Ултавçăсем 3 уйăх хушшинче 1,5 миллиард тенкӗ «ӗçлесе илнӗ»
Пӗрремӗш квартал вăхăтӗнче Тутарстанра пурăнакансем онлайн-мошенниксене пула 1,5 миллиард ытла тенкӗ çухатнă. IT-преступленисен шучӗ 20 процента чакнă пулин те, вӗсем регионта регистрациленӗ преступленисен çурри пулса тăраççӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн Уголовлă шырав управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.