«Госуслуги. Моя школа» приложенипе 10 миллион ытла çын усă курать
Приложени шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне вӗренӳ процесне тӗрӗслесе тăма, ачасен кулленхи пурнӑçне планлама пулӑшать. Сервис «Экономика данных» наци проекчӗ шайӗнче ӗçлет, шкул тата шкул тулашӗнчи тӗп тӗллевсене пӗр çӗре пӗрлештерет, çемьепе шкул хутшӑнӑвне меллӗрех те уçӑмлӑрах тӑвать. Паян унпа 10 миллион ытла çын усӑ курать.