Тутарстанра пилотсăр системăсен çарне кайма контракт çырма пулать
Пилотсăр системăсен çарне туса хурасси пирки 2025 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Пилотсăр системăсен çарӗн ертӳçин çумӗ Сергей Иштуганов полковник пӗлтернӗ. Унччен беспилотниксемпе çапăçакан подразделенисем тӗрлӗ çарсенче пулнă.