Лариса Петрова: «Поэзи – чун киленӗçӗ, журналистика вара – ӗç»
Нумаях пулмасть Алтай Республикипе Алтай крайӗ «Чӗлхе арт-резиденцийӗ. Сăмах кӗвви» Пӗтӗм Раççейри социаллă пӗлтерӗшлӗ проекта хутшăнакансене пуçтарчӗç. Тӗрлӗ халăх чӗлхипе сăвă-калав тата юрă çыракансем вунă кун тӗрлӗ ăсталăх урокне, кăвайтпа камин умӗнчи пултарулăх лабораторийӗсене хутшăнчӗç, тăван чӗлхесене упраса хăварассипе аталантарасси, литература хайлавӗсене интернет хутлăхӗнче сарасси пирки калаçрӗç, хăйсен произведенийӗсем тăрăх виçӗ концерт лартрӗç, видеоклипсем ӳкерчӗç, Алтай халăхӗсен культурипе паллашрӗç.