Кемеровăри православи чиркӗвне çӳрекенсене митрополит Аристарх Игнатий владыкăпа паллаштарнă
Чистай, Аксу, Алексеевски районӗсенчи чиркӗве çӳрекенсенчен нумайăшӗ: «Халӗ мӗнпур пачăшкăна та шанма çук иккен», – теççӗ. Чистай тата Анат Кама епархийӗнче Игнатий вăхăтӗнче ӗçленӗ пӗр çынран (ятне, ăна начар тăвасран сыхланса, кăтартмастăп) тӗн служителӗсен пӗр ушкăнӗ епископа путлӗ пуçтарăнма та вăхăт паманни, ăна хирӗç пуçарнă ытти сăтăрла ӗçсем туни пирки пӗлтӗм. Юри. Кайран вара тӗрлӗ усал сăмах сарса çӳренӗ. Мӗн чухлӗ ырă ӗç тунине вара шута та илесшӗн мар. Юхăннă епархие тирпее кӗртрӗ, семинари пӗтериччен экономика специальноçӗпе аслă пӗлӳ илнӗскер, хуçалăха ертсе пыма вăй-халӗ те, ăс-тăнӗ те çителӗклӗ. Епархие кӗрекен тăхăр районти вуншар прихутра чиркӳсем тăвăнчӗç, вырсарни шкулӗ ӗçлесе кайрӗ. Нумай ачаллă чухăн пурăнакан çемьесене адреслă пулăшу йӗркелесе ячӗç, инвалид ачасемпе тачă ӗçлеме пуçларӗç. Куллен вуншар çын епархие пулăшу ыйтса çӳренӗ. Пӗрне те сивӗтсе яман.