Хусанкай пултарулăхӗ – чăваш халăхӗн чӗрӗ сасси
Эпӗ Хусанкай çинчен нумай кӗнеке вуларăм, унăн кун-çулне, пултарулăхне тата сăввисене нумай тишкертӗм. Шухăшлатăп та тӗлӗнетӗп: пирӗн Петӗр Хусанкай тăван чăваш халăхӗшӗн, унăн культуришӗн, малашлăхӗшӗн çав тери пысăк ӗçсем туса хăварнă. Унăн сăввисене вуланă чух таса çăлкуç пек тапса тăракан темле пысăк вăй-хăват пуррине туятăп. Халăх чӗлхи, наци сăн-сăпачӗ, сахал сăмахпа нумай калама пултарни, таса кăмăл, тарăн шухăш... «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсенче мӗн тери тарăн шухăш!