News by tag - православие
-
Пӗрле тăрăшсан тем те тума пулать, çав шутра – чиркӳ те
Ку истори пӗр ӗмӗр каялла пуçланнă. Вӗçленме вара 100 çул иртсен – 2021 çулхи раштав уйăхӗнче – вӗçленчӗ. Совет влаçӗ йӗркеленсен çамрăк республикăра мӗнпур чиркӳпе храма аркатасси пирки калакан декрет йышăннă. Коммунистсем атеист пулнă, Турра ӗненмен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш çулӗсенче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче питӗ пысăк чиркӗве салатнă. Хурланса йӗрекен халăх йынăшни таврара тахçанччен илтӗннӗ. Ӗненекенсем пухăнакан çурта аркатса ахаль çынсен пурнăçне тепӗр май çавăрса хуни нумай сиен кӳнӗ. Хресченсен хушшинче вӗреннӗ çынсем сахал пулнипе вӗсем хăйсен шухăшӗ çине тăма вăй çитереймен. Шанăçӗ, ӗненӗвӗ килте, чунра юлнă.
-
Православи календарӗ – 2021
Мăнкунпа Çимӗк кăçал кая юлса килеççӗ.