Çулталăк Геройӗ: Михаил Марцев
«Сувар» хаçатра 2025 çулта тухнă материалсене пăхса тухсан иртсе кайнă çулăн геройӗ тесе кама калама пулать-ха? Хаçатăн подшивкисене уçнă май çулталăк геройӗ пулма тивӗçлисем нумай. Çапах та хамăр ентешӗмӗр, Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ мухтавлă çыннăмăр, Раççей Геройӗ, РФ Хӗç-пăшаллă Çарӗсен подполковникӗ Михаил Марцев чи тивӗçлисенчен пӗри тесе шутлатпăр. Унпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова кӗркунне Рустам Минниханов суйлавра çӗнтернӗ хыççăн ТР Раисӗн должноçне йышăннин церемонийӗ хыççăн курса калаçрӗ. Интервьюпа тепӗр хут паллашма сӗнетпӗр.