăç йӗркине тытса пынă. Миссионерсем халăха «шыва кӗртесси» те ăнăçлах пыман ку тăрăхра. Ялсенче кашни çуртрах кӗтесре турăш, сар кӗлетре йӗрӗх усрасси – яланхи йăла пулнă. Ячӗшӗн православи йӗркисене те, чунӗсемпе чӳклевлӗх мешехисене пурнăçласа пурăнакан çемьере ӳссе çитӗнет Иван. Çамрăк çын ачаранах çавна курса, вӗсенче хутшăнса ӳснӗ пурнăç йӗркисем (Сурхури каçӗсем, Çăварни вăййисем, хӗр сухисем, ялӗпех вут витӗр тухни, вăййăн 40 каçӗ, Кӗр сăрисем, кӗлӗ-чӳклевсем, шуйттан вăййисем) вăл çитӗнсе çитсен тӗрленчӗксем, калавсем пулса унăн пултарулăхне палăртаççӗ, сăнланаççӗ. Çапла çуралаççӗ те ӗнтӗ шалтан пӗлсе, вӗсене юратса çырса кăтартнă этнографилле ӗçсем.
1869 – 1973 çулсенче кӳршӗ ялти удел шкулне пӗтернӗ Ивана ашшӗн шăллӗ Якур хулана илсе кайнă. «Пурнăçа астивсе пăхма», – тесе. Чӗмпӗрте унăн хăйӗн çурчӗ, çӗр виçекенӗн ӗçӗ, çемйи пулнă. Чӗмпӗрти шкул чăваш ачисемшӗн пӗртен-пӗр малалла вӗренмелли вырăн пулнăран Якур ăна çавăнта вырнаçтарнă.
Егор Иван Яковлевпа Пăрăнтăкри удел шкулӗнче, Чӗмпӗрти çӗр виçекенсен курсӗнче пӗрле вӗреннӗ пулсан та унпа туслă пулман. Те И.Я.Яковлев ăнăçлă карьера пуçласа янине ăмсанса, те урăх сăлтавпа, ача умӗнче И.Я.Яковлева кӗçӗнлетекен, хурлакан сăмахсем вӗçертнӗ. Пăрăнтăкранах пуçланнă вак хирӗçӳсем Чӗмпӗрте малалла тăсăлнă. Хăйне евӗр танлашу пулнă вăл. И.Я.Яковлев гимназие вӗренме кӗрсе Егор Юркинран иртсе каять. Ăна та çав шăпа кӗтме пултарнă, анчах Пӳркел чăвашӗ вăл тапхăрта авланса çемье çавăрма ӗлкӗрнӗрен, вӗренӗвне тăсма пултарайман. Унăн вӗчӗрхенсе пурăнасси çех юлать.
Иванăн амăшӗ те, И.Яковлевăн амăшне аван пӗлнӗскер, Чӗмпӗрти шкул директорӗ «вӗлтӗрен кайăкӗ» пулса çуралнине килти калаçусенче пытарман. Иван вара çав хавхана шкулта вӗренекенсен хушшинче сарнă. Усал сăмах утпа çӳрет тенӗ пек, вăл директор хăлхине те кӗрет. Сехӗрленсе каять Иван Яковлев.
Вăл халӗ, В.И.Ленин сӗннипе, пирӗн патшалăхра кухарка та çӗршыва ертсе пыма пултарать. Патша Раççейӗнче апла пулман. Тулли тата православилле çемьерен тухнă çынсем çех карьера тума пултарнă. И.Я.Яковлев «вӗлтӗрен кайăкӗ» пулсан та, шанчăклă хунтăлавçисем пулсан та, унăн карьерине сиен кӳме пултарнине аван ăнланнă. Алă айӗнчех шкулта хаяр тăшман çитӗннине асăрхасах тăнă пулмалла. Сăлтавӗ вăрах кӗттермен. Шкул директорӗ майлă самантпа усă курнă.
Чиперех вӗренӳре ӗлкӗрсе пыракан ачана «вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраймасть, чарусăр (директорпа тавлашнă самантсем те пулнă), шкул столовăйне кӗрпе-çарма кӗртмест» тесе шкултан хăвалаççӗ Юркина. Курăсăн, ку ячӗшӗн хуравлани çех пулнă. Шкула капла та сепаратизмпа революци путмăрӗ тесе айăплакансем нумай пулнă. Вырăссен пӗрремӗш революцийӗ вăй илсе пынă çулсенче шкулта вӗренекен шанчăксăр ачасене «начар вӗренет» тесе айăпласа кăларса янă, революцилле туртăмӗсене асăнман. Директорăн шкула сыхласа хăварас тӗллевпе çапла ӗçлемелле пулнă.
Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче 1876 – 1880 çулсенче Иванăн тӗнчекурăмӗ чăмăртанать. Çакă мал ӗмӗтлӗ ача умне темиçе хуравсăр ыйту кăларса тăратать. Çавсенчен пӗрремӗш вырăнта: Ăçта пирӗн истори? Камсем эпир – чăвашсем? Çав çулсенче Иван тăван чӗлхепе пӗрремӗш калавсем çырать. Кун пекки халиччен чăвашсен хушшинче пулман.
Юркка Иванне Чӗмпӗр шкулӗнчен кăларса ярсан хушаматне улăштарса Хусанти учительсен семинарине пырса кӗрет. Вӗренме илеççӗ. Сас-хура Иван Яковлев патне çитет. Ивана каллех вӗренӗвне тăсма памаççӗ. Ку ӗçе тума йывăр пулман. Семинари директорӗ Н.Ильминский И.Яковлевăн хăйматлăхӗ-çке-ха. Вăлах 16 çулти усрав хӗрне Екатеринăна 30-ти арçынна качча параканӗ.
Юркка Иванӗ, малалла вӗренес ӗмӗчӗ питӗ пысăк пулсан та, вăхăтлăха ун çинчен манать. Иван ашшӗ килӗнче пӗр çулталăк хирти хресчен ӗçӗсем ӗçлесе пурăнать, учӳксене, вăйăсене хутшăнать. Тăхăрьялта тӳресем чăвашлăха хӗсӗрленине курать. «Мӗншӗн капла пулса тухрӗ-ха?» – тесе шухăшлама анлă Пӳркел хирӗсенче вăхăт çителӗклӗ пулнă унăн. Пире хамăр иртнӗ пурнăçа мантарасшăн. Пиншер çул хушши халăха пӗтме паман пахалăхсем пӗр çын ӗмӗрӗ хушшинче йăмăхрӗç. Вӗсене сыхласа хăварма май пулмасан, çитес ăрусене вӗсем çинчен çырса çитерессинчен ырă ӗç çук пулӗ. Мансăр пуçне çакна кам пуçарӗ? Çак явапсăр ыйтусем унăн пурнăç тӗллевне палăртаççӗ: «Эпӗ тӗнчене чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме çуралнă-тăр».
