Хӗл Мучи парни
Çӗнӗ çулхи уява кӗтсе илме малтанах пуçланă Сергеевсем. Капăр чăрăш туянса тӗрлӗ теттесемпе, çутăсемпе илемлетнӗ. Пӳлӗмре уяв сӗмӗ палăрчӗ. Пӳлӗме чăрăшран сăмала шăрши сарăлнă. Эрне маларах вара ачасем кашниех ӗçпе аппаланчӗç, тӗслӗ хутран вăрăм сăнчăр ăсталарӗç. Амăшӗ хитре юр пӗрчисем касса чӳречесем çине çыпăçтарса хитрелетрӗ, сăрăсемпе юмахри чӗрчунсемлӗ вăрман ӳкерчӗ. Пӳлӗме тӗрлӗ тӗслӗ ялтăртатакан мишурасемпе те капăрлатрӗç. Ашшӗ чăрăш çине теттесем çакса илемлетрӗ.
Люсяпа Андрей пысăк ӗнтӗ. 5-мӗш тата 1-мӗш класра вӗренеççӗ. Çулталăк та вӗçленсе килет, паян раштав уйăхӗн юлашки кунӗ. Иртенпе пурин валли те ӗç тупăнчӗ. Натали кухньăра ăшталанчӗ, тӗрлӗ çиме янтăларӗ. Ачасем урай шăлчӗç, теттисене тирпейлӗн вырнаçтарса тухрӗç. Урама тухса выляма та, тăвайккинчен çунапа ярăнма та ӗлкӗрчӗç. Ашшӗ картише юртан хырса тасатрӗ.
Каç пулсан пурте пӗрле ялти клуба уяв концерчӗ курма кайрӗç. Хӗл Мучипе Юрпике сăвă калакансене пылак канфетсем пачӗç. Вăтанмарӗç пӗчӗкскерсем, сăввисене хавхаланса каларӗç. Концерт вӗçленсен майӗпен килнелле утрӗç, ытла васкамарӗç, хӗл илемӗпе киленсе, кăмăллăн калаçкаласа пычӗç.
Урамра çанталăкӗ ăшă пулнăран киле кӗрес те килмерӗ. Эрне каялла çеç, Микулара, сивӗтнӗччӗ, паян вара йӗпе юр çуса лартнă. Юрпала перкелешсе те илчӗç, кил умӗнче юр кӗлеткине ăсталаса хучӗç. Наталипе Ваçлей ачисем çине пăхса хавхаланса тăчӗç. Алсишӗсем йӗпенсен те васкамарӗç пӳрте кӗме. Картишӗнче сăнчăрта тăракан Мухтара та уçăлма кăларчӗç. Эх, епле вӗçтерсе чупса килчӗ вăл – тинех ирӗклӗх мӗнне туйрӗ пуль. Хуçисем çине пырса сиксе илет те татах çаврăнса чупса каять. Ачисен питçăмартисене çулласа илет те вӗрсе ярать. Нумайччен урамра тăчӗç.
– Кӗрер пуль? Шăнмарăр-и? – терӗ ашшӗ. – Телевизорпа уяв программине курмасăр юлатпăр, апат та çиес килет.
Пӳрте кӗрсенех ашшӗ гирляндăна çутрӗ – чăрăш çинчи тӗрлӗ çутăсем ялкăшса çуталчӗç.
Çемье тулăх сӗтел хушшине ларчӗ. Мӗн тӗрлӗ çиме хатӗрлемен пуль Натали ир-каçа. Сӗтел варринче хăйсем пăхса çитӗнтернӗ хур тушки пăсланса ларать. Тӗрлӗ кукăль-пӳремеч, пахча çимӗçӗ те тем чухлех, пурне те астиврӗç.
– Атте, Хӗл Мучие нумай кӗтмелле-ши? – ыйтрӗ Андрюша. – Эпӗ çыру çырнăччӗ, ман ӗмӗтсене пурнăçлать-ши вăл?
– Паллах. Асамлăха шанмалла, кӗтмелле. Часах килеймӗ çав, Çӗнӗ çул ячӗпе кашни ачана саламласа парнесем парса тухма пайтах вăхăт кирлӗ ăна, – терӗ ашшӗ. – Эсӗ çывăр атя. Килсен систеретӗп çийӗнчех.
Çур çӗр çитсенех шăпăрлансем çывăрма выртрӗç. Кунӗпе выляса-чупса ывăннăскерсем часах çывăрса кайрӗç.
Ашшӗпе амăшӗ маларах илсе хунă парнисене чăрăш айне вырнаçтарса хучӗç. Ирпе ачисем çывăрса тăрсан курӗç Хӗл Мучи парнесем хурса хăварнине.
– Эх, мăнтарăнсем, кӗтеççӗ вӗт асамлăха. Натали, эпир те санпа ача чух çавăн пек кӗтнӗ вӗт... – ачалăхне аса илсе калаçрӗ Ваçлей.
– Çапла, Ваçлейӗм. Хӗл Мучи килессе тем пекех ӗненнӗ. Яланах пылак парнесемшӗн епле савăнаттăмăрччӗ. Сăвăсем вӗренсе хураттăмăр, ӳкерчӗксем сăрлаттăмăр, – калаçрӗ Натали телевизор курнă май.
Ирхине Андрюша пуринчен малтан вăранчӗ те чăрăш патне пычӗ, ун айӗнче «Лего» конструктор выртнине курах кайрӗ. Епле хӗпӗртерӗ вăл! Тӳрех ашшӗ патне васкаса утрӗ.
– Атте, ман валли парне хурса хăварнă Хӗл Мучи кунта! – савăннине пӗлтерсе калаçрӗ ывăлӗ. – Тахçанах ӗмӗтленнӗ-çке çак парнешӗн. Тинех ӗмӗт пурнăçланчӗ.
– Ăçта? Кăтарт-ха! Ывăлăм, яланах асамлăха шанмалла, мӗн ӗмӗтленетӗн – çавă пурнăçланатех, – терӗ те Ваçлей ăшшăн ыталаса илчӗ Андрюшăна.
Эх, курасчӗ сирӗн ачан куçӗсем еплерех пысăк савăнăçпа çиçнине! Люся та хăйӗн парнине илсен хытах хӗпӗртерӗ.
– Çӗнӗ çулта яланах ырри çинчен ӗмӗтленер, – йăл кулчӗ амăшӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев