News by tag - Спорт
-
Борис Чернов: «Ачасене кӗрешме вӗрентесси – манăн чи пысăк ӗмӗтчӗ»
Атăлçи регионӗсенчи спорта юратакансем, ирӗклӗ кӗрешӳпе интересленекенсем Борис Чернова лайăх пӗлеççӗ. Вăл Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче 1956 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче çуралнă. Халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн ирӗклӗ кӗрешӳçисен командин аслă тренерӗ. Борис ачаллах йăрă ӳснӗ, спорт вăййисене юратнă, тантăшӗсем хушшинче хоккейла выляссипе кӳршӗ ялсемпе вăйăсем йӗркеленӗ. Вӗренме те япăх вӗренмен, шкул çумӗнчи участокра ӗçлесе вăл ВДНХ бронза медальне тивӗçнӗ. 1973 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен вăл Ижевскри ял хуçалăх институтне кайса кӗнӗ. Малтан лаша спорчӗпе аппаланнă. Çур çул хыççăн вара пӗр тӗлпулу унăн пурнăçне улăштарса янă.
-
ПЕТР МУСКАТИНОВĂН ХАЛЬХИНЧЕ КӖМӖЛ МЕДАЛЬ
Февралӗн 17-18-мӗшӗсенче Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ XVII Раççей чемпионатӗнче Аслă Аксу чăвашӗ кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ.
-
«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман
Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.
-
Хусанта халăхсен хушшинчи теннис ăмăртăвӗ пуçланчӗ
Халăхсен хушшинчи теннис ăмăртăвне республикăран 13 спортсмен хутшăнать. Вӗсем чи лайăх кăтарту тăвасса питӗ шанатпăр.
-
Любовь Моргунова: «Ман рекордран никам та иртеймен-ха»
Чупма эпӗ кукамай патне Çӗньяла (Аксу районӗ) каникула килсен пуçланă темелле. Кашни çулла пире – аккана, мана тата йăмăка – аттепе анне кукамай патне леçсе яратчӗç. Пӗр çулхине эпир Пӳлер çумӗнчи ача-пăча ӗçпе кану лагерьне лекрӗмӗр. Питӗ интереслӗччӗ унта. Тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗсем нумай ирттеретчӗç. Эпӗ яланах чупакансен хушшинче çӗнтереттӗм. Кукамай патне таврăнсан Çӗньял тавра кашни кун чупма пуçларăмăр – 3 километр таран чупаттăмăр. Вăрмана çити е фермăна та чупаттăмăр, унта хӗр-тусăн Света Самсонован амăшне сӗт витрисене йăтма пулăшаттăмăр. Çак ӗç пӗрре те йывăр мар пек туйăнатчӗ пирӗншӗн. Ăмăртас хăнăху çакăнта пуçланчӗ.
-
ЦСКА-па 9 хут выляса "Рубин" 1 кӑна ҫӗнтернӗ
Ҫапах паян Хусанта иртекен вӑйӑра вӑл мала тухма пултарать, мӗншӗн тесен командӑн ҫӗнӗ тренер
-
Ҫӑвар маччинчен сиксе тапӑп ак
Кореецсен кӗрешӳ тӗсӗ - тхэквондо - хӳтӗленмелли меслет. Вӑл спортра урапа тапнине кӑна шута илеҫҫӗ.
-
Кире пукан паттӑрӗсем Хусанта пухӑнаҫҫӗ
Эсир пӗлнӗ-и, Тутарстанри кире-пукан спорт федерацийӗн президенчӗ Салават Фатхетдинов пулнине?
-
Ульяновск облаҫӗнчи команда турнирӑн сенсацийӗ пулса тӑчӗ
"Сувар" турнирне пӗрре те сиктермен Рункӑ команди ӑмӑртӑва хутшӑнманни йӗркелекенсене кӑштах тӗлӗнтерчӗ.
-
Тăхăрьялсем елчӗксемпе альшихсене çӗнтерчӗç
«Альшихпе» «Тăхăрьял» командисем выляни винегрета аса илтерчӗ.
-
Кубок пĕчĕк футболистсене кĕтет
Яланла вăл Халăхсем хушшинчи ачасене хÿтĕлемелли кунра, июнĕн 1-мĕшĕнче иртетчĕ. Анчах çак кун çулсерен сивĕ е йĕпе пулнипе ăмăртăва ăшăрах кунра ирттерме палăртнă.
-
Çӗнтерӳ кунне – автокросс!
Аслă Çӗнтерӗве 74 çул çитнине халалласа Çӗпрел районӗ автокросс ирттерет.
-
Олимпиада Хусаншăн тӗлӗк мар – тӗллев
спорт хули, Олимп чемпионӗ çӗнӗ медаль патне ăнтăлнă пекех, тепӗр пысăк спорт уявӗсем пирки ӗмӗтленет.
-
ВЫРСАНИКУН – МАТЧ!
Чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» тата «Сувар» футбол командисем Хусанти футбол юратакансен лигинче иртнӗ сезонсенче самай пысăк çитӗнӳсем турӗç. Анчах пӗр-пӗринпе выляни хальччен пулманччӗ-ха.
-
Медальшӗн Президент укçа парать
ТР Президенчӗ Универсиада çӗнтерӳçисене: ылтăншăн – 150 000, кӗмӗлшӗн – 90 000, бронзашăн 60 000 тенкӗ парать.