Тутарстанри Халӑхсен ассамблейи тӗп халӑхсен тӑван чӗлхисене упрассипе ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ
Республикӑра мӗн авалтан ҫума ҫумӑн вырӑс, тутар, чӑваш, мари, мордва, удмурт халӑхӗсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Глобализаци ӗмӗрӗнче кашни халӑхӑн пӗр проблема - тӑвӑн чӗлхене, унӑн тасалӑхне упраса хӑварасси. Ку уйрӑмах шутпа сахалрах халӑхсене пырса тивет. Тутарстанра ҫак проблемӑна татса пама чылай организаци ӗҫлет.