«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан Никифоровсем
Тӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет.
Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.