Чăнлăх енне туртăнни ăна хăй тӗллӗн вӗренсе ăс пухма хистекен сăлтавсенчен пӗри пулнă. 18 çулти каччă вара вырăнти халăх юррисене, хӳхлевӗсене, кӗллисене çырса илме пикенет. Хăй те пӗчӗк калавсем хайлать. Çутçанталăкран çивӗч ăс-хакăл илнӗскере, халăх историйӗ – ун юррисенче сыхланса юлнине кăвак хуппи уçăлнă пек, чăнлăх патне илсе çитерет. Çав чăнлăха халӗ çитнӗ таран ентешӗсене уçса пама пултарнă. Юркка Иванӗн чăрсăр гипотезисем çакна уçăмлăнах çирӗплетеççӗ. Чăваш çынни пурнăçӗнче пӗр пӗтӗмле йӗркелӗх, чун çулне сийӗн-сийӗн пуçтарăнса çирӗпленнӗ пурнăç йӗркине – сăвва-юрра, йăла-йӗркене пуçтарса халăхра салатать. Юркка Иванӗ çав пуянлăха пухма тытăнать. Çӗршер чăваш ачи Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Халăха чиркӳ кӗнекисене çех вулаттарса çутта кăларма пулать теекенсем Иван Юркин ӗçӗсене «тӗттӗмлӗх сарать» тесе айăпланă. Юркка Иванӗ халăх фольклорне хăçан-тăр пӗтӗм никӗслӗ авалхи вӗрентӗвӗн пӗр ванчăкӗ пек ăнланать.
Вăл хăй тӗллӗн, вуласа пӗлӳ пухма тытăнать. Ӗçӗ те тупăнать – вулăсри писаре пулăшакан. Тӗнчекурăмне аталантарас текен кашни çын хăйӗн несӗлӗ, тăван халăхӗн иртнӗ кун-çулне тӗпчесе вӗренес чăнлăх патне килсе тухать. Иванпа та çапла пулса иртет.
Атăл тăрăхӗнче темиçе ӗмӗр хушши хăйсем çине килсе ернисен культуринчен витӗм илнӗ халăхсенчен пӗри – чăвашсем. Хунсемпе те хурăнташланнă вӗсем, тутарсемпе те туслашнă, вырăссене те вăрса ярайман, парăннă. Пурнăçӗнче авалхи этемсен шайне анса ларнă, анчах чăвашах пулса пурăнма пултарнă. Чăвашсем çинчен вырăс тӗпчевçисем 18-мӗш ӗмӗрччен ним начаррине те çырни çук, вӗсен сăпайлăхне кăтартакан ӗçсем пайтах. Степан Разин тата Емельян Пугачев пăлхавӗсем хыççăн чăвашсен менталитечӗ палăрмалла улшăнать. Халиччен вӗсем çинчен каланă ырă сăмахсем тӗксӗмленеççӗ. Патша çыннисем чăвашсене кӳрентерме пуçлаççӗ, вӗсен авалхи пурнăç йӗркисене хурлаççӗ, чӳклевӗсене тӗттӗмлӗх паллине çавăраççӗ. Çак ӗçсенче уйрăмах чиркӳ çыннисем тăрăшнине палăртмалла.
Вырăссен çырнисенче тӗрӗсех çырнă, анчах чăваш чӗлхипе йăлисене çителӗксӗр пӗлнӗрен, йăнăш пӗтӗмлетӳ тунă вырăнсемсӗр пулман. В.Н.Татищев, П.И.Рычков, В.К.Магницкий пек тӗпчевçӗсем çырнисем çамрăк Иван аллине лекеймен, паллах. Хамăр çинчен хамăр çынсем çырнисем сайра пулнă. Тури чăвашсем хыççăн 1880 çулта П.Васильев çӗршер юрăпа кӗлӗсем çырса илет. А.Реккеев, И.Иванов чăвашсен пурнăç йӗркисене çырса кăтартаççӗ. Н.Охотников сасă парать. Элшелӗнчи учитель Г.Тимофеев чăвашсен авалхи йӗркисене хурлас вырăнне «Тăхăрьял» этнографилле ӗçӗнче вӗсенче ырă вăй сыхланса юлнине савăнса пӗлтерет. Ӗçӗ пичете юрăхсăр килсе тухать пулсан та, Чӗмпӗр шкулӗнчи архивра алçыру хальлӗн сыхланакан ӗçе вуламан вӗренекен те юлмасть. Чăвашсен историне чăвашла пуçласа Э.Турхан çырса кăларать. Пӗртăван Турхансен ӗçӗсем Юркка Иванӗн халăха ăçталла тата еплерех аталантарас шухăшӗсемпе пӗр килеççӗ, хăш-пӗр вырăнсенче вӗсенчен иртсе те каяççӗ.
Пӗр тапхăрта вӗреннӗ чăвашсем аваллăхпа кăсăкланасси интеллигент «чирне» çаврăннă пулнă. И.Я.Яковлевăн «Симбирские ведомости» хаçатра пичетленни (28.03.1867 тата 04.04.1867) «Чувашский праздник «Учук», Хусан университетӗнчен вӗренсе тухнă чух çырнă диплом ӗçӗ те чăвашсен кивӗ йăли-йӗркисене халалланăскерсем пулнă. Вӗреннӗ чух Н.Фирсов профессор сӗннипе чăваш юмахӗсене, ваттисен каларăшӗсене пухса вырăсла куçарни те паллă. И.Яковлев та 1877 çулччен «пуç çӗкленӗ» халăхпа пӗр ушкăнра пулнă. Унăн тӗнчекурăмӗ Е.Бобровниковăпа пӗрлешсен 180 градуса çаврăнса ӳкет. Вăл малтан суйласа илнӗ тӗллевсене улăштарать. «Нам, чувашам, не суждено играть в истории самостоятельную роль, мы рано или поздно должны слиться с русскими», «Песни и предания, собранные И.Юркиным, ни с какой стороны не представляют интереса. Лишены всякого смысла, безнравственны», – ку Иван Яковлев тӗрлӗ çулсенче каланă шухăшсем. Акă Юркка Иванӗн ӗмӗчӗ: «Кашни пӗлӳ илнӗ чăвашăн несӗлсен еткерлӗхне пӗлмелле тата хакламалла. Тӗнчере пур ытти этеплӗхсене тăван пахалăхсем витӗр кăларса, чăваш сăнне çухатмасăр, йăхташсен ăс-тăнне çӳлерех шая çӗклесе пуянлатма тăрăшмалла. Çак икӗ юхăм пӗр еннелле юхма пултарайман. И.Яковлев тăван халăхне çутта кăларас тесе тунă ӗçсене никам та хурлас çук. Юркка Иванӗ те пирӗн асрах пулмалла. Пулас ăру çакна ăнланасса шанатăп.
Чул хушшинчи чечексем
Çулсем иртсен çамрăклах çуралнă ӗмӗчӗсем епле чӗрӗлӗх илнисене пӗтӗмлетсе Юркка Иванӗ хăйӗн гипотезисене чул çинче шăтса тухнă чечексемпе танлаштарма тытăнать. Юратнă «вăхăтлă çумăрсем пулнă пулсан, хам тата шăварнă пулсан, вӗсен пуласлăхӗ урăхла пулатчӗ», – тенӗ вăл.
1893 çулта Юркка Иванӗ «Золотой ключ к разгадке тайн Волжско-Камского Булгарского царства» ӗçне вӗçлет. Çав çулах Багдад енчи Ахмед ибн Фадлан Атăл çинчи пăлхарсен çӗршывӗнче пулса курнă хыççăн çырса хăварнă ӗçӗсене чăвашла куçарма тытăнать. Чăрсăр гипотезăсем çуратать, – вӗсем чул çине шăтса тухнă чечексене аса илтереççӗ. Ӳссе çитӗнесси иккӗллӗ пулнă. Юркка Иванӗн ӗçӗсемпе Болгари, Венгри ăсчахӗсем те кăсăкланаççӗ. 1897 çулта София университечӗн профессорӗ И.Х.Шишмановский унăн ӗçӗсене ырласа çырнă çыру ăна малалла ӗçлеме хистет. Раççейри хӗвелтухăçне тӗпчекен ăсчахсене чăваш-пăлхарсен историйӗ çине çӗнӗ куçпа пăхма пуçлаççӗ.
Чулхула таврашӗнчи чăвашсен хушшинче çуралса ӳснӗ, вӗсен чӗлхине пӗлнӗ Петербург университечӗн вӗрентекенӗ Ф.Фейсханов пăлхарсенчен юлнă палăксем çинчи çырусенчи араб саспаллийӗсемпе çырнă сăмахсенче чăваш сăмахӗсене тупнипе хавхаланса Юркка Иванӗ хăй шутӗнчен отпуск илсе Чӗмпӗр – Карсунь – Пенза хушшинчи сыхлав çӗр куписем çинчи хула юлашкисене тӗпчеме каять.
1902 çулта Н.И.Ашмаринăн «Болгары и чуваши» ӗçӗ пичетленсе тухать. Ăсчах – лингвист, чӗлхепе çыхăннă чăнлăхсем çине таянса, паянхи чăвашсем Атăлçи пăлхарсен тӳрӗрен-тӳрӗ тăсăмӗсем пулнине çирӗплетет. Çакă Юркка Иванне мăшăр çунат хушнă пекех килсе тухать. 1891 çулта студент Н.И.Ашмаринпа Мускавра калаçнисене пурнăçа кӗртес ӗмӗтпе, çаннисене тавăрсах Теччӗ, Тархан, Урюм, Пăлхар çывăхӗнчи кивӗ масарсем çинчи чул палăксене ӳкерсе Хусана, Мускава ярса парать.
1907 çулта Атăл тăрăхне венгрсен ăсчахӗ Дюла Месарош килсе çитет. Унăн тӗллевӗ чăваш халăхӗн юррисене пухасси пулнă. Çак ӗçе тума хатӗрленсе ятарласа чăвашла калаçакан пулнă. Пӗр авка вăл Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче те ӗçленӗ, кӗпӗрне тăрăх тухса çӳренӗ. И.Я.Яковлев çыннисем Юркка Иванне унпа тӗл пулма чăрмантараççӗ. Кӗтнӗ тӗлпулу августăн 18-мӗшӗнче Кивӗ Улхаш ялӗнче пулса иртет. Чăваш юррисен хакне пӗлекен ăсчахăн çакăн пек çырни пур: «Чăваш халăхӗн чи кивӗ те тасалăхне çухатман юррисем Пăва таврашӗнче сыхланса юлнă». Пăва таврашӗ вăл: Альших-Рункă, Элшел-Пӳркел, Таяпа-Чураппан – авалхи Пăлхара кӗрекен ялсем. Юркка Иванӗ пухнă юрăсем венгр ăсчахне çавăн пек пӗтӗмлетӳ тума май панă пек туйăнать.
1917 çулхи революцие Юркка Иванӗ хавхаланса кӗтсе илет. Вăл çӗнӗ юхăм чăваш халăхне çӗнӗлле улăштарасса шаннă. «Пирӗн чăвашсен çапла ман куç умӗнче çӗнелсе, ырăран-ырă пулса пынипе ватă чунăм çӗнӗрен çамрăкланса, савăнса тăрать. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗм çитнине куртăм», – тесе çырнă вăл. Анчах каярах, юнлă репрессисем тапранса кайсан, çак шухăш самаях улшăнать.
1918 çулта И.Я.Яковлев Чӗмпӗрте чăваш чӗлхипе «Халăх хыпарӗсем» хаçат кăларас шутпа Юркка Иванне чӗнтерсе унта ӗçлеме ӳкӗтлет. Иван Юркин килӗшмест. Каçараймасть вăл И.Я.Яковлев 1899 çулта «Пулхара» ура хунине. Çӗнӗ хаçат кун çути кураймасть.
Çитӗнсе çитсен
Аслă Тархан вулăсӗнчи писаре пулăшаканӗнчен пуçласа, тăватă вулăсра писарьте ӗçлесе, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи акциз управленийӗнче инспектор таран çӗкленнӗ Иван, ӗçри тăрăшулăхшăн Анненковский хăйăвӗпе кӗмӗл медаль илме тивӗç пулать (1905). Хула пурнăçне хастар хутшăнать, И.А.Гончаров çурчӗн никӗсне хывнă çӗре хутшăнать (1912). «Чӗмпӗр хулин Хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗçет (1914). Чӗмпӗрте чăваш музейӗ тăвас тесе çунса пурăнать. 1916 çулта ăна кӗпӗрнери таврапӗлӳ музейӗн пӗрремӗш сыхлавçине (директорне) суйлаççӗ. Раççейри тăватă наукăлла обществăсен хисеплӗ пайташӗ.
