Нумай пулмасть 98 çул тултарнă тыл ветеранӗ Зинаида Селиванова хăйӗн пурнăçне пӗрре те ӳпкелемест
Ялти ытти хӗрсемпе пӗрле Мускав тăрăхне кӗленче завочӗ тума ăсатнă чухне Аксу районӗнчи Беловка хӗрӗ Зинаида Полоруссова вун çиччӗ те тултарман пулнă-ха. Вăрçă вăхăтӗнче арканнă халăх хуçалăхне ура çине тăратмалла пулнă.