Владислав Николаев: «Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух çырмалла, ӗçлемелле, пурăнмалла»
Пирӗн редакци хăни паян – Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тӗрлӗ çулсенче вăл «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ӗçленӗ. «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тӗп редакторӗнче вăй хунă. 2013 – 2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачӗ кăларса тăнă. 2018 çултанпа – Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн «Республика» хаçачӗн корреспонденчӗ.