Хăй тӗнчене чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме килнине çирӗплетет. Çамрăклах суйласа илнӗ пурнăçӗнчи тӗллевне виличченех улăштармасть вăл. Хăйсен тӗнчекурăмне перчетке пек улăштаракансене чăваш ятне яракан çынсем пек йышăнать. Вăйлисен умӗнче пуç усманни – Пӳркелӗнчи Юрккасен йăхӗнче пыракан йăла вăл. Хăй сăмахне тытакан, пуçланă ӗçӗсене вӗçне çитерекен çынсем вӗсем. Çакна паянхи Юркинсем те çирӗплетеççӗ.
Юркка Иванӗ хăйсен йăх паллине пӗтӗм чăваш халăхӗн паллине çавăрас тӗллевпе пурăнать. Патшана сутăннă çынсем ăна пӗлӳ илме паман, кайран унăн пӗлӳсӗрлӗхне питленӗ. Анчах усăсăр. Юркка Иванӗ хăй тӗллӗн аталанса çав тапхăрти Раççейри прогрессивлă интеллигентсен шайне ӳссе хăпарать. Пуçарнă ӗçӗсенче сулмаклă утăмсем тăвать. Ун ӗçӗсем çинчен Атăл тăрăхӗнче çех мар, чикӗ леш енче те калаçаççӗ. Тӗттӗмлӗхри çиçӗм çути пек пулнă унăн гипотезисем, ăсчахсен хушшинче тавлашусем çуратнă. Ахальтен мар ӗнтӗ çакă. Унăн этнографилле, историлле ӗçӗсене Хусан университетӗнчи ăсчахсем: Н.И.Ашмарин, В.К.Магницкий, Н.Ф.Катанов, Н.В.Никольский çыру вӗççӗн тата хăйпе тӗл пулса мӗн çинчен тата еплерех çырмаллине асăрхаттарсах тăнă. Çакна архивсенче сыхланса юлнă çырăвӗсем çирӗплетеççӗ. Апла пулсан, Юркка Иванӗн çапла шухăшӗсем вăл шутласа тупнисем çех мар, паллă ăсчахсем килӗштерекеннисем пулнă. Ӗлӗк тата хальхи вăхăтра Юркка Иванӗн ӗçӗсене тикшӗрекенсем çак аспекта шута илменни ыйтусем çуратать.
Чӗмпӗрти акциз управленийӗнче инспектор ӗçӗ кӗперне тăрăх тухса çӳремелли вырăн пулнă. Яланах çул çинчи Юркка Иванӗ кирек ăçта пулсан та, вырăнти халăхсен (вырăс, мăкшă, тутар чӗлхисене вăл аван пӗлнӗ) фольклорне çырса илме вăхăт тупнă. Анчах тӗн ӗçӗсене çырнă чухне тăван Тăхăрьялта тухнă пуянлăхпа усă курнă. Çак таврана вăл чăвашсен йăли-йӗркисене сыхласа усракан юмахри каçалăк пек курнă. Çавна вырăс çыннисене кăтартасшăн пулнă.
Евлен Хирдина-Юркина (1891 –1989) каласа панинчен: «Иван тете тăрсан-тăрсан яла, ашшӗ çуртне, темле çынсем ертсе килетчӗ. Çурт умӗнче лашасем кăкараççӗ, тăкăрлăкра тарасаллă пус пурччӗ. Иван тете мана малтанах каласа хунăччӗ: «Енчен те çурт умӗнче тăрантас кӳлнӗ лашасем тăнине курсан, кас хӗрӗсем тухьясем тăхăнтарса, шӳлкемесем çактарса кӗвентесемпе пирӗн пусса шыв ăсма анăр». Вăхăт çитсен эпир аппасемпе пӗрле çапла хăтланаттăмăр та. Килнӗ çынсем, сухаллă вырăссем, пирӗн çине пăхса тăратчӗç. Чул çурт лартсан вара хăна-вӗрлен вӗçӗ те пулман. Иван тете питӗ савăнатчӗ пулмалла çавăншăн, пире супăньсемпе явлăксем парса хăваратчӗ».
Юркка Иванӗн «Манăн пурнăçăм» мемуарӗнче, вăл ашшӗ çуртне камсене илсе килни пирки çырни çук. Чӗмпӗрти пӗлӗшӗсем пулнă пулас. Ун патне В.К.Магницкий янă пӗр çырура: «Йăмăку качча тухмарӗ-и ха?» – тесе ыйтнă йӗркесем пур. Çакă Магницкий юлташӗн тăванӗсене те пӗлнӗ пек килсе тухать. Юркка Иванӗ хирӗç çырнă çырăвӗнче (1894 çулхи январӗн 27-мӗшӗ) «йăмăка дьякона качча патăмăр» тесе пӗлтерни пур.
Чул хушшинчи чечексем
Çулсем иртсен çамрăклах çуралнă ӗмӗчӗсем епле чӗрӗлӗх илнисене пӗтӗмлетсе Юркка Иванӗ хăйӗн гипотезисене чул çинче шăтса тухнă чечексемпе танлаштарма тытăнать. Юратнă «вăхăтлă çумăрсем пулнă пулсан, хам тата шăварнă пулсан, вӗсен пуласлăхӗ урăхла пулатчӗ», – тенӗ вăл.
1893 çулта Юркка Иванӗ «Золотой ключ к разгадке тайн Волжско-Камского Булгарского царства» ӗçне вӗçлет. Çав çулах Багдад енчи Ахмед ибн Фадлан Атăл çинчи пăлхарсен çӗршывӗнче пулса курнă хыççăн çырса хăварнă ӗçӗсене чăвашла куçарма тытăнать. Чăрсăр гипотезăсем çуратать, – вӗсем чул çине шăтса тухнă чечексене аса илтереççӗ. Ӳссе çитӗнесси иккӗллӗ пулнă. Юркка Иванӗн ӗçӗсемпе Болгари, Венгри ăсчахӗсем те кăсăкланаççӗ. 1897 çулта София университечӗн профессорӗ И.Х.Шишмановский унăн ӗçӗсене ырласа çырнă çыру ăна малалла ӗçлеме хистет. Раççейри хӗвелтухăçне тӗпчекен ăсчахсем чăваш-пăлхарсен историйӗ çине çӗнӗ куçпа пăхма пуçлаççӗ.
