Ильинсен помидорӗ – чи тутли!
Вăтам Хăмăшлăра пурăнакан Ильинсен килӗ умӗнчен çын татăлмасть. Сăлтавӗ – помидорта. Ăна çак килте хӗл иртсенех пуçтарма тытăнаççӗ. Ял халăхӗ вара ку вăхăтра калча лартма кăна пуçтарăнать-ха. Эпир пынă вăхăтра та иккӗн-виççӗн тăратчӗç кил умӗнче, пурте тутлă пахча çимӗçе иленсе килнӗ.
Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлăра теплица тытакансем çинчен ял хутлăхӗн пуçлăхӗнчен Валентина Вафинăран пӗлтӗмӗр. Паллах, кайса курас шухăш çуралчӗ. Ун сăмахӗпе, Ильинсем – питӗ ӗçчен çынсем.