ХАЛЬХИ ВĂХĂТРА УЙРĂМАХ ПӖЛТЕРӖШЛӖ
Раççейри тӗрлӗ халăхсен литературин хăйне евӗрлӗхӗ – ултă антологире
Чăваш наци библиотекинче пысăк уяв иртрӗ – унта «Раççей халăхӗсен хальхи литературин» ултă кӗнекине пахаларӗç. Мӗнлерех кăларăм пирки сăмах пырать-ха? Ку проект Раççей Федерацийӗн халăхӗсен наци литературине упраса хăварма тата аталантарма пулăшакан ятарлă Программăпа килӗшӳллӗн Мускавра 2016 çулта йӗркеленнӗ. Укçа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ăна Раççей Федерацийӗн Цифра аталанăвӗн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшса пырать. Паянхи куна Мускавра антологин ултă кӗнеки кун çути курнă. «Поэзи», «Ача-пăча литератури», «Проза», «Драматурги», «Илемлӗ публицистика» тата «Халăх ăс-хакăлӗ». Антологисем валли авторсене пăхса тухнă чухне «çӗнӗ Раççей» йӗркеленнӗ вăхăтра – 25 çула яхăн – наци литературинче уйрăмах тухăçлă ӗçленӗ çыравçăсене кӗртме палăртнă.
Çак Программăна Мускаври «Пӗрлештернӗ гуманитари издательстви» йӗркелесе, пурнăçа кӗртсе пырать. Тӗрлӗ наци халăхӗн литературине антологире калăпласа кăларас ӗçре вӗсен тӳпи уйрăмах пысăк. «Пӗрлештернӗ гуманитари издательстви» наци чӗлхипе çыракан авторсен хайлавӗсене вырăсла куçарса пур вулакан патне çитерме тӗллев лартнă. Чи савăнăçли вара пирӗншӗн, чăваш вулаканӗсемшӗн, – çак сумлă кӗнекесенче чăваш сăмахӗ пурри. Ку ӗçе регионти ятарлă ушкăн, Чăваш редакцийӗн канашӗ, йӗркелесе пырать, унăн ертӳçи –филологи ăслăлăхӗсен докторӗ Юрий Исаев.
Тӗрлӗ жанрпа кăларма палăртнă антологисем Мускавра тӗрлӗ çулта пичетленчӗç. Пӗрремӗш кӗнеки «Поэзи» ятлă, вăл 2017 çулта «Пӗрлештернӗ гуманитари издательствинче» кун çути курнă. Унта 57 наци чӗлхипе çырнă 229 авторăн хайлавӗ тата вӗсен вырăсла куçарăвӗ кӗнӗ. Чăваш поэчӗсенчен Геннадий Айхин, Николай Исмуковăн, Марина Карягинан, Любовь Мартьянован тата Петӗр Яккусенӗн сăввисем пичетленнӗ.
Çав çулах иккӗмӗш антологи те кун çути курнă – вăл «Ача-пăча литератури» ятлă. Унта 12 çула çитмен ачасем валли çырнă 201 авторăн 870 хайлавӗ кӗнӗ, вӗсене 55 наци чӗлхинчен вырăсла куçарнă. Ача-пăча кӗнеки ӳкерчӗксемпе пуян пулмалла, çакна та шута илнӗ кăларăма калăплакансем, вӗсем антологие иллюстрацисемпе илемлетнӗ. Иккӗмӗш кӗнекене Николай Ытарайăн, Анатолий Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин тата Николай Ишентейӗн сăвви-калавӗсемпе юмахӗсем кӗнӗ.
2019 çулта Раççей халăхӗсен проза антологине калăпласа кăларнă. Унта 1991 çул хыççăн уйрăмах палăрнă Раççейри 115 прозаикăн хайлавӗсем 50 наци чӗлхипе пичетленнӗ. Чăваш çыравçисенчен Надежда Ильина тата Борис Чиндыков хайлавӗсем вырăн тупнă.
Тăваттăмӗш кӗнеки тӗрлӗ наци халăхӗн драматургийӗпе паллаштарать. Вăл 2020 çулта кун çути курнă. Унта 72 авторăн драма хайлавӗсем 40 наци чӗлхипе пичетленнӗ. Чăваш драматургин страницисене уçсан вара Арсений Тарасовăн тата Марина Карягинан хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Антологин пиллӗкмӗш кӗнеки наци литературинчи илемлӗ публицистикăн хăйне евӗрлӗхне уçса парать. Вăл 2021 çулта кун çути курнă. Унта 134 авторăн публицистики 45 наци чӗлхипе тухнă. Чăвашсенчен Денис Гордеев, Алексей Леонтьев, Лидия Филиппова тата Юрий Исаев хайлавӗсем кӗнӗ.
Çӳлерех асăннă кăларăмсемпе пуринпе те Чăваш наци библиотекинче паллашма пулать. Ку çеç те мар. Хăтлавра ЧР цифра министрӗн çумӗ Анна Иванова Чăваш наци библиотекине тата Чăваш патшалăх гуманитари институтне çӗнӗ кăларăм – антологин улттăмӗш кӗнекине – парнелерӗ. Антологи нумаях пулмасть Мускаври «Б.С.Г.-Пресс» издательствăра кун çути курчӗ. Сăмах май каласан, унăн хăтлавӗ Мускавра «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗнче иртнӗччӗ. «Маларах тухнă пилӗк антологире те çыравçăсем ваттисен сăмахӗсемпе тата каларăшсемпе тăтăшах усă курнине сисрӗм, çавăнпа та эпир халăх ăс-хакăлӗн уйрăм томне хатӗрлес терӗмӗр. Ун йышши кӗнеке халиччен тухманччӗ-ха», – терӗ ун чухне «Раççей халăхӗсен хальхи литератури» проектăн тӗп редакторӗ Максим Амелин.
Чăнах та паллашмалли, ăша хывмалли нумай ку кăларăмра. Ваттисен сăмахӗсемпе каларăшсем унта пӗтӗмпе 65 наци, 20 диалект чӗлхипе янăраççӗ. Ку антологие хальхи вăхăтра хайлавсем çырман чӗлхесенчи е çырулăхӗ пачах çук чӗлхери каларăшсем те кӗнӗ тесе палăртаççӗ кăларăма хатӗрлекенсем. Кӗнекене пӗтӗмпе 14 пин текст вырнаçтарнă, чылайăшне вырăсла пирвайхи хут куçарнă, пӗрремӗш хут пичетленеççӗ. Сăмахран, абзин чӗлхинчи çакăн евӗр ваттисен сăмахӗсене кӗртнӗ (вӗсен вырăсла куçарăвне илсе паратăп): «Отец – мед, а мать – мед с маслом», «Если прут не согнуть, пока он сырой, когда он высохнет, уже не согнешь», «Чего не держишь в сердце, о том уста не говорят», «Пока сердце не посмотрит, глаз не видит» тата ытти те.
Чăваш ваттисен сăмахӗсемпе тата каларăшӗсемпе ку антологире 587–597-мӗш страницăсенче паллашма пулать. Вӗсене пухса хатӗрлекенӗ –Чăваш патшалăх гуманитари институчӗн ӗçченӗ, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Ольга Михайлова. Вăлах кӗске ум сăмахне çырнă. Сăмахлăха вырăсла истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев куçарнă.
Хăтлавра тухса калаçнă май Ольга Николаевна çак кăларăмпа еплерех ӗçлени çинчен кӗскен каласа пачӗ. «Кунта 40 темăпа хатӗрленӗ 360 ваттисен сăмахӗ кӗнӗ, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаçтарнă. Çак пухха хатӗрленӗ чухне «Чăваш халăх пултарулăхӗ» серире пичетленнӗ «Ваттисен сăмахӗсем» кӗнекене (Чăваш кӗнеке издательстви, 2007), Н.Р.Романовăн 1960 çулта тухнă кăларăмне тата Николай Никольскин алçыру хальлӗн упранакан ӗçӗсене тӗпе хунă», – терӗ вăл.
Уявра антологисен пӗлтерӗшӗ пирки çыравçăсем, литература критикӗсем, редакторсем, вӗрентекенсем тата ыттисем те тухса калаçрӗç. Римма Прокопьева çыравçă тата журналист ача-пăча литературин антологине тишкерчӗ. «Хайлавсене пурне те юрату пӗрлештерет», – терӗ вăл. Николай Осипов критик тата литература тӗпчевçи проза жанрӗпе тухнă кăларăма пахаларӗ, унта вуланакан хайлавсем кӗнине палăртрӗ. Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова драматургине тишкернӗ май унта кӗнӗ çыравçăсен пултарулăхӗ çинче чарăнса тăчӗ. Эпӗ илемлӗ публицистикăна халалланă кӗнекене тимлӗх уйăртăм. Филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, «Раççей халăхӗсен хальхи литературин» хатӗрлекенсен ӗçлӗ ушкăнӗн пайташӗ Ирина Кириллова антологисемпе еплерех ӗçлени çинчен кӗскен каласа пачӗ.
Хăтлавра çакăн евӗр антологисем хальхи вăхăтра уйрăмах пӗлтерӗшлӗ текен шухăш тӗпре пулчӗ. Литература, сăмахлăх тӗрлӗ халăха пӗр-пӗринпе паллаштарать, туслаштарать. Çак сумлă антологисене алла илсен тӳрех нумай халăхăн литературипе паллашма май пур – çакă уйрăмах паха.
Ольга ФЕДОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев