ТР Президенчӗ Рустам Минниханов 2022 çула Цифровизаци çулталăкӗ пек палăртрӗ
Паян, октябрӗн 8-мӗшӗнче, С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Патшалăх Канашӗн депутачӗсен улттăмӗш чӗнӗвӗн 25-мӗш ларăвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче пӗртен-пӗр ыйту – Тутарстан Президенчӗ Р.Н.Минниханов Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухни. Рустам Минниханов тӗп вырăна республикăра пурăнакан çынсен пурнăçне пур енчен те лайăхлатса тивӗçлӗ тумаллине лартрӗ. Вӗрентӳ, сывлăх сыхлав ытти сфера услугисем пуриншӗн те доступлă пулмалла терӗ.