Чулхула таврашӗнчи чăвашсем хушшинче çуралса ӳснӗ, вӗсен чӗлхине пӗлнӗ Петербург университечӗн вӗрентекенӗ Ф.Фейсханов пăлхарсенчен юлнă палăксем çинчи çырусенче араб саспаллийӗсемпе çырнă сăмахсенче чăваш сăмахӗсене тупнипе хавхаланса Юркка Иванӗ хăй шутӗнчен отпуск илсе Чӗмпӗр – Карсун – Пенза хушшинчи сыхлав çӗр куписем çинчи хула юлашкисене тӗпчеме каять.
1902 çулта Н.И.Ашмаринăн «Болгары и чуваши» ӗçӗ пичетленсе тухать. Ăсчах – лингвист, чӗлхепе çыхăннă чăнлăхсем çине таянса, паянхи чăвашсем Атăлçи пăлхарсен тӳрӗрен-тӳрӗ тăсăмӗсем пулнине çирӗплетет. Çакă Юркка Иванне мăшăр çунат хушнă пекех килсе тухать. 1891 çулта студент Н.И.Ашмаринпа Мускавра калаçнисене пурнăçа кӗртес ӗмӗтпе, çаннине тавăрсах Теччӗ, Тархан, Урюм, Пăлхар çывăхӗнчи кивӗ масарсем çинчи чул палăксене ӳкерсе Хусана, Мускава ярса парать.
1907 çулта Атăл тăрăхне венгрсен ăсчахӗ Дюла Месарош килсе çитет. Унăн тӗллевӗ чăваш халăхӗн юррисене пухасси пулнă. Çак ӗçе тума хатӗрленсе ятарласа чăвашла калаçакан пулнă. Пӗр авка вăл Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче те ӗçленӗ, кӗпӗрне тăрăх тухса çӳренӗ. Кӗтнӗ тӗлпулу августăн 18-мӗшӗнче Кивӗ Улхаш ялӗнче пулса иртет. Чăваш юррисен хакне пӗлекен ăсчахăн çакăн пек çырни пур: «Чăваш халăхӗн чи кивӗ те тасалăхне çухатман юррисем Пăва таврашӗнче сыхланса юлнă». Пăва таврашӗ вăл: Альших-Рункă, Элшел-Пӳркел, Таяпа-Чураппан – авалхи Пăлхара кӗрекен ялсем. Юркка Иванӗ пухнă юрăсем венгр ăсчахне çавăн пек пӗтӗмлетӳ тума май панă пек туйăнать.
1917 çулхи революцие Юркка Иванӗ хавхаланса кӗтсе илет. Вăл çӗнӗ юхăм чăваш халăхне çӗнӗлле улăштарасса шаннă. «Пирӗн чăвашсем çапла ман куç умӗнче çӗнелсе, ырăран-ырă пулса пынипе ватă чунăм çӗнӗрен çамрăкланса, савăнса тăрать. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗм çитнине куртăм», – тесе çырнă вăл. Анчах каярах, юнлă репрессисем тапранса кайсан, çак шухăш самаях улшăнать.
1918 çулта И.Я.Яковлев Чӗмпӗрте чăваш чӗлхипе «Халăх хыпарӗсем» хаçат кăларас шутпа Юркка Иванне чӗнтерсе унта ӗçлеме ӳкӗтлет. Иван Юркин килӗшмест. Каçараймасть вăл И.Я.Яковлев 1899 çулта «Пулхара» ура хунине. Çӗнӗ хаçат кун çути кураймасть.
Çитӗнсе çитсен
Аслă Тархан вулăсӗнчи писаре пулăшаканӗнчен пуçласа, тăватă вулăсра писарьте ӗçлесе, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи акциз управленийӗнче инспектор таран çӗкленнӗ Иван, ӗçри тăрăшулăхшăн Анненковский хăйăвӗпе кӗмӗл медаль илме тивӗç пулать (1905). Хула пурнăçне хастар хутшăнать, И.А.Гончаров çурчӗн никӗсне хывнă çӗре хутшăнать (1912). «Чӗмпӗр хулин Хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗçет (1914). Чӗмпӗрте чăваш музейӗ тăвас тесе çунса пурăнать. 1916 çулта ăна кӗпӗрнери таврапӗлӳ музейӗн пӗрремӗш сыхлавçине (директорне) суйлаççӗ. Раççейри тăватă наукăлла обществăн хисеплӗ пайташӗ.
Хăй тӗнчене чăвашсен аваллăхне хӳтӗлеме килнине çирӗплетет. Çамрăклах суйласа илнӗ пурнăçӗнчи тӗллевне виличченех улăштармасть вăл. Хăйсен тӗнчекурăмне перчетке пек улăштаракансене чăваш ятне яракан çынсем пек йышăнать. Вăйлисен умӗнче пуç усманни – Пӳркелӗнчи Юрккасен йăхӗнче пыракан йăла вăл. Хăй сăмахне тытакан, пуçланă ӗçӗсене вӗçне çитерекен çынсем вӗсем. Çакна паянхи Юркинсем те çирӗплетеççӗ.
Юркка Иванӗ хăйсен йăх паллине пӗтӗм чăваш халăхӗн паллине çавăрас тӗллевпе пурăннă. Вăл хăй тӗллӗн аталанса çав тапхăрти Раççейри прогрессивлă интеллигентсен шайне ӳссе хăпарать. Пуçарнă ӗçӗсенче сулмаклă утăмсем тăвать. Ун ӗçӗсем çинчен Атăл тăрăхӗнче çех мар, чикӗ леш енче те калаçаççӗ. Тӗттӗмлӗхри çиçӗм çути пек пулнă унăн гипотезисем, ăсчахсен хушшинче тавлашусем çуратнă. Ахальтен мар ӗнтӗ çакă. Унăн этнографилле, историлле ӗçӗсене Хусан университетӗнчи ăсчахсем: Н.И.Ашмарин, В.К.Магницкий, Н.Ф.Катанов, Н.В.Никольский çыру вӗççӗн тата хăйпе тӗл пулса мӗн çинчен тата еплерех çырмаллине асăрхаттарсах тăнă. Çакна архивсенче сыхланса юлнă çырăвӗсем çирӗплетеççӗ. Апла пулсан, Юркка Иванӗн çапла шухăшӗсем вăл шутласа тупнисем çех мар, паллă ăсчахсем килӗштерекеннисем пулнă. Ӗлӗк тата хальхи вăхăтра Юркка Иванӗн ӗçӗсене тишкерекенсем çак аспекта шута илменни ыйтусем çуратать.
Чӗмпӗрти акциз управленийӗнче инспектор ӗçӗ кӗпӗрне тăрăх тухса çӳремелли вырăн пулнă. Яланах çул çинчи Юркка Иванӗ кирек ăçта пулсан та, вырăнти халăхсен (вырăс, мăкшă, тутар чӗлхисене вăл аван пӗлнӗ) фольклорне çырса илме вăхăт тупнă. Анчах тӗн ӗçӗсене çырнă чухне тăван Тăхăрьялта тухнă пуянлăхпа усă курнă. Çак таврана вăл чăвашсен йăли-йӗркисене сыхласа усракан юмахри каçалăк пек курнă. Çавна вырăс çыннисене кăтартасшăн пулнă.
Евлен Хирдина-Юркина (1891–1989) каласа панинчен: «Иван тете тăрсан-тăрсан яла, ашшӗ çуртне, темле çынсем ертсе килетчӗ. Çурт умӗнче лашасем кăкараççӗ, тăкăрлăкра тарасаллă пус пурччӗ. Иван тете мана малтанах каласа хунăччӗ: «Енчен те çурт умӗнче тăрантас кӳлнӗ лашасем тăнине курсан, кас хӗрӗсене тухьясем тăхăнтарса, шӳлкемесем çактарса кӗвентесемпе пирӗн пусса шыв ăсма анăр». Вăхăт çитсен эпир аппасемпе пӗрле çапла хăтланаттăмăр та. Килнӗ çынсем, сухаллă вырăссем, пирӗн çине пăхса тăратчӗç. Чул çурт лартсан вара хăна-вӗрлен вӗçӗ те пулман. Иван тете питӗ савăнатчӗ пулмалла çавăншăн, пире супăньсемпе явлăксем парса хăваратчӗ».
Юркка Иванӗн «Манăн пурнăçăм» мемуарӗнче, вăл ашшӗ çуртне камсене илсе килни пирки çырни çук. Чӗмпӗрти пӗлӗшӗсем пулнă пулас. Ун патне В.К.Магницкий янă пӗр çырура: «Йăмăку качча тухмарӗ-и ха?» – тесе ыйтнă йӗркесем пур. Çакă Магницкий юлташӗн тăванӗсене те пӗлнӗ пек килсе тухать. Юркка Иванӗ хирӗç çырнă çырăвӗнче (1894 çулхи январӗн 27-мӗшӗ) «йăмăка дьякона качча патăмăр» тесе пӗлтерни пур.
Çемье шăпи
«Çемье çавăрасси – утă тавăрасси мар», – тенӗ ваттисем, ун çине пысăк тимлӗх уйăрнă. Чăвашсенни пек кăткăс (чăпăркка пăрахни, килӗшни-çураçни, туй-çуй мешехисем, каччă, хӗр туйӗсем, хӗве хупни, çӗнӗ хӗр, çӗнӗ хăта) каччăпа хӗр, икӗ йăх хурăнташланни пур-ши тата тӗнчере? Çав йăла-йӗркесене тӗпчесе вӗреннӗ Юркка Иванӗн хӗрпе пӗрлешесси пачах урăхла килсе тухать. Вăл юратура ăнăçсăр çын пулнă. Пӗрремӗш юратăвне ултавпа пуян çынна ирӗксӗр качча параççӗ. Кун пирки вăл «Ульки» повеçре çырса кăтартать.
1893 çулта Кочущево салинче çураçнă хӗрӗ вилсе каять. Икӗ çул иртсен 31-ти Иван Карсунра пурăнакан Микулай кӗтӳçӗн 16 çулхи хӗрӗпе – Тарьепе – хăйне пăхма тара тытнăскерпе арлă-арăмлă пурăнма тытăнать. Венчете вӗсем 1900 çулта тин тăнă.
1896 çулта вӗсен ывăл ача çуралнă. Ăна Евстигней ят хунă. Гимнази хыççăн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă каччă, каярах Хӗрлӗ çар ретне тăнă. Унăн икӗ ывăл пулнă. 7-мӗш стрелоксен дивизийӗн штаб начальникӗн пулăшаканне Е.И.Юркин капитана 1937 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче СССР Верховнăй сучӗн Çар коллегийӗ РСФСР Уголовнăй кодексӗн 54-1б, 54-8 статйисемпе айăпласа Киев хулинче персе вӗлернӗ. Тӗрӗс мар айăплав пулнă вăл. Евстигней Иванович Юркина 1957 çулта реабилитациленӗ (Книга памяти политических репрессий, г.Ульяновск, том 1, стр. 142).
1897 çулта Юркинсен Мария хӗрӗ çуралнă. Вăл гимназире вӗреннӗ çулсенче ашшӗ хулара самай палăрнă çын шутланнă. Ун патне Чӗмпӗрте вӗренекен чăваш ачисем килсе çӳренӗ. Çавсен хушшинче çамрăк поэт К.В.Иванов та пулнă. Вӗсем çывăх паллашнă. Çамрăксен туслăхне хӗрӗн ашшӗ те ырланă. «Чăваш интеллигенчӗсем К.Иванова ман хӗрачана, гимназирен вӗренсе тухсан, качча илсе парасшăнччӗ. Икӗ писательтен хамăрăн Пушкин çуралмӗ-и?» – тесе çырса хурать вăл кун кӗнекинче (К.Иванова аса илеççӗ, Шупашкар, 1990 ç., 94 – 99 стр.).
К.Иванов вăхăтсăр вилнипе чăваш интеллигенцийӗн хăйсем шутланă пек туй тума тӳрӗ килмен. Мария 1922 çулта И.А.Таскина качча тухнă. Ӗмӗрӗ тăршшӗпех Горький облаçӗнчи Госбанк кантурӗнче бухгалтер пулса ӗçленӗ. 1982 çулта пурнăçран уйрăлнă. Унăн пӗр хӗр пулнă – Лида, 1926 çулхи. Лидăн хӗрӗ – Татьяна, 1950 çулхи. Татьянăн хӗрӗ – Марина, 1972 çулхи. Марина Владимировна Грачева мăн кукашшӗн (Юркка Иванӗн) 155 çулхи юбилейӗнче Пӳркелӗнче пулчӗ, наукăпа практика конференцине хутшăнчӗ. Музее кукашшӗн кивӗ фотоальбомне парнелерӗ. Унта Юркка Иванӗн тата унăн çемйин халиччен никам курман сăнӳкерчӗкӗсем пур. Марина физик, хальхи вăхăтра хăйӗн бизнесне илсе пырать.
1899 çулта Иванпа Тарьен Леонид ятлă ывăл çуралнă. Вăл Евстигней тетӗшӗ пекех гимнази хыççăн пурнăçне Хӗрлӗ çарпа çыхăнтарнă, граждан вăрçи витӗр тухнă. Ашшӗ ун патне 1939 çулта кайса килнӗ. Ывăлӗ Винница хулинче çар комиссариатӗнче ӗçленӗ. Еврей хӗрӗпе çемье çавăрнă, ачи, 10-мӗш класра вӗренекенскер, сăвăсем çырнă. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă.
1901 çулта Юркка Иванӗн тепӗр хӗр, Анна, çуралнă. Вăл Н.Князевпа çемье çавăрса пӗр хӗр ӳстернӗ. Мăнукӗ Юрий тата кӗçӗн мăнукӗ Саша 2012 çулта сарăмсăр вилнӗ. Анна ӗмӗрӗ тăршшӗпех Чулхулара бухгалтерта ӗçлесе пурăннă, унтах çӗре кӗнӗ.
1905 çулта Юркка Иванӗн кӗçӗн хӗрӗ Антонина çуралнă. Кирлӗ пек пӗлӳ илеймен вăл. Ӗмӗрӗ тăршшӗпех çӗвӗçӗ ӗçӗпе пурăннă – Чӗмпӗрти чаплă çӗвӗçӗсенчен пӗри пулнă. А.В.Свербона качча тухнă. Тамара ятлă хӗр тата Дмитрий ятлă ывăл çуратса ӳстернӗ. Вăрçă вăхăтӗнче Антонина 4457-мӗш çар госпитальне санитарка пулса вырнаçнă. Упăшки, вăрçăра аманнăскер, çак госпитальте сурансенчен сывалаймасăр вилнӗ. Кăшт вăхăт иртсен Антонина Ивановна пӗрле пурăнакан ашшӗне те госпитале, аманнă салтаксене пăхма, ӗçе вырнаçтарать. Ку патриотизмла туйăм çех мар, вăхăтлă апатланассипе те çыхăннă пулнă. Госпитальте ӗçлекенсене паек панă.
Юркка Иванӗ 1943 çулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнче хӗрӗн аллинче вилсе каять. Ăна хулара Чӗрӗлӳ чиркӗвӗн масарне пытарнă. Тăхăрьялсем Юркка Иванӗ вилнине тем вăхăт иртсен тин пӗлнӗ. Хӗресӗ (вăл юманран пулнă) сыхланса юлман. Чиркӗвӗн вилнисен кӗнеки çинче те пытарнă тӗлӗ паллă мар.
Антонина вара нумай çул Ульяновскра пурăннă. 1970-мӗш çулсен вӗçӗнче çуртне сутса Саратова куçса кайнă. Çавăн чух япаласем хушшинче кивӗ арча тухнă. Унта Юркка Иванӗн хучӗсем пулнă. Вӗсене урамра кăвайт чӗртсе çунтарнă (Н.А.Вахнеева аса илӗвӗ).
1972 çулта Юркка Иванӗн тăванӗ Михаил Хирдин паспорт сӗтелӗ урлă А.И.Свербона Ульяновскра шыраса тупрӗ. Пӗччен пурăнакан карчăк Михаил Даниловича сиввӗн кӗтсе илнӗ. Вăл мӗншӗн килнине пӗлсен: «У меня нет родственников среди чуваш», – тесе ăсатнă.
Юркка Иванӗн йăх йывăççи сарăлса кайнă юмана аса илтерет. Кам кăна çук унта: СССР тава тивӗçлӗ ӗçченӗсем, çар çыннисем, парти ӗçченӗсем, çӗршывӗпех паллă тухтăрсем, чиркӳ çыннисем, бизнесменсем. Паллă ӗнтӗ, вӗсем пурте вырăсланса кайнă, анчах хăйсем мӗнле йăхран тухнине астăваççӗ. Хăшӗ-пӗри Пӳркелӗнчи Юркка Иванӗн музейӗпе çыхăнура тăраççӗ, килсе çӳрекенсем те пур.
Юркка Иванӗн çемье пурнăçӗ пӗртте тикӗс шуман, тăванӗсен шăписем те пăшăрхантарнă ăна, анчах çав пулăмсем этнографире тата литературăра ӗçлес хастарлăхне пусарайман. Унăн пичетленсе тухнă ӗçӗсем официаллă ушкăнсене килӗшмен, Раççейри миссионерсем вӗсенче «лăпкă та ӗçе юратакан» чăвашсене пăсса яма пултаракан чӗнӳсем тупнă (О.Г.Романов, Симбирские ведомости, 1907). Хусанти тӗн академийӗнче вӗрентекен Е.А.Малов «вӗсенче патриотизм туйăмӗ çук, тӗнпе çыхăнман», – тесе тиркет.
Иван тăван халăх фольклорне тарăн тӗпчемелӗх пӗлӳ илеймен пулсан та, хăй вăхăтӗнчи тӗпчевçӗсемпе танлаштарсан, чылай çӳллӗ шайра ӗçленӗ. Çак ӗçре ăна Турă хăй тӗллӗн аталанма пулăшнă. Ăнланнă Юркка Иванӗ халăх сăмахлăхне пухни çителӗксӗр ӗç, çав пӗлӗве хура халăх патне çитерме хӗн. Раççейре пӗр чăвашла хаçат та çук. 1899 çулта вăл Шалти ӗçсен министерствине «Пулхар» ятлă чăвашла хаçат кăларма ыйтса çыру çырнă, анчах ирӗк паман. Çапла вара чăвашсем Хусанта «Хыпар» тухиччен хăйсен хаçачӗсӗр пурăннă.
Юркка Иванӗн чăваш литературине туса хурас туртăмӗ те пысăк пулнă. Революци çулӗсенче çырнă «Кулаçа тăраниччен çитерни», «Вӗреннӗ çынсем», «Урине», «Хăраманскер» ятлă пӗчӗк калавӗсем чăваш совет литературинче пуçламăш тӗслӗхсем шутланаççӗ. Пурăна киле пысăкрах калăпăшлă «Ульки», «Машина Иванӗ», «Кахал», «Пархатарсăрсем» хайлавсем кун çути курнă. «Атăл çинчи таркăнсем» триллер, «Революционерсем» повесть вара Юркка Иванӗн пурнăçӗнчи чи йывăр тапхăрсенче çуралнă.
1930 çулта кӗçӗн шăллӗне Семене кулак тесе Çурçӗр Урала çемйипех ăсатнă. Çулталăкран ăна персе вӗлернӗ. 1937 çулта Евстигней ывăлне Киевра персе вӗлернӗ, çав çулах арăмӗ вилсе кайнă. Вăрçă пуçлансан Леонидпа çыхăну çухалать.
