Аслă пичче маншăн яланах ырă тӗслӗх пулнă
Аслă пичче çемьере пирӗншӗн яланах, уйрăмах вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче (1947 – 1957), ырă тӗслӗхчӗ. Вăл кашни çул тенӗ пекех отпуска яла килетчӗ. Йывăр вăхăтра çемьене укçа, посылкăпа апат-çимӗç ярса пулăшатчӗ. Пире, Сима йăмăкпа иксӗмӗре, шкулта вӗренме кӗнеке-тетрадь, атă-пушмак, тӗрлӗ мечӗк туянса паратчӗ. Спортра та маншăн тӗслӗхчӗ вăл, вăрăм дистанцисене ним мар чупса тухатчӗ, йӗлтӗр спортӗнче разрячӗсем пурччӗ. Илья Миронович хăйне астăвакансен асӗнче çирӗп ыйтакан командир, ыр сунакан ертӳçӗ, шанчăклă юлташ пек юлнă.