News by category - Пӗлтерӳсем
-
кӗскен
Салтаксем валли пӗчӗк концерт та кăтартнă
-
Апрелӗн 13-мӗшӗнче Хусанта «Фарида» концерчӗ
Апрелӗн 13-мӗшӗнче Хусанти «АК БАРС» Çамрăксен центрӗнче Фарида Файзуллинан тата ытти чăваш эстрада юрăçисен концерчӗ пулать. Билетсене «Сувар» хаçат редакцийӗнче туянмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон: 89179153547. Концерт каçхине 18.30 сехетре пуçланать.
-
Кăçалхи «Чăваш пикинче» çӗнӗлӗхсем нумай пулаççӗ
Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянхи куна районсемпе хуласенчен заявкăсем килеççӗ, хӗрсем хатӗрленеççӗ. «Кăçалхи конкурсра куракансемшӗн...
-
Мартăн 5-мӗшӗнче Христофоров килет
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗпе хусансене чăваш эстрада артисчӗ Вячеслав Христофоров саламлать. Концерт «АК БАРС» Çамрăксен центрӗнче март уйăхӗн 5-мӗшӗнче 18.30 сехетре пуçланать. Билетсене «Сувар» хаçат редакцийӗнче (Хусан, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт, 7-мӗш хут) туянма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон: 5-18-33-75