Чăн пурнăçӗн пулăмӗсем çав хайлавсен тӗп шухăшӗсенче те сисӗнеççӗ. Çитменнине тата, хăйне пичетлеме чарăннине, «националист» тесе айăпланине пăхмасăр, çӗнӗ чăваш çӗршывӗн пулас шăпи канăç памасть ăна. Вăл хăйӗн проектне хатӗрлет. Шупашкар марксизчӗсем чăвашсем вырăса тухас хăрушлăха сисмесӗрех юлаççӗ. Паян çакă никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чӗлхе сӳнсе пыни тӗнчери мӗнпур йышлах мар халăхсене пырса тивет. Глобализаци çави никама та, ниме те хӗрхенмест. Тăван пахалăхсене мӗнле майпа-тăр сыхласа хăварас текенсен ертӳçи те çук. Пур ӗç те çиле май шăвать, хир сӗлли пек. Пирӗн халăхăн çавăн пек калани пур. Авалхи çынсем тимӗр пуртă шухăшласа тупсан çӗр çинчи йывăçсем: «Халӗ пире касса кăклӗç ӗнтӗ», – тесе шикленсе чӗтрене ернӗ тет. Çавăн чух вӗсене вăрмансен Турри çапла каласа лăплантарнă: «Эсир хăвăра пуртă аври тума ан парăр, çавăн чух никам та хӗн курмӗ».
Паян çӗр çинчи вак йышлă халăхсене ЮНЕСКО пӗлтерӗвӗ чӗтрене ертрӗ. Анчах авалхи пек: «Хăвăра пуртă аври тума ан парăр!» – тесе калакансем тупăнмаççӗ-ха. Юркка Иванӗ те çук. Чăвашсен пахалăхӗсене хӳтӗлеме килнӗ çынна паян хăйне хӳтӗлев кирлӗ.
Пурте хамăртан килет. Паянхи чăвашсен И.Я.Яковлева хисеплесе Юркка Иванӗ пек пурăнни – чăвашла пурăнни пулать. Чăвашла СМСӗсенче Раççей чăвашӗсем авалхи йăла-йӗркене çӗнӗрен чӗртсе янине суккăрсем çех курмаççӗ. Сурхури, Çăварни, вăйă уявӗсем, чӳклемесем – паянхи пурнăçпа, ӗçсемпе çыхăнман пулсан та – пирӗн пата таврăнчӗç.
Чăваш историйӗнче Юркка Иванӗн феноменӗ пурри – савăнмалли, мухтанмалли, мăнкăмăлланмалли тата шухăшлаттаракан пулăм. Унсăр пирӗн тӗнче тӗттӗмрех, пӗр сăнлă, тăвар каласа çитермен апат пек туйăнать. Вăл хăй тӗнчене епле ăнланнине чунӗпе виçсе, чăваш куçӗпе курса, çырса хăварнă. Унăн шухăшӗсем хăватлă кӗвелӗк пек, паян куна çити те пире йӳçӗхтереççӗ, кӗвӗçтереççӗ, ăмсантараççӗ. Урăх ун пек тавлашуллă ят çук пирӗн.
Вăл хăй хыççăн 200 ытла юмах, предани, 10000 йӗрке юрă, çӗр ытла этнографилле ӗç хăварнă. Çавсенчен 20-мӗшӗ пысăк калăпăшлă, паянхи кунччен те хăйсен пӗлтерӗшне çухатман. Чи пӗлтерӗшли тесе эпӗ 1891 çулта çырнă «Авалхи чăвашсен ӗненӗвӗ» ӗçне калăттăм. Çак ӗçе Н.И.Ашмарин вырăсла куçарсан Раççейри наука пирӗн авалхи тӗн çинчен тӗрӗс хыпарлав пӗлнӗ. Çавăн хыççăн пирӗн аслаттейсен ӗненӗвне тӗнчери тӗнсен реестрне кӗртнӗ. Тава тивӗçлӗ ку.
Мӗн? Çав вăхăтра чăвашсен Юркка Иванӗнчен ăслăрах çынсем пулман тетӗр-и? Пулнă. Анчах пӗри те çырман. Официаллă йӗркерен иртеймен, çулпуçсене кӳрентересшӗн пулман, чиркӳ çыннисенчен шикленнӗ, айăпласран хăранă. Юркка Иванӗ хăраман – çырнă.
Пирӗн ентеш чăвашла алфавит çуралсанах калавсем, повеçсем хайланă. Тăхăрьял чăвашӗсен калаçăвне тӗпе хурса çырать вăл – килӗшӳллӗ те ăнланмалла килсе тухнипе хавхаланса малалла ӗçлеме пикенет. 50 ытла калав, 15 повеçрен 10 проценчӗ çеç кун курнă, ыттисем архивсенче выртаççӗ.
Юркка Иванӗ тата вăхăт
Паянхи пурнăçра чăвашсен историне çӳлтен мӗнле параççӗ, çавăн пек çăтма тивет. Иккӗленсен те тӗрӗслесе тăма вăхăт çук. Пулăмсем çине-çине. Пурнăç пăлханчăк шыв юххине аса илтерет. Мӗн чухлӗ-тӗр вăхăт иртсен, тăнăç пурнăçра шыв тăрăлсан (шыв юхнă чух та тасалать) таса марсем çырма тӗпне лараççӗ. Музейсенче те çапла, кашни пулса иртнӗ пулăм хăйӗн çӳлӗкне вырнаçать. Çавсене сăнаса çынсем пулса иртни çинчен тӗрӗс информаци илеççӗ.
Пӳркел ялӗнче Юркка Иванӗн ашшӗ çурчӗ сыхланса юлнă. 1998 çултанпа унта ентешӗмӗрӗн музейӗ ӗçлет. Май килнӗ таран паянхи ăрăва унăн пултарулăхӗпе паллаштарма тăрăшатпăр. 125 çул пӗр хутчен те тӗпрен юсаман çурта пулăшу кирлех.
Юркка Иванӗн тăван пулăмсен ирӗклӗхӗсемшӗн çуннă шухăшӗсем пирӗн вăхăтри çул уçса малта пыракан çынсен тӗллевӗсемпе килӗшсе тăраççӗ: сывлăхшăн ырă пурнăç илсе пырасси, çутçанталăкпа килӗшӳллӗ пурăнасси, ырă ӗç туса усала пӗтересси, чун тасалăхӗ, халăхсен пӗртанлăхӗ, пӗр-пӗрне хисеплесси – Юркка Иванӗ халăхсене суннă тӗллевӗ пулнă. Ун пек çынсене истори тусанӗ айне хăвармалла мар.
Анатолий МАЛЫШЕВ.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев