News by tag - Новый год
-
Саврăшпуçсен ӗçне тивӗçлӗ хак панă
Аксу районӗнчи саврăшпуçсем пӗрремӗш хут мар хутшăнаççӗ асăннă конкурса. Ялти Культура çурчӗн директорӗ А.В.Иванов тăрăшнипе чăн-чăн пăр хула ӳссе ларнă кунта. Архип Витальевич «юмах тӗнчине» ăсталама декабрь пуçламăшӗнчех тытăннă. Ăна мăшăрӗ Мария Владимировна, пӗрле ӗçлекен Владимир Михайлович Гаврилов тата Эдуард Михайлович Ильин пулăшнă. Январӗн 4-мӗшӗнче кунта Хусантан конкурс комиссийӗ килнӗ. Тивӗçлӗ хак панă саврăшпуçсен ӗçне.
-
Камăн юр кĕлетки илемлĕрех?
Январĕн 2-мĕшĕнче Хусанта юр кĕлеткисен фестивалĕ пулать. Чи хитре юр кĕлеткен хуçине парне кĕтет.
-
ÇĔНĔ ÇУЛ ЯЧĔПЕ, ТУССЕМ!
"Сувар" хаçат редакцийĕ пурне те Çĕнĕ çулпа саламлать. Ырлăх-сывлăх, телей, юрату, тулăх пурнăç сунать!
-
Пăвасен Хӗл Мучийӗ вырăсла пӗлмест
Районти чăваш центрӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсенчен чылайăшӗ çакăнта иртет. Декабрӗн 28-мӗшӗнче кунта районсенчи шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисем пухăнчӗç. Чăрăш уявгне ертсе пыракансем те, сăвăсем те, юрри-ташши те, вăййисем те чăвашла кăна пулчӗç.
-
АЧАСЕМ ВАЛЛИ ÇӖНӖ ÇУЛ ЮМАХӖ
Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç.
-
Хусана Хӗл Мучи килет!
Хусанти чăваш ачисене Çӗнӗ çул парни «Морозко» спектакль пулать.